Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Сергей Михайлов тата Элӗк районӗнчи Юнтапари шкулта ӑс пухакан Алексей Григорьева «Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» астӑвӑм медалӗпе чысланӑ. Арҫын ачасем путма пуҫланӑ ҫынсене ҫӑлса паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Сергей Етӗрне районӗнчи Талуй ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвене ашшӗпе тата шӑллӗпе шыва кӗме кайнӑ. Арҫын ача пӗве варринче ишнӗ чухне путма пуҫланӑ хӗрачана асӑрханӑ. Хайхискер резина ҫавракапа ишнӗ те ҫаврӑнса ӳкнӗ. Сергей ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Алексей вара Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 14-ри арҫын ачана ҫӑлнӑ. Вӑл та матрас ҫинчен ҫаврӑнса ӳкнӗ те путма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |