Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, Чӑваш Республикин наци библиотеки, Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш Республикин кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: видеоинсценировка» чӑваш ҫыравҫисен прозипе хатӗрленӗ видеоинсценировкӑсен Регионсем хушшинчи ачасемпе ҫамрӑксен V-мӗш видеоконкурс пуҫланни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Пресс-релизра кӑтартнӑ тӑрӑх кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫул ӳсӗмӗпе чарусем ҫук. Конкурса хутшӑнакансене шкул тата шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсен программине кӗрекен проза произведенийӗсен инсценировкине е фрагмента хатӗрлесе ӑна видео ҫине ҫырма сӗнеҫҫӗ. Видео 3 минутран кая мар пулмалла.
Конкурс ӗҫӗсене 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чыслама шутланӑ.
Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем эмелпе наркӑмӑшланнӑ тӑватӑ ачана пулӑшнӑ. Пӗр тӗслӗхӗ республикӑн тӗп хулинче пулнӑ.
Шупашкарта пӗр ача пӗр пачка эмел ҫисе янӑ. Пӗчӗкскере тухтӑрсем пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ача пӳлӗмре никам та ҫук чухне (ашшӗ-амӑшӗ урӑх пӳлӗмре пулнӑ) пӗр пачка мультивитаминсем ӗҫсе янӑ. Аслисем ҫакна курсан тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ачан хырӑмне тасатнӑ та тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ пӗчӗкскер хӑйне чиперех туять.
Астӑвӑр: ача эмел нумай ӗҫсен тӳрех тухтӑрсене чӗнмелле. Вӗсем киличчен шыв нумай ӗҫтермелле, хӑстармалла.
Шупашкарта пурӑнакан ҫулталӑк ҫурӑри ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Кун пирки Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтерет.
Ачан амӑшӗ пур-ха, анчах ӑна амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Хӗрарӑм килтен час-часах тухса кайнӑ, арҫын ачана тивӗҫлӗ воспитани паман. Ашшӗ вара ҫук. Тӑванӗсенчен нихӑшӗ те пӗчӗкскере хӳтте илме килӗшмен, мӗншӗн тесен ача йывӑр чирпе нушаланать.
Администраци ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хастар, ҫынпа хутшӑнма юратать. Ӑна ҫемье ӑшши кирлӗ. Арҫын ачана телей парнелес килет-и? (8352) 23-52-33, 23-52-18 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Ача ҫурлани ашшӗ-амӑшӗшӗн – пысӑк савӑнӑҫ. Вӗсем пепке валли ят суйланӑ чухне тӗплӗн шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ачине хӑйне евӗр ят пама кӑмӑллать. Шупашкарта Добрыня, Космос ятлӑ ачасем ҫуралнине пӗлтернӗччӗ.
Хальхинче вара тӗп хуламӑрта Мадонна ҫуралнӑ. Ҫапла, ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине шӑпах ҫавӑн пек ятпа ҫыртарнӑ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тӑрӑх, Мадонна кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче гараж комплексӗнче арҫын ҫӗҫӗпе ачана хӑратнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем 62-мӗш шкултан киле иккӗмӗш смена хыҫҫӑн таврӑннӑ, юрпа перкелешнӗ. Пӗр чӑмакка гаража лекнӗ, унтан арҫын сиксе тухнӑ, аллинче – ҫӗҫӗ. Хайхискер 11 ҫулти арҫын ачана ярса тытнӑ та кӑшкӑрашма пуҫланӑ. Унтан ачасем тарса ӳкнӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ вара полицие кун пирки пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫав арҫынна хӑвӑртах тупнӑ. Вӑл – 67 ҫулта. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл гаражра ҫӗҫӗ хӑйранӑ, такам гараж тӑрринче чупнине илтнӗ те чупса тухнӑ. Ҫакна шӑпах ҫав ачасем тунӑ тесе шутланӑ, хӑратасшӑн пулнӑ. Ара, унччен тӑрӑна юсама та тивнӗ вӗт.
Ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен ача ҫуратма тӑрать. Вӗсем ҫӗршывра паракан амӑш укҫине ҫеҫ мар, республикӑра уйӑраканнине те илейреҫҫӗ. Вӑл укҫана ҫемьере виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан параҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта вӑл хускатнӑ самантсенчен пӗри ачаллӑ ҫемьесемпе ҫыхӑннӑччӗ. Михаил Васильевич ачаллӑ ҫемьесене малашне республикӑн амӑш (ҫемье) капиталне хальхи пек 100 пин тенкӗ мар, 150 пин тенкӗ пама йышӑннине пӗлтерчӗ.
Аса илтерер: амӑшӗн капиталне Раҫҫейре 2007 ҫултанпа параҫҫӗ. 2015 ҫултанпа вӑл 453 026 тенкӗпе танлашать, мӗншӗн тесен унӑн виҫи тӑватӑ ҫул ӳсмен. Амӑшӗн капиталӗпе ҫурт-йӗре лайӑхлатма, ача вӗреннӗшӗн тӳлеме е амӑшӗн пенсине пысӑклатма пулать.
«Тӗнчесем каллех ӑҫталла вӗҫеҫҫӗ?» — ҫакӑн пек пуҫ ватнӑччӗ Софья Савнеш маларах. Унта сӑмах паллӑ велоҫулҫулҫӳревҫӗн Никита Тӗнчен ҫемйи пирки пыратчӗ.
Тӗнчесен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланса ҫак йӗркесен авторӗ Никитӑпа Настьӑн тӗнче тетелӗнчи старницисене тишкерчӗ. Ҫапла вара хурава вӑрах шырама тивмерӗ. Нью-Йорк ҫывӑхӗнче пӳлӗм тара илсе пурӑннӑ ҫемье Ҫурҫӗр Америкӑран Сан-Антонио хулине вӗҫсе кайнӑ.
Хӗрӗпе Аяранпа Техас штатӗнче ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗке Настя паян Интсаграма вынаҫтарнӑ. «Кӗтмен ҫӗртен эпир пӗр сезонтан теприне куҫрӑмӑр. Кӗркуннеччӗ, халӗ кунта ҫулла», — ҫырса хунӑ хавас сӑнлӑ Настя.
Халӑх ушкӑнӗнчисем ача ҫанталӑк ылмашнине епле йышӑннипе кӑсӑкланнӑ. Настя ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл енӗпе йывӑрлӑх ҫук.
Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче 11 сехет те 10 минутра «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 85-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнче, авари пулнӑ. Пӑтӑрмахра ача чӳречерен вӗҫсе тухнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле итлеттерейменнипе кювета чӑмнӑ. Аварире 9 ҫулти арҫын ача хыҫалти алӑкӑн чӳречинчен вӗҫсе тухнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ача каланӑ тӑрӑх, вӑл хыҫалта ларнӑ, хӑрушсӑрлӑх пиҫххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ.
Салонра унсӑр пуҫне 3-ри, 5-ри тата 12 ҫулти ачасем ларнӑ. Иккӗшӗ ача-пӑча кресли ҫинче пулнӑ.
Кӑрлачӑн 24-26-мӗшӗсенче Патшалӑъ автоинспекцийӗ «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак тапхӑрта Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗр водительсене тытса чарнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 18 сехет те 55 минутра Гузовски урамӗнче ӳсӗр водителе чарнӑ. «Лада Ларгус» салонӗнче, малти ларкӑч ҫинче, 3-4 ҫулти ача ҫывӑрнӑ, шӑпӑрлансене лартмалла ятарлӑ кресло пулман. Арҫынна малтанах ачан амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ, арҫын ачана киле илсе каймалла-ҫке-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарта та рейд вӑхӑтӗнче ӳсӗр водитель ҫакланнӑ. Вӑл юраман препаратсем ӗҫни паллӑ, вӗсем ӑна витӗм кӳнӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫи Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине тӗрӗслеме хушнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем министерствӑри яваплӑ ҫынсем 9 уйӑхри тата 6 уйӑхри икӗ ачана «спинраза» препаратпа тивӗҫтерменнин сӑлтавне тӗрӗслеҫҫӗ.
Чирлӗ ҫав икӗ пепкене питех те кирлӗ эмеле вӑхӑтра туянассишӗн респуликӑн Сывлӑх сыхлав министерстви яваплӑ. Кирлӗ препарата унччен пирӗн ҫӗршывра кӑларман. 2019 ҫулта «спинраза» препарата Раҫҫейре регистрациленӗ. Хаклӑ эмел кирлӗрен ачасен ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине ҫитнӗ. Анчах кирлӗ препарата вӗсем илеймен.
Ку ӗҫе тӗпчевҫӗсем тишкерме тытӑннӑ. Министерствӑрисем эмеле туянса пама шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |