Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Ача ҫуртӗнчен икӗ ҫамрӑк тухса кайнӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 15.08.2020 20:43 | 534 хут пӑхнӑ
Хулара
ШӖМ хатӗрленӗ сӑн
ШӖМ хатӗрленӗ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти ача ҫуртӗнчен икӗ ҫамрӑк тухса кайнӑ. Вӗсем ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

Тухса каякансем – 14-ри Семенов Егор Алексеевич тата 17 ҫулти Ксенофонтов Александр Сергеевич. Егор 156 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Хӑй ҫута олимпийка, трико, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ.

Александр 161 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Тухса кайнӑ чухне капюшонлӑ кӑвак куртка, кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ.

Ҫак ачасене курнӑ пулсан ҫийӗнчех ШӖМе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ, телефон номерӗ – 02, 102.

#Шупашкар, #ачасем, #шыравсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӗмпӗрте ҫухалнӑ хӗрачана Шупашкарта тупнӑ
2019, 09, 01
Маттур йывӑр атлетсем Шупашкарта ытларах
2019, 12, 25
1 эрне каялла ҫухалнӑ 14-ри хӗрӗн виллине тупнӑ
2020, 01, 14
Иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ
2020, 04, 19
15-ри хӗре халӗ те тупайман
2020, 07, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org