Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -23.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Хулара
blog.shamenkov.ru сайтри сӑн
blog.shamenkov.ru сайтри сӑн

Николетта тата Арчибальд – ҫапла ят хунӑ тин ҫуралнӑ ачасене. Шупашкарта пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ пепкисем валли хӑйне евӗр ят суйланӑ.

Арчибальд ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Марийӑпа Александр ҫемйинче ҫуралнӑ. Ӑна Мускав районӗн администрацийӗн ЗАГС уйрӑмӗнче ят хунӑ.

Николетта вара Ленин районӗнче ҫуралнӑ. Ку ят Европӑра анлӑ сарӑлнӑ. Николь ятлӑ хӗрсене ҫапла чӗнеҫҫӗ унта. Авалхи грек чӗлхинчен куҫарсан «халӑхсен ҫӗнтерӳҫи» тесе куҫать.

Сӑмах май, юлашки ҫулсенче ашшӗ-амӑшӗ ачисене сайра тӗл пулакан ят пани тӑтӑш тӗл пулать. Тӗслӗхрен, Космос, Филат, Саламия…

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64754
 

Культура

Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ ачасен сӑнӳкерчӗкӗсен тата ӳкерчӗксен «Пӗрле – Вместе» онлайн-конкурсне ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен чӑваш тумне кӑтартса пама тивнӗ.

Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулти Илемпи Кузьминан «Современный чувашский наряд в мире красоты» (чӑв. Илем тӗнчинчи хальхи чӑваш тумтирӗ) ӗҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. 4-мӗш лицейри Дарина Иванова наци тумне тӑхӑннӑ, асанне юмахӗсене вулакан хӗрачасене сӑнланӑ. Унӑн тӑрӑшӑвне иккӗмӗш вырӑнпа палӑртнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 160-мӗш ача пахчинчи Валерия Волкова. 209-мӗш ача пахчинчи Николай Васильев ӗҫне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ.

«Ӳкерчӗк» номинацире Шупашкарти 39-мӗш шкулти Арина Николаева пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, 18-мӗш вӑтам шкулти Злата Нарицына «Эпӗ хитре чӑваш хӗрӗ» ӳкерчӗкпе — иккӗмӗшне, 3-мӗш ача пахчинчи Алексей Терехов «Манӑн Чӑваш Ен» темӑпа — виҫҫӗмӗшенче. Куракансене килӗшнӗ ӗҫ вара — 4-мӗш лицейри София Матвеевӑн. Вӑл матрёшкӑна чӑвашла тумлантарнӑ, ӗҫчен чӑваш халӑхне кӑтартнӑ.

 

Республикӑра

«Манӑн ачамсем виҫҫӗрен ытларах, анчах сирӗн чухлӗ ҫук», – ҫапла каланипе пуҫланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нумай ачаллӑ Шишовсемпе йӗркеленӗ видеоҫыхӑнӑва. Асӑннӑ ҫемьен ҫичӗ ача иккен, халӗ вӗсем саккӑрмӑшне кӗтеҫҫӗ.

Ҫемьене республика ертӳҫи Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунпа саламланӑ. «Эсир хӑвӑр тӗслӗхӗрпе мӗнле пурӑнмаллине, мӗнле юратмаллине тата пурнӑҫӑн кашни самантне епле йышӑнмаллине кӑтартса паратӑр», – тенӗ Олег Николаев.

Сергей тата Ольга Шишовсем 17 ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫемьере пурӑнаҫҫӗ.

«Кашни ачапа ҫӗнӗ вӑй хушӑнать, эпир вӑйлӑрах пулса тӑратпӑр», – каласа кӑтартнӑ нумай ачаллӑ ашшӗ Сергей Шишов.

Ҫемьене Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Ен вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли ҫуллахи кампани епле ӗҫлесси пирки Роспотребнадзор ӑнлантарни тӑрӑх уҫӑмлатнӑ.

«Уйлӑхсене вӑл е ку хатӗрсемпе тивӗҫтермелли пирки уҫӑмлӑ каланӑ. Ҫав шутра – пӳлӗмсенче сывлӑша сиенсӗрлетмелли хатӗрсем кирли ҫинчен те. Кашни уйлӑхра икӗ медӗҫченрен кая мар пулмалла. Кашни отрядра ятарлӑ термометрсем кирлӗ. Уйлӑхсенче ачасен йышӗ проектпа пӑхнин 50% иртмелле мар», — тенӗ министр.

Апат хатӗрлекен блоксемпе апат турттаракан автомобильсем тӗлӗшпе те ятарлӑ требованисем пулӗҫ. Уйлӑхсене маскӑсемпе, перчеткесемпе, дезинфекци хатӗрӗсемпе тивӗҫтерӗҫ.

Уйлӑхсенче ӗҫлекенсене смена вӑхӑтӗнче территорирен тухма чарӗҫ, ашшӗ-амӑшӗн ачисем патне кайма юрамӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CAzuSTZg36P/
 

Хулара
altai-republic.ru саййтри сӑн
altai-republic.ru саййтри сӑн

Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Паллах, кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Ҫапах уявра лавккасенче эрех-сӑра сутма чарӗҫ.

Ку чару Шупашкара пырса тивет. Хулара ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче эрех-сӑра сутма юраманни пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑну тунӑ.

Сӑмах май, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, юлашки шӑнкӑрав уявӗнче те лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кӑҫал шкул ачисен уяв онлайн мелпе кӑна пулнӑ пулин те лавккасенче «ҫуттине» туянма чарнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64701
 

Вӗренӳ

Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ Чӑваш Енри ача пахчисене халех уҫма чарать. Ҫак ыйтӑва кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Енӗн тӗп санитари врачӗ Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче ача пахчисенче дежурство ушкӑнӗсене ӗҫлеттерни ҫителӗклӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене уҫма хальлӗхе тӑхтамалла.

«Кирлех пулсан дежурство ушкӑнӗсен йышне уҫмалла. Унта ашшӗ те, амӑшӗ те ӗҫлекеннисен ачисене йышӑнмалла. Сывлӑх сыхлав министерствипе пӗрле ятарлӑ приказ хатӗрленӗ. Унта ачасене шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине йышӑнас йӗркене палӑртнӑ», – тенӗ Надежда Луговская.

Ача пахчине ҫӳрекенсен кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсемпе ҫыхӑнура пулманнине ҫирӗплетекен справка кирлӗ пулӗ.

 

Культура

Чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракансен «Виръял шевлисем» конкурсне пуҫласа 1995 ҫулта ирттернӗ. Ӑна районти смотр-конкурс шайӗнче йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пуҫарса яраканни — Элӗк районӗнчи культура пайӗ (культура пайӗн пуҫлӑхӗ — Альберт Сергеев).

Малтанхи конкурса тури чӑвашсем: эстрада юррисене юрлакансем тата вокалпа инструмент ансамблӗсем — пуҫтарӑннӑ.

1996 ҫулта Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ.

1997 ҫулта фестивале республика шайӗнче ирттернӗ. 2000 ҫулта регионсем хушшинчи шая кӑларнӑ. Людмила Семенова тата Вячеслав Филиппов «Виръял шевлисем» фествиаль гимнне (сӑввине Станислав Ильин ҫырнӑ, кӗввине Андрей Галкин) шӑрантарнӑ.

Кӑҫал фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерӗҫ.

 

Ҫурт-йӗр
temasaratov.ru сӑнӳкерчӗкӗ
temasaratov.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ республика прокуратури тӗрӗслевсем тӑтӑш ирттернӗ май.

Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче ҫурт-йӗр туянассипе ҫыхӑннӑ конкурс документацине вӑхӑтра хатӗрлемен. Ҫавна пула тӑлӑхсен черет вӑрах вӑхӑт кӗтме тивнӗ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӑлӑхсене хваттер черетӗнчен кӑларнине палӑртнӑ. Шупашкар хулинчи Ленин, Мускав район администрацийӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑлӑхсене черете тӑратман тӗслӗхсем тупӑннӑ.

Ҫавӑн пек кӑлтӑксене палӑртсан прокуратура тӗрлӗ мера йышӑнать, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ, пурӑнмалли кӗтес ҫук ҫамрӑксене майлӑ пулса суда ҫитет, хваттерлӗ пулма пулӑшать.

 

Культура

Шупашкар хулинче «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурса хатӗрленме пуҫланӑ. Кӑҫал вӑл куҫӑн мар майпа иртӗ.

2020 ҫулхи фестивале 5 ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитичченхисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Шкулта вӗренекен ача-и, культура учрежденийӗ ҫумӗнчи пӗр-пӗр клубра пултарулӑха туптать-и, юрлас-ташлас енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илет-и — хутшӑнма никама та чармӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне «Янра, чӑваш юрри!» номинацире вокал ӑсталӑхӗ енчен хаклӗҫ, «Айтӑр пӗрле ташлар-и!» ятлинче – хореографи ӳнерне; «Чӑваш паттӑрӗ» – вӑйлӑ ачасем валли; «Этно-кроссворда» суйласан чӑваш историне, йӑли-йӗркине тата культурине пӗлнине кӑтартма тивӗ.

Фестиваль-конкурса ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗн «Контактра» ушкӑнӗнчи страницинче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Статистика
moskva.bezformata.com сайтри сӑн
moskva.bezformata.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,5 пине яхӑн ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ йӗкӗреш ҫуралнӑ.

Йӗкӗрешсем ытларах – Шупашкарта. Кунта 52-ӗн вӗсем. Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче кӑҫал икшер йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 4, Канашра 6 йӗкӗреш ҫуралнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫут тӗнчене килнӗ 4454 ачаран 2280-шӗ – арҫын ача, 2174-шӗ хӗрача.

 

Страницӑсем: 1 ... 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, [133], 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, ... 339
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 25

1884
142
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1886
140
Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ.
1908
118
Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1923
103
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1927
99
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.
1944
82
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
1945
81
Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1972
54
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1974
52
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1998
28
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын