Хулара
![]() Паян Шупашкара Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ ҫитнӗ. Вӑл кунта нумаях пулмӗ, паянах, 16 сехетре, тапранса малалла кайӗ. «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Хусанта, Шупашкарта тата Муромра куҫса ҫӳрекен музея шкул ачисем тата студентсем ҫеҫ кӗме пултарни пирки пӗлтернӗ. Ушкӑнсене вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин управленийӗн органӗсен йӗркелемелле. Паян экспозиципе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та паллашнӑ. Унпа пӗрле транспорт министрӗ Владимир Осипов, журналистсем пулнӑ. Паян пуйӑс патӗнче черет пулнӑ. Ушкӑнсене 12-шер ҫын кӗртнӗ. Пуйӑса лекес тесен маларах ҫырӑнмалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |