Media Markt суту-илӳ сечӗ Раҫҫейри хуласене сиен кӳрекен каяшсене — батарейкӑсемпе аккумуляторсене — пуҫтарассине епле йӗркеленине тишкернӗ.
Шупашкар списокра Тольятти, Хусан, Краснодар хулисене чылай хыҫа хӑварнӑ. Тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 100000 ҫын пуҫне 21 килограмм батарейка пухнӑ. Пӗтӗмпе хулара ҫак каяша 100 килограмм пуҫтарнӑ.
Ҫур ҫул каялла Media Markt лавккасенче батарейкӑсене пӑрахмалли ятарлӑ контейнер лартнӑ. Унта кашниех пӗтнӗ батарейкӑсене пӑрахма пултарнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем 300000 ытла питани элеменчӗ килсе хунӑ.
Раҫҫейре малашне ветеринарсем те професси уявне паллӑ тума тытӑнӗҫ. Хӑҫан? Ҫурлан 31-мӗшӗнче.
2014 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче РФ Юстици министерстви РФ Ял хуҫалӑх министерствин хушӑвне регистрациленӗ. Вӑл — «Професси уявне йышӑнасси ҫинчен — Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ» хушу. Унта палӑртнӑ пекех уява ҫурлан 31-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ.
Халӗ патшалӑх ветеринари службинче 100 пин ытла специалист тӑрӑшать. Аса илтерни те вырӑнлӑ-тӑр: пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енре ветеринарсен йышне 20 процент чакарасси, юлнисен ӗҫ укҫине ӳстересси пирки сӑмах хускатнӑччӗ.
Вырӑс чӗлхипе, литературипе тата Тӑван ҫӗршывӑн историйӗпе пӗрлехи в8рен5 к8некисем пулмалли ҫинчен кӑҫал пирӗн ҫӗршывра саккун йышӑнма пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин Хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Ирина Яровая каланӑ.
Капла саккуна вӑрах тӑхтамасӑр йышӑнас шухӑша асӑннӑ предметсемпе пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗнче ачасем пӗчӗк балл пухнипе те сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Вырӑс чӗлхи кӗнекине халӗ 180 вариант таран кӑлараҫҫӗ иккен. Ҫапла хӑтланни чӗлхене тарӑннӑн ӑша илме кансӗрлет кӑна имӗш.
Коррекци пӗлӗвӗ илекен ачасене ҫӗнӗлӗх пырса тивмелле мар. Вӗсем валли ытти чухне те раснарах вӗренӳ кӗнеки кӑларнӑ.
Ҫӗршывӑн тӗп банкӗ ҫаврӑнӑша ҫӗнӗ йышши тенкӗлӗх укҫа кӑларать. Вӑл епле пулассине иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫирӗплетнӗччӗ. Эмисси программипе килӗшӳллӗн 1 тенкӗлӗх укҫана 100 миллион штук хатӗрленӗ.
Халӗ усӑ куракан 1 тенкӗпе танлаштарсан дизайн енчен ылмаштарнин уйрӑмлӑхӗ — «решкӑна» улӑштарнинче. Ҫӗннинче «1» тесе цифрӑпа ҫырса хуни вырӑнне «Р» саспалли вырнаҫтарнӑ. «Ӑмӑрткайӑка» ҫаплипех хӑварнӑ — улӑштарса аппаланман. Вӑл малтанхиллех икӗ пуҫлӑ. «Раҫҫей банкӗ» тесе ҫырнине те тата тата ыттине те хӑварнӑ.
Коллекционерсем валли «пруф» тата «анциркулейтед» пахалӑхлӑ кӗмӗл укҫа та кӑларнӑ. «Пруф» текеннине — 500 штук, «анциркулейтеда» — 1 пин штук.
Пӗр тенкӗ символне усӑ курассине Тӗп банк ӳлӗмрен анлӑлатса пырасшӑн. Ӑна ҫӗнӗ банкнотсен шыв паллисем ҫине вырнаҫтарасшӑн.
Ҫурт-йӗр тӑвассипе пирӗн ҫӗршывра патшалӑхӑн ҫӗнӗ программи хута каять. Ӑна Раҫҫейӗн 45 регионӗнче пурнӑҫа кӗртмелле, ҫав йыша Чӑваш Ен те лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫурттӑвӑмминӗ хыпарланӑ тӑрӑх, программӑпа килӗшӳллӗн пирӗн республикӑра 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 210 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартмалла. Хатӗр хваттерӗн 1 тӑваткал метрӗн сутлӑх хакӗ 30 пин тенкӗрен иртмелле мар.
Ҫурт-йӗр тӑвакан организацисене конкурс урлӑ палӑртӗҫ. Йӳнӗ хакпа хваттер сутса ҫука юласран (пӳрт купалакансем юрлӑ ҫынсем иккенне ӗненесех килмест те...) патшалӑх вӗсене укҫа уйӑрса пулӑшӗ. Пӗр тӑваткал метр пуҫне — 4 пин тенкӗ. Вӑл тупрана ҫурт-йӗре хӑпартнин хӑй хаклӑхне чакарас тӗллевпе уйӑрасшӑн. Ара, ҫутӑ кӗртме тӑратӑн-и, газ-и е шыв пӑрӑхӗ илсе килмелле-и — нихӑш ӗҫӗ те пысӑк тӑкаксӑр мар.
Кунта чи илӗртекенни — сутлӑх хак. Эконом-класлӑ хваттерсене метр тӑваткал метршӑн 30 пин тенкӗрен ытларахпа сутмалла мар.
Новосибирск хулинче иртнӗ эрнере Мэрилин Мэнсон концертне хирӗҫ митинг йӗркеленӗ. Ҫапла хирӗҫ тӑракансем Америкӑри рок-музыкант, художник, унччен музыка журналисчӗ пулнӑ ҫын ертсе пыракан «Marilyn Manson» рок-ушкӑн «ачасен ҫирӗпленсе ҫитмен чунӗсене сиен кӳрет» тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вӗсен шучӗпе асӑннӑ ушкӑн ҫынна ирӗксӗрлеме тата гомосексуализм енне астарать. Ҫакӑ вара Турра ӗненекенсен кӑмӑл-туйӑмне кӳрентерет.
Вырӑнти законодательсен пухӑвӗн ертӳҫи Мороз: «Ҫамрӑксен пуҫне аптӑратакансен концерчӗсене пирӗн патра кӑтартмалла мар. Пирӗн саккунпа право никӗсӗ ҫине таянса пурӑнмалла», — тенӗ.
Мэрилин Мэнсон концертне Новосибирскра ҫӗртмен 29-мӗшӗнче кӑтартма палӑртнӑ.
Хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн штрафласси ҫинчен калакан саккун проектне пӑхса тухассине ҫӗршывӑн Патшалӑх Думин Сывлӑх сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Николай Герасименко тӗплӗн шухӑшласа тунӑ япала мар тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Ун пек йышӑнма Коммунистсен партийӗн депутачӗ Иван Никитчук сӗннӗ. Вӑл ҫул ҫитменнисен умӗнче хӗрарӑма пирус сутакансене те явап тыттарасшӑн иккен.
Маларах асӑннӑ Герасименко депутат шучӗпе (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ) хӗрӗхе ҫитмен хӗрарӑмсене пирус сутнишӗн явап тыттарас йышши ыйтусене шӳт вырӑнне кӑна йышӑнма пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Жириновский либерал демократ вӑтӑра ҫитмен хӗрарӑмсене чикӗ леш енне яма чармалла тенӗ, халӗ ав коммунист хӗрӗхе ҫитменнисене пирус сутма чарасшӑн. «Ку вӑл этем ирӗклӗхне хӗсни пулать», — шухӑшлать иккен Герасименко.
Коммунист депутат вара 40-е ҫитменнисене пирус сутма чарни 14 ҫула ҫитмен ачасен амӑшӗсене сиенлӗ ҫав йӑларан сирме пулӑшать имӗш. Хӗрарӑм тата унӑн ачисем миҫери пирки сутуҫӑ иккӗленсен унӑн паспортне тата ҫавна ҫирӗплетекен урӑх документа ыйтмалла-мӗн.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Аҫтӑрханра «Раҫҫей» экспедици старт илнӗ. Вӑл — хӑйне евӗр проект, рекордсен Гиннесс кӗнекине кӗме тӗллевленнӗ. Мӗнле? Вӗсем GPS-треккерлӑ автомобильсемпе ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе «Раҫҫей» сӑмаха пысӑккӑн ҫырасшӑн.
Автомобильсен колонни икӗ уйӑх ҫӳресе ҫӗршыв ҫӗрӗ ҫинче темиҫе ҫухрӑмлӑ сас паллисем ҫырӗ. Ҫулҫӳрев Аҫтӑрханран пуҫланнӑ та Владивостокра вӗҫленет. Ҫулҫӳревҫӗсем Шупашкарта та чарӑнӗҫ.
Экспедицири пуҫлӑхӗ — паллӑ блогер тата ҫулҫӳревҫӗ Сергей Доля. Шупашкар ҫыннисем ӑна курма пултарӗҫ. Экспедицири Ян Ярмощук, Дмитрий Донсков, Анна Николаева Шупашкарпа ҫыхӑннӑ.
Экспедици Шупашкара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ҫитӗ. Ҫак кун 15:00-15:30 сехетре Хӗрлӗ тӳремре ҫынсем пухса Хула Чӗрине тӑвасшӑн. Прессӑпа тата блогерпа калаҫма май пулӗ. 16:00-19:00 сехетре Наци музейне кайӗҫ, унта «Флакон» дизайн савучӗпе «Креативлӑ Раҫҫей» тӗлпулу иртӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре экспедици хуларан тухса кайӗ, унта ЧР Элтеперӗ те пулӗ. 11:30 сехетре Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра чарӑнӗҫ, Чӑваш Ен муфтийӗ Альбир Крганов патӗнче чей ӗҫӗҫ, пӗр-пӗрне сувенирсем парнелӗҫ, сӑн ӳкерӗнӗҫ.
Вӑхат унталла та кунталла вылятнине ҫутӑна перекетлеме май парать тесе сӑлтавланине астӑватӑп-ха. Анчах каярах перекетленни-мӗнне ытлашиши калама пӑрахрӗҫ, ҫынсем вара канса илеймеҫҫӗ теме тытӑнчӗҫ.
Вӑхӑта хӗллехи ҫине куҫарасси пирки саккуна проектне РФ Патшалӑх Думине либерал демократсен партийӗн пайташӗ Сергей Калашников тӑратнӑ. Ҫӗршыв Правительстви ӑна йышӑнма васкасшӑн мар-мӗн, хальхи вӑхӑт шутлавне кура хакласшӑн имӗш.
РФ Патшалӑх Думинчи «Пӗрлехлӗ Раҫҫей» фракци саккуна пӗрремӗш вулавпа (ӑна паян думӑн ларӑвӗнче пӑхса тухӗҫ) пӗрремӗш вулавпа ырлама хатӗр. «Саккун проектне эпир ырлатпӑр, ӑна хӑҫан пӑхса тухассине думӑн канашӗ палӑртӗ», — тенӗ Госдумӑн вице-спикерӗ Александр Жуков.
РФ Сурдолимп комитечӗн офисӗнче Хӗллехи 18-мӗш Сурдолимп вӑййисен талисманӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Вӑл Ханты-Мансире 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен пулӗ.
Талисмансен конкурсне Томск, Мускав, Челепи облаҫӗсенчен, Чӑваш Енрен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫӗнтерӳҫӗ ятне пирӗн ентешӗмӗр тивӗҫнӗ. Павел Сахаров веб-дизайнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Сурдолимп комитечӗн президенчӗ Александр Романцов ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ, унӑн ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртнӑ.
Автор талисманра мамонт ҫурине ӳкернӗ. Вӑл Ханты-Мансири ҫутҫанталӑк илемне кӑтартать. Мамонт ҫурин куҫӗ Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрти юханшывсемпе кӳлӗсен тасалӑхне ҫеҫ мар, вырӑс чунӗн уҫӑлӑхне те кӑтартать имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |