Шупашкарта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 11 ҫулти арҫын ачана самокатпа пенӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчен, Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртран, тухнӑ та подъезд умӗнче сӑлтавсӑрах арҫын ачана самокатпа пенӗ. Япала лешӗн пуҫӗнчен лекнӗ. Ача кӳршӗ подъездра пурӑнать.
Арҫын хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ачасене наци чӗлхипе вӗрентесси пирки мӗн шухӑшланине каланӑ. Ҫакӑн пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ.
Владимир Путин шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене наци чӗлхине вӗрентни вӗсене вырӑс чӗлхи пӗлмелле мар туса хӑвармалла мар. Вырӑс чӗлхи ачана ӳлӗмрен, сӑмахран, Раҫҫейӗн урӑх регионӗнче вӗреннӗ чухне кирлӗ пулӗ. Ҫак шухӑша ҫӗршыв ертӳҫи Вырӑс чӗлхи енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче каланӑ.
Кирлӗлӗх хушшинчи шайлашӑва тупмалла. Наци чӗлхине ачана вӗрентмеллех. Унсӑрӑн наци культури пулаймӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине те вӗрентмеллех.
Шкул ачи е студент пӗлӗве Раҫҫейӗн урӑх регионӗнче малалла тӑсас тесен, унта вара программа вырӑсла пулсан ҫыннӑн йывӑрлӑх сиксе тухма пултарать тесе шухӑшлать Владимир Путин.
Паян, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре ача-пӑча скверне хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Ҫав ятпа унта пысӑк пуҫлӑхсем таранах пухӑннӑ. Пӗчӗккисен лапамне «Комфортная городская среда» (чӑв. Хӑтлӑ хула тӑрӑхӗ) программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ.
Скверта ачасем валли аттракционсем, вылямалли япаласем вырнаҫтарнӑ, тӗмсем лартнӑ. Шупашкар район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе «Дорстройсервис» общество пурнӑҫланӑ. Хамӑр енчен ҫакна палӑртар: сквера чылай вӑхӑт турӗҫ.
Сквера уҫнӑ ятпа хӗрлӗ хӑю касма Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев, Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин хутшӑннӑ. Владимир Вершинин подрядчика ырласа сӑмах каланӑ, сквер поселокӑн мӑнаҫлӑхӗ пулӗ тесе палӑртнӑ, ыттисем патшалӑх тавралӑха хӑтлӑх кӳме укҫа-тенкӗ уйӑрнипе хӑпартланнӑ.
Шарль Перро, Гримм пиччӗшӗпе шӑллӗсен юмахӗсене ача чухне вулама кӑмӑлланӑ-и? Ҫапла, унта Золушка (чӑв. Кӗлчечек) сӑнарӗ пур. Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье ачине шӑпах ун ятне панӑ.
Хӑйне евӗр ят паракансем татах пур. Тӗслӗхрен, ачасене Эра-Мария, Агнесса тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫак йыша кусене те кӗртме пулать: Белослав, Марсель, Демьян, Алмаз, Алия, Амелия, Марк, Есения, Рашит, Нихан, Радмила, Дана, Марьяна, Филипп, Яков, Игнат.
Чи анлӑ сарӑлнисен йышне вара ҫаксем лекнӗ: Михаил, Илья, Артем. Хӗрсене ытларах Виктория, Дарья, Анна ятсем хураҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем йытӑсенчен хӑраҫҫӗ. Лешсем сурӑхсене хӑвалаҫҫӗ, темиҫешне туртса ҫурнӑ. Ачасем вара шкула ҫӳреме шикленеҫҫӗ.
Йытӑсем ҫулларанпах хӑратаҫҫӗ. Вӗсем пӗр хӗрарӑм патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ял ҫыннисем хуҫине йыттисене сӑнчӑрлама темиҫе хутчен те ыйтнӑ, анчах кӑлӑхах.
«Пирӗн ачасем уй, вӑрман урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Уй варринче пирӗн ачасене тапӑнаҫҫӗ. Пирӗн хӗр ӳсет, вӑл 10-мӗш класа ҫӳрет. Вӑл пысӑк ӗнтӗ, ҫапах йытӑсенчен хӑрать, ара, лешсем виҫҫӗн вӗт. Кашнинчех ман пата шӑнкӑравлать те кӗтсе илме ыйтать. Йытӑсем ӑна тапӑннӑ. Кӳршӗсен ачисем пӗчӗкрех, вӗсене те тапӑннӑ. Вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ кӗтсе илет», - ҫапла каласа кӑтартнӑ Лилия журналистсене.
Ӗнер Элӗк районӗнчи пӗр ҫемьере ача эрех ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Ҫемьен уяв пулнӑ, хӑнасем чӗнсе сӗтел хушшинче савӑннӑ. Ҫемье пуҫӗпе мӑшӑрӗ хӑнасене ӑсатма тухсан 4-ри ывӑлӗ сӗтел ҫинчи эрехе ӗҫнӗ.
Ывӑлӗ ӳсӗрӗлнине асӑрхасан ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Юрать, пӗчӗкскерӗн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра пулман, тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Палӑртмалла: ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче те ачапа чутах инкек пулман. 1,5 ҫулти хӗрача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмӑшпа вылянӑ. Юрать, вӑл ӑна ҫӑтма ӗлкӗреймен, ҫакна тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач тата раштав уйӑхӗсенче, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пӗчӗк мӑнукне ясар шухӑшпа тапӑннӑ. Ку йӑлтах асӑннӑ районти пӗр ялта пулса иртнӗ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупса усранӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкернӗ чухне судпа психиатри экспертизи ирттернӗ. Вӑл ватӑ арҫын ӑс-тӑн енчен лайӑхах пулнине ҫирӗплетнӗ.
Ҫак эрнере Шупашкарта тепӗр ача пахчи уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, РФ Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Черкесов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
«Планета детства» (чӑв. Ачалӑх планети) ят панӑ 207-мӗш номерлӗ ача пахчине. Вӑл Шупашкарти Сад микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унти Чаломей академик урамӗнче. Ҫӗнӗ микрорайонта пурӑнакансем ку учреждение тахҫанах кӗтнӗ. Кӑҫал, сӑмах май, пирӗн республикӑра тӑватӑ ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. 2013 ҫултанпа вара 44 ача пахчи хута янӑ.
«Ачалӑх планетине» тума 148 миллион тенкӗ тӑкакланнӑ. Ку учреждение пурӗ 240 ача ҫӳрӗ. Унта пӗтӗмпе 12 ушкӑн пулӗ.
Тухтӑрсем Ҫӗрпӳре пурӑнакан 12 ҫулти ачан пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ. Арҫын ача нумай хутлӑ ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. «Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлассишӗн йӑлтах тӑваҫҫӗ», - ҫапла ҫырнӑ ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмри страницинче.
Инкек юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ача ҫурт тӑррине епле лекнӗ? «Регламент тата йӗрке пур, яваплисем пур. Айӑплисем явап тытӗҫ», - ҫырнӑ Элтепер.
Тухтӑрсем арҫын ачан сывлӑхӗ йывӑррине палӑртаҫҫӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ, следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Раҫҫей почти ачасен ӳкерчӗкӗсен эскизӗсемпе Ҫӗнӗ ҫул открыткисем кӑларӗ. Конкурса 7-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнаяҫҫӗ. Вӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ чӑрӑшне ӳкер» конкурса ӳкерчӗксем ярса памалла. Ӑна Ҫӗнтерӳ музейӗ тата Раҫҫей почти йӗркелет.
Ӳкерчӗксен Аслӑ Ҫӗнтерӳпе, 1945 ҫулхи Ҫӗнӗ ҫулпа, ҫыхӑнмалла. Ҫавна май конкурса Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ӳкерчӗксене жюри хаклӗ. Вӗсен йышӗнче профессионал ӳнерҫӗ-иллюстраторсем, Раҫҫей Почтин тата Ҫӗнтерӳ музейӗн ӗҫченӗсем пулӗҫ.
Заявкӑсене ҫак сайтра йышӑнаҫҫӗ: http://elkapobedy.ru/konkurs.php. Ӗҫсене чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ярса памалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав пуҫламӑшӗнче пӗлтерӗҫ. Палӑртмалла: ачасен ӳкерчӗкӗсен эскизӗсемпе кӑларнӑ открыткӑсен тиражӗ нумай пулмӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |