Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Тӗнчере
![]() Тӗнчипе паллӑ велоҫулҫӳревҫӗсен, Никитӑпа Анастасия Тӗнчесен, йыш хушӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Унчен вӗсем хӗр ӳстеретчӗҫ. Настя Техас штатӗнчи клиникӑсенчен пӗринче ҫӑмӑлланӑ. Ҫамрӑк амӑшӗ Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, Настьӑн врачӗ — Эстонирен АПШна куҫса кайнӑ тухтӑр. Вӑл вырӑсла хӑш-пӗр сӑмаха ӑнланать. Настя хӑй те акӑлчанла пӗлет. Анчах вӑл хӑйӗнпе васкамасӑр калаҫма ыйтнӑ. Кун пек ӑнланма ҫӑмӑлрах. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи клиникӑра меню Раҫҫейри пек мар иккен. Ҫӑмӑлланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма бургер тата чипс панӑ. Каҫхи сакӑр сехетре пӗҫернӗ ҫӗрулми, шалча пӑрҫи тата бургер ҫитернӗ, тепӗр кунне — ӑшаланӑ бекон. Кофе тата апельсин сӗткенне те ӗҫме чармаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |