Кремльти пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Дмитрий Медведьев «Вӗнерӳ ҫинчен» саккуна кӗрмелли улшӑнусене ҫирӗплетнӗ. Вӗсем тӑрах малашне тӑван чӗлхепе тата литературӑпа пӗтӗмешле патшалӑх экзаменне (ППЭ) тытма пулать. 9-мӗш тата 11-мӗш класс хыҫҫӑн суйлама пулать.
Маларах ҫак улшанусене РФ Патшалӑх Думи ҫирӗплетнӗччӗ, Федераци Канашӗ ырланӑччӗ.
Тӑван чӗлхепе экзамена суйласси — шкул ачин ирӗкӗ, вӑл вырӑс чӗлхипе экзамен тытассинчен хӑтармасть. Экзамена мӗнле тытассине вырӑнти влаҫ органӗсем хатӗрлӗҫ. «Новости» хыпар агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен ППЭ формипе иртмӗ.
Нумай пулмасть Пушкӑртстанра пулса иртнӗ евӗр пӑтармах паян Удмурт Республикинче пуҫланнӑ. Хӳтӗлӳ министерствин Пугачево посёлок ҫывӑхӗнчи Тӗп ракетӑпа тупӑ тытӑмне пӑхӑнакан ҫар складӗнче снарядсем сирпӗнме пуҫланӑ. Пушар-сирпӗнӳ 18 склада ярса илни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.
Вырӑнти халӑх хыпарланӑ тӑрӑх, Пӗчӗк Пурга районӗнче вырнаҫнӑ посёлок патӗнчи пушар темиҫе ҫухрӑмран курӑнать, сирпӗнӳсем вӑйланса ҫеҫ пыраҫҫӗ. Складсенче 50 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ялсемпе хуласене эвакуацилеме шутланӑ — вӗсене автобуссемпе илсе тухаҫҫӗ.
Сирпӗнӳсем ҫулҫӳревҫӗсене сиен кӳресрен Улапӗкӗ — Пермь автоҫула, Аргыз-Ижевск чукун ҫула хупласа хунӑ.
Пӑтӑрмахра хальлӗхе 7 ҫын таран суранланнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Раҫҫейри экономика шкулӗ тата Ernst & Young хатӗрленӗ «Раҫҫей тӑрӑхӗсенче бизнес тумалли майсене виҫесси» (Измерение условий ведения бизнеса в российских регионах) докладпа килӗшӳллӗн чи хӑтлӑ тӑрӑх шутне Тутарстана кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Мускава бизнес тума чи йывӑр регион шутне кӗртнӗ.
Тӗпчев ӗҫне Муставпа Питӗр хулисене, Тутарстана, Иркутск, Ростов, Тверь тата Воронеж облаҫӗсене, Томскпа Пермь Енсене кӗртнӗ. Ҫул-йӗре, электроэнергипе тивӗҫтерессине, вӑрӑ-хурахсем чӑрмантарнине, налук йывӑрӑшне, ҫӗрпе тивӗҫтерессине, ӗҫ ҫыннисен ӑсталӑхне ӳстерессине, укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ пулнине, ҫыхӑнусене ҫӑмӑл е йывӑр йӗркелессине, политика тӑрӑмне, сӗтев ыйтассине, таможня йӗркине, тӳре-шара системине, лицензипе ирӗклӗх илессине, ӗҫ законодательствине тата ыттине тӗпченӗ. Пур тӑрӑхра та тенӗ пекех усламҫӑсем налук йывӑр пулнине пӗлтернӗ.
Каласа хӑварас пулать, нумай пулмасть Тенче банкӗ ирттернӗ Doing Business тӗпчевре те Тутарстана ҫӳллӗ шайра хакланӑ.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче федераллӑ Пӗрремӗш канал эфирӗнче 2014 ҫулта иртекен хӗллехи олимп вӑййин талисманӗсене палӑртрӗҫ — суйлава пӗтӗмлетрӗҫ. Виҫӗ талисман шутӗнче пирӗн республикӑра ҫуралса ӳснӗ Сильвия Петровӑн (Тӑвай районӗ, Ҫӗнӗ Пуянкасси) ӗҫӗ те пур — сасӑлавҫӑсем унӑн Мулкачне (уншӑн 16% сасӑланӑ) те суйланӑ.
Олимп вӑййи талисманӗсен ӑмартӑвӗ пӗлтӗрхи авӑнӑн 1-мӗшӗпе раштавӑн 5-мӗшӗччен пынӑ. Пурӗ 24 пин ытла ӗҫ ярса панӑ. Раштавӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ ларура жюри пурӗ 11 ӗҫ суйласа илнӗ. Хӗл Мучи сӑнарӗ ПТОК (МОК) аллине лекесрен шикленсе ӑна сасӑлавран маларах кӑларма лекнӗ, ҫапла вара талисман ятне илме 10 ӗҫ тупӑшрӗҫ.
Сильвия Петрова Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче вӗренет, шкул ҫумӗнче йӗркеленнӗ ачасен обществӑллӑ «Старшекласник» пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 2011 ҫулта вӑл президентӑн стипендине илме тивӗҫнӗ, чылай ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
Сильвийӑна эпир ҫак ҫитӗнӳпе чун-чӗререн саламлатпӑр!
«Новости» ИА пӗлтернӗ тӑрӑх Exxon Neftegas компани нумай пулмасть Сахалинта («Сахалин-1» проектпа ӗҫленӗ май) 12,345 ҫухрӑм тарӑнӑш скважина чавнӑ — хальхи вӑхӑтра вӑл тӗнчере чи тарӑнни шутланать.
Унччен чи тарӑн скважина Катар патшалӑхӗнче пулнӑ, ун тӑршшӗ 12,289 ҫухрӑмпа танлашнӑ. Ӑна 2008 ҫулта Maersk Oil компани валли Transocean чавнӑ пулнӑ. Совет вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра тепӗр тарӑн шӑтӑк пулсаччӗ — Кола скаважинин тарӑнӑшӗ 12,261 ҫухрӑмпа танлашнӑччӗ. 2010 ҫулта Мексика кӳлмекӗнче путнӑ платформа скважинин тӑршшӗ 10 ҫухрӑм ҫурӑ ытларах ҫеҫ пулнӑ. Вӗсенчен 1,2 ҫухрӑмӗ шыв тӑрӑх иртнӗ.
Сахалинти скаважинӑна Ӑтапту (выр. Одопту) вырӑнта чавнӑ. «Сахалин-1» проекта унсӑр пуҫне Чайво тата Аркутун-Тӑка (выр. Аркутун-Даги) вырӑнсем кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле шутласан унти нефт калӑпӑшӗ 307 миллион тоннӑпа танлашать тесе шутлаҫҫӗ. Газ пуянлӑхӗ 485 миллиард куб метрпа тан.
Паян 16 сехет ҫурӑра Мускаври «Домодедово» аэропортӗнче террорист хӑйне хӑй сирпӗтсе 35 ҫынна вӗлернӗ (45 тенисем те тӗл пулаҫҫӗ), 150 ытла аманнӑ. Сирпӗнӳ хатӗрӗн вӑйӗ 7 кг тротилпа танлашнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытларах Таджикистан ҫыннисем аманни пирки информаци пур. Ҫавӑн пекех сирпӗнӳ умӗн Лондонран рейс килнӗ пулнӑ.
Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна Мускав мэрӗ Сергей Собянин тата Мускав облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Борис Громов ҫитме шутланӑ. Тӗп прокурор канашлӑва хӑвӑрт пухса ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха вӑйлӑлатма ыйтнӑ, аэропортсенче тата чукун ҫул вокзалӗсенче тӗрӗслеве вӑйлӑлатма сӗннӗ.
Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра аэропорт ҫывӑхӗнчи ҫулсем пӑкӑланса ларни пирки пӗлтеретчӗҫ. «Домодедово» ахаль графикпа ӗҫлет — самолетсене йышӑнать, кӑларса ярать. Вӗҫеве тухакансене аэропорта маларах ҫитме ыйтаҫҫӗ — япаласене ҫирӗпрех тӗрӗсленӗрен вӑхӑт нумайрах кирлӗ пулӗ.
Ҫапла, кӑҫал иртнӗ ҫырава пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, Пермь хулине миллион ҫынлӑ хуласенчен кӑларма тивет. Кун пирки «Ҫӗнӗ регион» (выр. Новый регион) информаци агентствине Пермь Енӗнчи патшалӑх статистикин федераллӑ хӗсметӗн ертӳҫи Лидия Яшманова пӗлтернӗ. 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн хулара халӗ пурӗ те 956 пин ҫын ҫеҫ пурӑнать.
Миллионлӑ хуласен шутне Пермь хулине 1979 ҫулхи ҫырав хыҫҫӑн кӗртнӗ — вӑл ҫулхине унта шӑп та лӑп 1 миллион ҫын шутланӑ.
Кӑҫалхи ҫырав умӗн Раҫҫейре 13 хула-миллионер пулнӑ. Пермьсӗр пуҫне Мускавра, Питӗрте, Самарта, Екатеринбургра, Ростовра, Чурхулара, Ҫӗнӗ Ҫепӗрте, Волгоградра, Хусанта, Челепире, Омскра тата Ӗпхӳре халӑх йышӗ пӗр миллион ытла пулнӑ.
Юпан 14-мӗшпе 25-мӗшӗсенче Раҫҫейре ҫырав иртет. Кашни гражданин 25 ыйту ҫине хуравлама тивӗҫ — хӑйӗн арлӑхне, ҫемьери статуса, ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнине, хӑш халӑх ҫынни пулнине (7-мӗш ыйту), чӗлхесем пӗлнине, мӗнле пӗлӳ илнине, тата ытти пирки пӗлтермелле пулӗ. Ҫырава ирттерекенсем пӗлтернипе ҫырав — вӑхӑта сая ирттерни мар, унта пухӑнакан информацие ахаль майпа пуҫтарма май ҫук.
Чӑваш халӑхӗшӗн ку ҫыравра чи ҫивӗч ыйту — хӑйне хӑш халӑх шутне кӗртнине палӑртасси. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх пирӗн халӑх хӑйӗн йышӗпе Раҫҫейре 5-мӗш вырӑна чакса ларнӑччӗ, вӑл ҫырав пушкӑртсем пире хӑйсен шучӗпе иртсе кайнине кӑтартнӑччӗ. Чӑвашсен йышӗ маларах иртнӗ 1989 ҫулхи ҫыравпа танлаштарсан 130 пин чакнӑ. Ытларах — Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑвашсем сахалланнине палӑртнӑ. Ҫак кӑтартусен тӗп сӑлтавӗ чӑвашсем хӑйсен халӑхне шанманнинче пулнӑ, вӗсем хӑйсене ытти халӑх шутне кӗртни никамшӑн та ҫӗнӗлӗх пулмӗ ӗнтӗ.
Хальхи ҫырав мӗнле пӗтемлетӳсемпе вӗҫленесси паллӑ мар.
АВН | 30 |
Гейзер айлӑмӗнче чи пысӑк гейзер, Грот ятлӑскерри, вӑраннӑ — шывпа пӑс пӗрӗхтерме пуҫланӑ.
Грот — ҫак айлӑмри чи пысӑк гейзер. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх айлӑмри каньонӑн лапамӗ ун вӑйӗпе йӗркеленнӗ. Ӑна айлӑм «патши» теҫҫӗ — ун ванни сарлака — 2х2,5 метр. Пӗрӗхтерме пуҫласан вӑл ҫӗр ҫумӗнчен 45 градус тайӑлса 60 тонна вӗри шыв сирпӗтсе кӑларать.
Грот хӑш вӑхӑтра ӗҫленине, ӑна тупнӑранпа 70 ҫул иртнӗ пулин те, ӑсчахсем тӳрремӗн калаймаҫҫӗ. Вӑл темиҫе уйӑхшар, темиҫе ҫул ӗҫлемесӗр выртма пултарать, ҫав вӑхӑтрах кунне темиҫе хут та шыв пӗрӗхтерейрет. Юлашки хут гейзер кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑраннӑччӗ.
Грот вӑраннӑ самант яланах питӗ кӑсӑклӑ. Вӑл ӗҫлеме пуҫлани шыв пӗвене ҫурса кайнӑ евӗрех — таврара сас янарса тӑрать кӑна. Вырӑнти заповедник ӗҫченӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грот вӑраннӑ хыҫҫӑн Гейзер ятлӑ юханшыва темиҫе тонна шыв вирхӗнсе тухнӑ — тепӗр самантранах юханшыв пылчӑкланнӑ, ун температури 40 градуса ҫитнӗ.
Хальхи вӑхӑтра гейзер каллах лӑпкӑ. Тепӗр хут хӑҫан вӑранасси, каларӑмӑр ӗнтӗ, паллӑ мар.
Гейзер айлӑмӗ Кронотс заповедникӗнче (1934 ҫулта йӗркеленӗ) вырнаҫнӑ, ӑна ЮНЕСКОн пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑк эткерӗн йышне кӗртнӗ.
Паян, авӑнӑн 28-мӗшӗнче, ир-ирех Мускав мэрне, Ю.М. Лужкова ӗҫрен хӑтарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх Юрий Михайлович паян ӗҫе 10 минутсӑр 8 сехет тӗлне ҫитнӗ. Кунта вара ӑна Дмитрий Медведьев ӑна ӗҫрен хӑтаракан Хушупа (вӑл алӑ пуснӑ вӑхӑтран вӑя кӗнӗ) паллаштарнӑ. Вӑхӑтлӑха унӑн тивӗҫӗсене малалла тӗп хулан вице-мэрӗ Владимир Ресин туса пырӗ.
Дмитрий Медведьев ҫитес вӑхӑтра Юрий Михайловичпа тӗл пулас шухӑш ҫукки пирки пӗлтернӗ.
Юрий Лужковпа президент администрацийӗ хушшинчи тавлашу ҫурла уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Авӑн уйӑхӗнче федераллӑ каналсемпе Мускав мэрӗ пирки критикла передачӑсем тухма пуҫланӑ. Ӗнер кӗске отпускран таврӑнса Юрий Михайлович тӳрех ӗҫе кӳленнӗччӗ, мэр вырӑнне хӑй ирӗкӗпе хӑвармасси пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |