РФ Юстици министерстви ҫӗнӗ саккун проекчӗ пирки пӗлтерет. Вӑл ӳсӗр водительсем ларнӑ транспорта полицейскисем тытсан ӑна штрафстоянкӑна илсе кайма сӗнет. Налук тӳлеменнисем вара ҫемье ҫавӑраймӗҫ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.
Документпа килӗшӳллӗн, водительсен малтан урӑлмалла, унтан штрафстоянкӑна пырса укҫа сахал мар тӳлемелле. Суд приставӗсем налук тӳлемен ҫынна юридици тӗлӗшӗнчен питӗ кирлӗ ӗҫе тума чарма пултарать.
Тӗрӗссипе, урапана штрафстоянкӑна ямалли пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Анчах кунта хӑш-пӗр ыйту сиксе тухать. Транспорт рулӗ умӗнче урапа хуҫи пулмасан та пултарать. Урапапа пӗтӗм ҫемье усӑ курать-ҫке-ха.
РФ Юстици министерстви штрафстоянкӑри транспорта каялла илмешкӗн 30 пин тенкӗ тӳлеттересшӗн. Ку — пӗрремӗш хутӗнче. Руль умне каллех ӳсӗрле ларсан 50 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ-мӗн. Ҫитменнине, эвакуаторшӑн тата урапана стоянкӑра тытнӑшӑн тӳлемелле.
Саккуна пурнӑҫа кӗртес шанчӑк пысӑк. Пурин те кунашкал пысӑк укҫа ҫук. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр ӳсӗр водитель хӑйӗн урапине, тен, урӑх кураймӗ те.
Общество палатин пайташӗ Дмитрий Чугунов тротуарпа ҫӳрекен урапасене правасӑр ҫур ҫуллӑха хӑварттарасшӑн. Сӑлтавӗ те пур. Юлашки 3 уйӑхра Раҫҫейре ҫуран ҫӳрекенсемпе пулса иртнӗ инкексен шучӗ 34% ӳснӗ. Чугунов ку тротуарпа ҫӳрекен урапасемпе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать. Вӑл Патшалӑх Думин транспорт комитетне КоАПа улӑштарма ыйтнӑ.
Дмитрий Чугунов шухӑшӗпе, хальхи штраф — 2 пин тенкӗ — витӗмлӗ мар. Кашни 10-мӗш водитель 2-3 уйӑхра ҫак штрафа тӳлет. Ку вӗсемшӗн темех мар-мӗн.
Александр Старовойтов вара правасӑр хӑварнине ытла ҫирӗп тесе шухӑшлать. Вӑл ку енӗпе мерӑна ҫирӗплетме хирӗҫ мар. Анчах урӑхла: ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ҫак йӗркене пӑсакансем тӗлӗшпе тимлӗрех пулма ыйтать.
«Раҫҫейри автомобилистсен юхӑмӗ» общество председателӗ Виктор Похмелкин шухӑшӗпе, йӗркене пӑсакансем пӗчӗк штрафа пула мар нумай. Тротуарпа ҫӳрекен водительсене явап сахал тыттараҫҫӗ-мӗн. «ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ку тӗлӗшпе тимсӗр. Кунашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗх сахал тупса палӑртнӑ», — тенӗ вӑл.
2021 ҫул тӗлне ҫӗршыври шкулсенче ачасем валли вырӑн ҫитми пулӗ. Ҫапла. Шкулсенче те. Халӗ ача-пӑча пахчисене черет лекейменнипе аптӑраҫҫӗ пулсан, кӑштахран кӗтӳҫ пушши тӑршшӗ черет шкула лекессишӗн пулса кайма пултарать. Ҫапла шухӑшланине Раҫҫейӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Ольга Голодец палӑртнӑ. Ӑна вӑл «правительство сехетӗнче» каланӑ.
Шкулсенче ачасем валли вырӑн хӗсӗнсе ҫитессин сӑлтавне тупма йывӑр мар-тӑр-ха. Укҫа-тенке перекетлес, ачисем сахал тесе шкулсене хупкаларӗҫ те. Тата халӗ амӑш укҫи, тӳлевсӗр ҫӗр панине кура та пулӗ ача ҫуратакансем йышланса кайрӗҫ. Голодец шучӗпе 2021 ҫулта 2,5 миллион ача вырӑн ҫитмӗ. Ҫӗршывӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗн шучӗпе ку ыйту пирки халех шухӑшлама пуҫламалла.
«Известия» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, РФ Финанс министерстви амӑшӗн капиталне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ҫеҫ партарасшӑн. Кун пирки хаҫат министр ҫумӗ Айрат Фаррахов калани пирки пӗлтерет.
Айрат Фаррахов каланӑ тӑрӑх, ку программӑна малалла тӑсмалла е тӑсмалла мар пирки, ҫӗнӗ мел шырамалли ҫинчен тавлашаҫҫӗ. Чи кирли — ҫемье тупӑшне шута илни. Министр ҫумӗн самахӗсем тӑрӑх, ача ҫуралассине ӳстермелли урӑх мелсем те пур-мӗн. Пурне те укҫа пӗр пек уйӑрни тӗрӗс мар-мӗн.
Министр ҫумӗ программа вӗҫленсен ача ҫуралассине ӳстермелли урӑх мел шыраса тупмаллине палӑртать. РФ Экономика министерствинче ку шухӑша ырлаҫҫӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗн капиталӗ ача ҫуралассине ӳстермест имӗш, ҫемьесене пепкене кун ҫути маларах парнелеме хӗтӗртет ҫеҫ.
Унччен амӑшӗн капиталне 2017 ҫулччен тӑсма шухӑшланине, анчах татӑклӑ йышӑну туманнине пӗлтернӗччӗ.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа кӗсье телефонӗн абоненчӗсем оператортан спам-ҫырусене блокировка тума ыйтма пултараҫҫӗ. Ҫак кунран пуҫласа «Ҫыхӑну пирки» федераци саккунӗнче тунӑ улшӑнусем вӑя кӗнӗ.
Ҫапла майпа абонентсем кирлӗ-кирлӗ мар реклама пирки пӗлтерсе яракан СМС-ҫырусенчен хӑтӑлма пултараҫҫӗ. Оператортан реклама яракан номере блокировка тума ҫеҫ ыйтмалла. Ҫавна май блокировка туман номертен ҫеҫ реклама килме пултарӗ.
Юпан 16-мӗшӗнче Дон ҫинчи Ростов хулине чи хитре арӑмсемпе амӑшӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем «Раҫҫей миссис International 2014» ята ҫӗнсе илессишӗн тупӑшӗҫ.
Вӗсен йышӗнче Шупашкарта пурӑнакан Мария Падиарова та пур. Вӑл 33 ҫулта, 7 ача амӑшӗ. Конкурс йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмсем наци тумӗсен тата ҫимӗҫӗсен, пултарулӑх конкурсне, дефилене хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Чикагӑна тӗнчери чи илемлӗ хӗрарӑм ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшма кайӗ.
Финал юпан 20-мӗшӗнче ресторанра пулӗ. Конкурс паян, юпан 17-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Унта хутшӑнакан хӗрарӑсем жюрие наци ҫимӗҫне кӑтартӗҫ, ача ҫуртне ҫитӗҫ, хӑйсен хули пирки видео кӑтартса паллаштарӗҫ.
Мария Падиаровӑшӑн ҫакӑнта сасӑлама пулать.
Тӗп банк виҫӗ кредит учрежденине ӗҫлеме чарнӑ. Ку списока хальхинче Калмӑкри «Кредитбанк» коммерци банкӗ, «Пурпе» акционерсен уҫӑ обществи, тата Мускаври «Ютикпэй» лекнӗ.
«Кредитбанк» пирки каласан, асӑннӑ кредит учрежденийӗ федераци саккунӗсене пӑхӑнман. Унсӑр пуҫне вӑл шанчӑксӑр операцисем тунӑ пулать. Шанчӑксӑр операци тесе Тӗп банк укҫана чикӗ леш енне пысӑк суммӑпа куҫарнине кӗртеҫҫӗ.
«Пурпе» лицензисӗр юлнин сӑлтавӗ те банк ӗҫ-хӗлӗ пирки калакан федераци саккунӗсене пӑхӑнманни. «Пурпе» банкӑн Шалти тӗрӗслевӗн правили Раҫҫей банкӗннипе килӗшсе тӑманнине те асӑрханӑ. «Ютикпэй» ятлӑ те маларах сӑннисем евӗртерех кӑлтӑксемпе ӗҫленӗ.
«Кредитбанк» тата «Прупе» вкладсене страхлакан тытӑмра пулнӑ май, асӑннӑ организацисене укҫа хунисене «кӗмӗле» тавӑрса парӗҫ.
2017 ҫулта иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратнисем те амӑшӗн капиталне илме пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Ольга Голодец пӗлтернӗ.
Унччен амӑшӗн капиталӗ 2016 ҫул вӗҫӗччен ҫеҫ пулнӑ. Ольга Голодец ӑнлантарнӑ тӑрӑх, программӑна пурнӑҫа кӗртмелли укҫа-тенке федераци хыснин проектне кӗртнӗ. Анчах саккунри улшӑнусене ҫулталӑклӑха йышӑнман, ӑна правительствӑра каярах пӑхса тухӗҫ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, эрех кӗленчисем ҫине хӑрушӑ ӳкерчӗк ҫыпӑҫтарма пултарӗҫ. Вӗсем туянакан ҫынна эрех сиенӗ пирки аса илтерӗҫ. Кунашкал ӳкерчӗксене халӗ пирус курупки ҫине ҫыпӑҫтараҫҫӗ-ха. Эрех тӗлӗшпе те саккун йышӑнасшӑн. Хальлӗхе ку саккун проектне Патшалӑх Думин депутачӗсем хатӗрлеҫҫӗ.
Проект авторӗ Андрей Свинцов эрех продукцине пирус евӗр ҫыпӑҫтармалла тесе шухӑшлать. Тӗслӗхрен, кӗленчен 40 процентне хӑрушӑ ӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Ку ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ. Ара, вӗсене лавккара хитре хутлӑ кӗленчесем илӗртеҫҫӗ-ҫке-ха. Хӑрушӑ ӳкерчӗк вара вӗсене эрехрен сивӗтме тивӗҫ.
Анчах экспертсем кунашкал шухӑш, пируспа танлаштарсан, витӗмлех пулмасть тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе, ҫынсене кӗленче ҫинчи хӑрушӑ ӳкерчӗк те хӑратас ҫук-мӗн.
Юпан 26-мӗшӗнче сехет йӗппине хӗллехи вӑхӑта юлашки хут куҫарӗҫ. Раҫҫейри чылай регионти ҫынсем ҫак кун ҫӗрлехи 2-ре сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫарӗҫ. Текех вара вӑхӑта улӑштармӗҫ.
Экспертсен шухӑшӗпе, ҫак кун ҫынсем 1 сехет ытлашши ҫывӑрнисӗр пуҫне хӗл валли вӑй-хал пухӗҫ. Олег Никифоров психотерапевт каланӑ тӑрӑх, хӗллехи вӑхӑт психологи тӗлӗшӗнчен лайӑхрах витӗм кӳрет-мӗн. Раштав уйӑхӗнче ирхи тӗттӗмре ача пахчине, шкула, ӗҫе виҫӗ эрне ҫеҫ ҫӳреме тивет-ҫке-ха. Кайран кун вӑрӑмланма тытӑнӗ.
Раҫҫейре пурӑнакан чылай ҫын халӗ стреспа аптӑрать-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулталӑкне икӗ хут сехет йӗппине куҫарни кирлӗ мар.
Ку экономика тӗлӗшӗнчен те лайӑх-мӗн. Ҫапла майпа электроэнерги сахал расхутланать. Экспертсен шухӑшӗпе, сехет йӗппине куҫарни ҫул ҫинчи аварисен шутне те чакарать. Ку ӗҫ хастарлӑхне те лайӑх витӗм кӳрет.
Хӑшӗ тӗрӗссипе тӗрӗс маррине сехет йӗппине куҫарсан курӑпӑр…
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |