Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Енре 8 ҫулти арҫын ача ҫухалнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Злобин Дмитрий Владимирович ҫухални пирки амӑшӗ пӗлтернӗ. Ача 2012 ҫулта ҫуралнӑскер. Ӗнер вӑл 15 сехетре килтен, Йӗпреҫ поселокӗнчен, тухса кайнӑ та таврӑнман. Амӑшӗ ӑна хӑй тӗллӗн шыранӑ, анчах тупайман. Арҫын ача 124 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ кӑвак. Килтен кайнӑ чухне хура-хӗрлӗ олимпийка, кӑвак футболка, спорт шӑлаварӗ, кӑвак тапочка тӑхӑннӑ. Паян амӑшӗ полицейскисене лайӑх хыпар пӗлтернӗ, вӑл ачана тупнӑ. Ывӑлӗ чиперех, сывах. Ӑна амӑшӗ лавккара тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |