Либерал-демократсен партийӗ Раҫҫее хирӗҫле санкцисем йышӑннӑ ҫӗршывсене ача усрава парасшӑн мар. Асӑннӑ парти пайташӗсем кун пек саккун проектне халӗ хатӗрлеҫҫӗ иккен. «Пирӗн ачасене вӑл ҫӗршыв ҫыннисене усрава пама чармалла. Эпир хамӑр та вӗсене ӳстереетпӗр. Патшалӑх усарва илнӗ ҫемьесене ытларах укҫа тӳлемелле кӑна. Анӑҫра ачасем хӑйсене усрава илнисенчен шар курни те пулать, эпир вара нимӗн те тӑваймастпӑр», — тенӗ Роман Худяков депутат.
Депутат шучӗпе эпир ачасен пурнӑҫне пирӗн ҫӗршыва хирӗҫле «тӗрӗс мар» санкцисем йышӑннӑ ҫӗршывра пурӑнакансене шанса параймастпӑр.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи кӑрлачӑк 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре «Дима Яковлев» текен саккуна йышӑннӑччӗ. Вӑл пирӗн ҫӗршыв ачисене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи ҫемьесене усрава пама чарчӗ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче пӗр арлӑхрисене усрава илме чарчӗҫ.
Раҫҫее хирӗҫле санкци йышӑннӑ ҫӗршывсене илсен, пӗр арлӑхрисем пӗрлешме ирӗк пур ҫӗршывсем ҫаксем, Канада, Испани, Португали, Франци, Великобритани, Бельги, Дани, Нидерланд, Швеци, Норвеги. Евросоюзри чылай ҫӗршыв тата Швейцари, Япони, Австрали те Раҫҫей ачисене усрава илме чармасть.
Кузбасра кӑҫал Культурӑпа туризм ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ-мӗн те ҫавна май Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевски районта туристсен маршручӗсене ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫав шутра «Прокопьевски районти наци асамат кӗперӗ» ятли те пур. Маршрута мӑкшӑсем, украинсем, удмуртсем, белоруссем, пушкӑртсем тата чӑвашсем пурӑнакан территори урлӑ хывнӑ иккен. Ҫав маршрутӑн кӗскетнӗ варианчӗпе нумаях пулмасть Чӑваш Енри ушкӑн ҫӳренӗ. Йышра, сӑмахран, Тӑвай районӗсем те пулнӑ.
Сӑнсем (9)
Геннадий Тарасов — Раҫҫей ӑслӑлӑхӗнче палӑрнӑ ҫын: профессор, РФ тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Мурманскри тинӗс биологи институчӗн директорӗн ҫумӗ, АПШ, Германи, Польша ӑсчахӗсемпе пӗрле тӗпчев ӗҫӗсем ирттерет, 160 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, РФ Правительствин премийӗн лауреачӗ... Вӑл Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Унпа Валентина Багадерова журналист Чӑваш наци конгресӗнче тӗл пулса ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ, Мурманскри кун-ҫулӗ, Арктикӑри ӗҫӗ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ.
Тарасов 18 ҫулта Хусана В.И. Ульянов (Ленин) ячӗллӗ патшалӑх университетне вӗренме тухса кайнӑ. 1963 ҫулта диплом илсен Мурманск хулине лекнӗ. Ҫӗршыври студентсене «Батайск» карап ҫине тинӗс экспедицине илсе кайма пуҫтарнӑ чух Хусан университетӗнчен ултӑ ҫынна суйласа илнӗ. Телейлисен йышне вӑл та лекнӗ. 60-мӗш ҫулсенчи ӑрушӑн Арктика питӗ кӑткӑс пулнӑ. Кашниех хӑйне Папанин, Шмидт, Седов... вырӑнӗнче курнӑ. Уҫӑ тинӗсри экспедици унӑн шӑпана татса панӑ темелле. Ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн малтанхи вырӑнах таврӑннӑ. Авланнӑ. Мӑшӑрӗ Киров облаҫӗнчен.
Ҫапларас ӑнлантарса панӑ паянхи йышӑнӑва Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министерствинче. Ахаль ҫын е пӗр-пӗр организаци хӑйӗн Wi-Fi-не уҫӑ хӑварсан ун урлӑ ҫыхӑнакансем тӗнче тетелне паспортсӑрах тухма пултарӗҫ.
«Wi-Fi точкине ҫыхӑну операторӗ лартнӑ пулсан тӗнче тетелне ярас умӗн унӑн усӑҫран (пользовательтен) СМС урлӑ ӑна палласа илме май паракан даннӑйсем илсе е ятарлӑ хурмӑ ҫырса тултарттарса кирлӗ даннӑйсене пӗлмелле. Енчен те Wi-Fi точкине уйрӑм ҫын лартнӑ пулсан [паянхи] улшӑнусем ӑна пырса тивмӗҫ, унӑн нимӗнле яваплӑх та пулмӗ», — министерствӑра ҫапларах ӑнлантарса панӑ. Ҫапла май кафесемпе транспортра е паркра ҫынсем малашне те тӳлевсӗр Wi-Fi-па усӑ курайӗҫ.
Идентификаци йӗркине оператор хӑйех суйлама тивӗҫ иккен — е вӑл влаҫ органӗнчен ыйтма пултарать е СМС яртарса.
Ӗнер Раҫҫей правительстви хӑйне хирӗҫ санкцисем тӑратнӑ патшалӑхсенчен ытларахӑшне хирӗҫ хурав хатӗрленӗ — хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӳрсе килме чарнӑ. Вӗсен шутне ӗне ашӗпе сысна ашӗ, тӗрлӗ ҫимӗҫсем, чӑх ашӗ, чӑкӑт, сӗтрен хатӗрлекеннисем кӗнӗ. Ҫӑк апат-ҫимӗҫе Европа пӗрлӗхне кӗрекен патшалӑхсенчен, АПШ-ран, Австралирен, Канадӑран тата Норвегинчен кӳрме чарнӑ.
Ӗнерех ҫак ыйту тавра ял хуҫалӑх министрӗ Николай Фёдоров журналистсемпе кӗске калаҫу ирттернӗ. «Паян пӗлтернӗ йышӑнусем ни вӑтам вӑхӑт тӑршшӗнче, ни малашнехинче инфляци ҫине япӑх витӗм кӳрессине курмастпӑр», — тенӗ вӑл. Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра кӗске хушӑра хаксем хӑпарма пултарӗҫ имӗш — ку яланхилле кӑмӑл-туйӑмпа тата психологипе кӑна ҫыхӑннӑ. Хаксем инфляцие хӑпартса ярассине Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ курмасть.
Николай Васильевич шухӑшӗпе ку йышӑнусем федерацири ял хуҫалӑха пулӑшӗҫ кӑна — ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче 281 миллиард тенкӗ ытларах апат-ҫимӗҫ туса илме пултарӗҫ.
Хӑш-пӗр эксперт шухӑшӗпе вара ӗнерхи йышӑнусем хаксене кӑна хӑпартма пултарӗҫ. Апат-ҫимӗҫ туса илесси вӗсен шучӗпе ҫавах ӳсмӗ — калӑпӑша ӳстерес тесен ял хуҫалӑхне нумай укҫа-тенкӗ хывмалла.
1,5 метртан пӗчӗкрех ҫынсене тиев машини, автобус, троллейбус тата трамвай рулӗ умне лартма чарасшӑн. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ятарлӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ.
150 сантиметртан пӗчӗкрех ҫынсене медицина тӗлӗшӗнчен руль умне лартма чарасси ҫинчен калкан документра C, CT, D, DE, Tm тата Tb категориллӗ транспорт хатӗрӗсемпе ҫӳретме чарасшӑн. Ку категорисем йывӑр пикапсемпе, прицеплӑ урапасене пырса тивеҫҫӗ.
Пирӗн ҫӗршывра саппасри ҫар ҫыннисене ҫар мобилизацине пухаҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнӗ тата юсатса ҫӗнетнӗ хӗҫ-пӑшалпа, ҫар техникипе тата ятарлӑ техникӑпа палаштарӗҫ. Кун пирки ҫӗршывӑн Хӳтӗлев министерстви пӗлтернӗ.
«Тӗп ҫар специальноҫӗсене икӗ уйӑх хӑнӑхтармалла. Вӗрентӳ ҫар чаҫӗсемпе подразделенийӗсенче иртӗ», — тесе пӗлтернӗ ҫар ведомстви эрнекун.
Асӑннӑ министерство асӑннӑ ҫар специальноҫӗсен хушшинче — ҫыхӑну, ракета ҫарӗсен, артиллерин, мотострелоксен, ҫарпа тинӗс флочӗн ҫыран хӗрринчи ҫарӗсен, кӗперсемпе чукун ҫулсен специалисчӗсем, инженери подразделенийӗсен тата пурлӑхпа техника енчен тивӗҫтерсе тӑракансем.
«Хӗвелтухӑҫ–2014» командӑпа ҫар вӗрентӗвӗ вӑхӑтӗнче те тренировкӑсем иртмелле.
Ҫар вӗрентӗвне пухакансен ҫар званийӗпе тата штат должноҫӗпе килӗшӳллӗн укҫа тӳлӗҫ. Вӗренӳ ирттерекен вырӑна ҫар комиссариатӗнчен кайса-килсе тӑкакланнине те саплаштарӗҫ. Апат ҫитерӗҫ, тумтирпе тивӗҫтерӗҫ.
Ҫӗршывӑн Оборона министерстви ку мероприятие пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех ирттерме палӑртнине пӗлтернӗ.
«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра инҫе ҫула ҫӳрекен пуйӑссенче пирус туртакансем валли ятарлӑ вакунсем пулма пултарӗҫ. Анчах ку саккуна пӗчӗк улшӑнусем кӗртсен ҫеҫ пурнӑҫа кӗрӗ. Кун пирки асӑннӑ хаҫата Раҫҫей чукун ҫулӗ компанин вице-президенчӗ пӗлтернӗ.
Ахӑртнех, ҫав вакунсенче вентиляци тытӑмӗ лайӑх ӗҫлемелле. Саккуна кун тӗлӗшпе улшӑнусем кӗркунне кӗртмелле.
Пирус туртакансен прависене хӳтӗлекен пӗтӗм Раҫҫейри юхӑмӑн директорӗ Андрей Лоскутов каланӑ тӑрӑх, ятарлӑ вакунсене хута ярасси пирки калаҫу пырать. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, пирус туртакансем ятарлӑ вакуна лекессишӗн билетшӑн нумайрах тӳлеме те хатӗр-мӗн.
Росстат Раҫҫей халӑхӗ мӗнпе апатланнине тӗпченӗ. Ведомство специалисчӗсем 100 пин ҫын мӗн тата мӗн чухлӗ ҫинине тишкернӗ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» («Российская газета») пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ытларах ҫиме тытӑннӑ. 2000 ҫулта ҫулталӑкне 109 килограмм ҫӑкӑр ҫинӗ-тӗк, халӗ — 98. Ҫӗрулмипе вара 1,5 хут сахалрах апатланма тытӑннӑ. Какай ҫиесси 1,5 хут ӳснӗ, улма-ҫырла вара — 2 хут.
Раҫҫей халӑхӗн сӗтелӗ ҫинче сӗт юр-варӗ, ҫӑмарта, пулӑ ытларах курӑнма тытӑннӑ. Ҫапах пулӑ менюра сахалрах пулнине палӑртмалла: ҫулталӑкне 1 ҫын пуҫне 22 килограмм ҫеҫ. Сахӑр вара — 23 килограмм.
Раҫҫей ҫыннисем кунне миҫе хутчен апатланаҫҫӗ? Ведомство специалисчӗсене ҫак ыйту та кӑсӑклантарнӑ. Арҫынсен — 9%, хӗрарӑмсен 12% ирхине апатланмасть-мӗн. Нумайӑшӗ вӗри апат (чее, кофӗн шута илмесен) кунне 1 хут ҫеҫ ҫиет.
Амӑш укҫине парассине 2016 ҫулччен тӑсасшӑн. Хальхи вӑхӑтра ӑна 2016-мӗш ҫулччен пама палӑртнӑ. Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец программӑна тӑсас шухӑшпа правительство ӗҫленине палӑртнӑ.
«Программӑна эпир тӑсма тӑрӑшӑпӑр. Пирӗн шӑхӑша халӑх та, депутатсем те ырласса шанатпӑр», — тенӗ иккен вӑл. Тӑсас тенине Голодец программа Раҫҫее, ашшӗ-амӑшне кирлипе ҫыхӑнтарнӑ.
Ҫак шухӑша социаллӑ сферӑри чылай тӳре-шара ырлать иккен. Раҫҫейӗн Ӗҫ министерстви вара укҫапа усӑ курассине анлӑлатас шухӑшлӑ-мӗн. 2026 ҫул таран тесе те калаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, паянхи кун амӑш укҫи 429 пин те 408 тенкӗпе танлашать. Хӑшӗсем ӑна миллион ҫурӑна та ҫитерттересшӗн иккен. Анчах апла тӑвас тесен ытла та пуян хысна кирлӗ. Ҫавна кура пысӑк укҫана иккӗмӗш ачашӑн мар, виҫҫӗмӗшӗшӗн памалла текенсем те пур иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |