Вӑл е ку регионта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗ еплине Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви хакланӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи тӑрӑма танлаштарса пӑхнӑ та ӑҫта хаксем мӗн чухлӗ ӳснине палӑртнӑ.
Хаксем Курган облаҫӗнче, Ненец тата Ханты-Мансийск автономи округӗсенче тата Чечен Республикинче тата Чӑваш Енре ытти ҫӗртинчен сахалрах ӳснӗ иккен.
Сӑмах май, иртнӗ уйӑха пӗлтӗрхи авӑнпа танлаштарса пӑхсан та пирӗн патра хаксем питӗ хӑпарса кайнӑ тееймӗн — эпир хаксене аван ҫӑварлӑхлакан ҫирӗм регион шутне лекнӗ.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж тата Верховнӑй судне пӗрлештерес шухӑшлӑ. Тивӗҫлӗ саккун проектне Патшалӑх Думине тӑратнӑ.
Саккун проектне йышӑнсан Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж сучӗ пӗтерсе унӑн хальхи тивӗҫӗсене РФ Верховнӑй суд яваплӑхӗ тухса хурӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ валли ҫур ҫул ҫитмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Асӑннӑ саккун проектӗнче прокуратурӑна пырса тивекен улшӑнӑва та палӑртнӑ иккен. Паянхи куна илсен, ҫӗршывӑн тӗп прокурорӗ кам пулассине Раҫҫей Президенчӗ сӗннипе Федераци Канашӗ пӑхса тухать. Саккуна улшӑну кӗртсен, тӗппрокурорӑн ҫумӗсене те ҫапла йӗркепе пукан шанса памалла. Регионсен прокурорӗсене Раҫҫей Президенчӗ лартма тата ӗҫрен хӑтарма пултарӗ. Халӗ вӗсемпе ҫӗршывӑн тӗппрокурорӗ хуҫаланать. Саккуна улшӑну кӗртсен тӗппрокурор федераци субьекчӗсемпе килӗшсе татӑлнӑ кандидатурӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне сӗнӗ. Районсемпе хула прокурорӗсене вара тӗппрокурор лартма тытӑнӗ.
Ҫапларах шухӑшпа Патшалӑх думин спикерӗ Сергей Нарышкин тухнӑ, вӑл шкул курсӗнче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем ҫинчен тата вӗсен культури пирки каласа памалла иккен.
Нумай пулмасть иртнӗ РӐА (выр. РАН) историпе филологи ӑслӑлӑхӗсен пай бюровӗн ларӑвӗнче Нарышкин хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ, ҫӗнӗ курс «Народы и культуры России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсем тата вӗсен культури) ят илме пултарасси пирки пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак предмета ытла туллин ҫутатаймасси пирки те пӗлтернӗ — Раҫҫейри 89 субъектра пурӑнакан 180 халӑхӑн йӑли-йӗркине ҫутатса пама ҫӑмӑл пулмӗ, ҫав-ҫавах хӗсме тивӗ.
Спикер шухӑшӗпе ҫӗнӗ курса историпе культурӑллӑ концепцине хатӗрлекен ушкӑн — вӗсем халь пӗрлехи истори вӗренӳ кӗнекине калӑплаҫҫӗ — ҫырма пултарӗ.
Мускаври Капотня текен районти общежитире нумай пулмасть пысӑк ушкӑнлӑ хирӗҫ-тӑру пулса иртнӗ. Ҫапӑҫни пирки каҫхи сакӑр сехет ҫурӑсенче ҫынсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрлӗ подряд организацийӗнче ӗҫлекен рабочисем пурӑнакан общежитине 30 ытла ҫамрӑк пырса ҫитнӗ. Вӗсем Мускавра регистрациленмесӗр пурӑнакансене палӑртма тӗллев лартнӑ пулать имӗш. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче регистрацисӗр кун кунлакан пӗр ҫын травматика пӑшалне туртса кӑларнӑ, унпа пенӗ. Тӗрӗссипе, хӗҫ-пӑшала тытма унӑн лицензи те пулман иккен.
Вырӑна пырса ҫитнӗ полицейскисем 60 ҫынна илсе кайнӑ, ҫав шутран 47-шӗ общежитире пурӑнакан рабочисем ҫакланнӑ иккен.
Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев шучӗпе регионсене хавхалантарас тытӑма лайӑхлатмалла тесе шухӑшлать. Вырӑна укҫа-тенкӗ илӗртме пултаракан федераци субъекчӗсене ҫӗршыв влаҫӗсен те ытларах пулӑшмалла. Укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илекенсене кӗмӗле сахалтарах пани тӗрӗс мар.
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра конкуренцие аталантармаллин регионти стандартне йӗркелемелле. Регионсене инвестици илӗртме пулӑшма вара ятарлӑ агентство йӗркелемелле. Юлашкинчен асӑнни «пӗр чӳрече» текен тытӑма ҫаврӑнмалла.
Раҫҫейӗн Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи 100 пин ҫамрӑк наркотика пула вилет. Пӗлтӗр наркотик йышӑнакан 50 пин ытла ҫынна тытса чарнӑ. Маларах асӑннӑ служба пӗлтернӗ тӑрӑх, наркотик туса кӑларасси юлашки ҫулсенче 44 хут ӳснӗ. Усал ҫав наркӑмӑш пирӗн пата Афганистанран тата Вӑтам Азинчен килет.
Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, айӑплансан та наркотик дилерӗсем айӑпланнӑ патшалӑх служащийӗсенчен те ҫӑмӑлрах условие лекеҫҫӗ-мӗн.
Тепӗр япӑх ен — наркопреступленисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне уҫса парайманни. Ушкӑнпа тунӑ преступленисенчен 80 процентне уҫса параҫҫӗ. Ҫапах та ку вӑл лӑпланмалли сӑлтав мар. Иртнӗ ҫул ҫӗршывра тӗпченӗ 141 пин тенкӗрен 13 пин тӗлӗшпе кӑна ушкӑнпа тунин сӗмӗ пуррине палӑртнӑ. Раҫҫейӗн генпрокурорӗ Юрий Чайка шучӗпе наркотик контрбанди енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменнине те палӑртнӑ.
2013 ҫулта пирӗн ҫӗршывра миллиардерсен шучӗ унчченхи ҫулхинчен 12 процент чакнӑ. Ку вӑл вӗсен 422 ҫынтан 371 ҫын таран юлнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кӑҫалхи деклараци кампанине пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Федерацин налук служби.
361 ҫын ҫулталӑкри тупӑш 1 миллиардран пуҫласа 10 миллиард тенкӗ тесе кӑтратнӑ. Унчченхи ҫул ҫавӑн йышшисем 409-ӑн пулнӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах 10 миллиард тенкӗрен ытла тупӑш илнисен шучӗ те чакнӑ. Унччен вӗсем 13-ӗн пулнӑ, халӗ — 10-ӑн.
Ҫулталӑкра 1 миллион тенкӗрен пуҫласа 10 миллион тенкӗ тупӑш илнисен йышӗ вара 21,3 процент хушӑннӑ. Ун пеккисем ҫӗршывӗпе пурӗ 443 196 ҫын. 10–100 миллионлисем — 25,3 пин ҫын (хайхисен йышӗ 0,8 процент чакнӑ); 100–500 миллионлисем — 3,8 пин ҫын (5,12 процент сахалрах); 500 миллион тенкӗрен пуҫласа 1 миллиард таран тупӑш илнисем — 528-ӑн (14,84 процент чакнӑ).
Мускавра Патшалӑхӑн хӳтӗлев наци центрне тума палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫитес ҫул вӗҫне туса пӗтерме шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ центра вӑрҫӑ тухас-тӑвас пулсан валли тесе хатӗрлесшӗн иккен. Кун пирки ҫӗршывӑн ҫар хӳтӗлевӗн министрӗ Сергей Шойгу журналистсене пӗлтернӗ.
Центра тӗп хулари Фрунзе ҫырма хӗрри ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Сухопутнӑй ҫарсен тӗп командованийӗн ҫуртӗнче йӗркелӗҫ. «Унта эпир Оборона министерствин тӗп офисене тӑвасшӑн. Анчах вӑл пӳлӗмсен шучӗшӗн тата вӗсен пахалӑхӗшӗн тӗп шутланмӗ, хӑйӗн ӗҫ тӑвас енӗпе тӗп пулса тӑрӗ», — тенӗ Шойгу. Унта ядерлӑ вӑй-хӑват управленине, ҫар управленине тата хӗҫпӑшаллӑ ҫарсен кулленхи ӗҫне йӗркелесе тӑракан ценртсем вырнаҫмалла-мӗн.
Патшалӑхӑн хӳтӗлев наци центрӗ ҫӗршывӑн ытти хӑҫ-пӑшаллӑ вӑйсен центрсен ӗҫне те йӗркелесе тӑмалла. Центра хальхи вӑхӑтри компьютер оборудованийӗпе тата программӑсемпе тивӗҫтермелле. Кунсӑр пуҫне унта вертолет лартмалли вырӑн та пулӗ.
Америка ҫыннисене Раҫҫейри тӑлӑхсене усрава парас мар тесе федераци шайӗнче йышӑну тунӑччӗ-ха. Кемӗр облаҫӗн депутачӗсем вара хӑйсен тӑлӑхӗсене Америка ҫыннисене кӑна мар, ытти ют ҫӗршывсене те парас мар тесе палӑртнӑ.
Унти депутатсен шучӗпе «ку ыйту — Раҫҫейӗн шалти ӗҫӗ». Ют ҫӗршыва лекнӗ ачасен правине пурпӗрех пӑсаҫҫӗ тесе шухӑшлани вӗсене ҫапла йышӑну тума хистенӗ-мӗн. Пӗчӗкскерсен тӳсме тивекен йывӑрлӑхсен шутне унти «халӑх тарҫисенчен» пӗри, облаҫӑн саккун кӑларакан влаҫӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, ачасем ют ҫӗршыв чӗлхине пӗлменнине те кӗртнӗ.
Беринг тинӗс пырӗ урлӑ ишсе каҫассипе ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери эстафетӑлла ишев йӗркеленӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Александрова та хутшӑннӑ. Вӑл ушкӑнри 64 экстремал-ишевҫӗ хушшинчи 11 хӗрарӑмран пӗри пулнӑ.
86 ҫухрӑма вӗсен гидрокостюм тӑхӑнмасӑр ишсе каҫма тивнӗ. Экстремалсем 20 минутшер виҫшерӗн ишнӗ. Вӗсене тухтӑрсем пӑхса тӑнӑ. Малтанхи икӗ кун хумсем вӑйлӑ пулнӑ, алӑ хытӑ шӑннӑ иккен. Кайранхи тепӗр икӗ кунӗнче шыв ӑшӑ, ишме те ҫӑмӑлрах пулнӑ.
Ишевҫӗсене кунне тӑватӑ хутчен вӑйлӑ апатлантарнӑ, саунӑра ӑшӑннӑ. Ҫыран патне ҫитес умӗн 10 минут ишевҫӗсем ялав тытса ишнӗ. Тӗрӗсрех. Ишмен-мӗн-ха, ӑшӑх вырӑн пирки унта утнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |