Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ.
Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ.
Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ.