Паян 12 сехетре Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӗрлӗ МИХ-семпе калаҫу ирттерчӗ. Хаш-пӗр ыйтусене хуравламасӑр хӑварчӗ пулин те тӗп шухӑшӗсем ҫакскерсем:
- экономика йывӑр лару-тӑрӑва пирӗн патшалӑхран килмен сӑлтавсене пула лекнӗ;
- экономика ура ҫине тӑратех, кун валли пире 2 ҫулталӑк кирлӗ пулӗ. Малашлӑхра вара эпир ҫак лару-тӑруран ӳсӗмпе кӑна тухӑпӑр.
- эпир хамӑр наци наци интересӗсене хӳтӗлетпӗрех, нимӗнле патшалӑх та пире ура хураймӗ;
- хамӑрӑн ҫара вӑйлӑлатӑпӑр, пенсисене те инфляци шайӗнче пысӑклатсах тӑрӑпӑр;
- хресчен — Раҫҫей халӑхӗн элити;
- саккун тӗп вырӑнта пулмалла, вӗсене пурте пурнӑҫламалла;
- Турципе Китай хальхи вӑхӑтра чи вӑйлӑ аталанакан тӑрӑхсем, ҫавӑнпа та эпир вӗсемпе ҫыхӑнӑва аталантаратпӑр;
- хальхи лару-тӑрушӑн пурте яваплӑ, ҫав шутра эпӗ те (Путин В.В.), правительство членӗсем те, регионсем шайӗни пур тӳре-шара та;
- влаҫ органӗсем халӑх хушшинче хирӗҫӳлӗхе пуҫармаҫҫӗ, влаҫрисен ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшменнисене ура хумаҫҫӗ.
Прессӑпа калаҫнӑ вахӑтра эпир хамӑр твиттерта чӑвашла онлайн ертсе пытӑмӑр.
Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ҫӗркаҫ историлле пулӑм йышӑнни пирки информагенствӑсем пӗр-пӗринпе тупӑшса тенӗ пек паян ирех хыпарларӗҫ. Вӑл тӗп ставкӑна унчченхи 10,5 процентран тӳрех 6,5 процент хӑпартса 17-е ҫитернӗ. Ҫакна девальваци тата инфляци хӑрушлӑхне сирес тесе тунӑ пулать.
Процент политикин витӗмне ӳстерес тесе рынокри мар активсемпе тата поручительсемпе ҫирӗплетнӗ, 2 кунтан пуҫласа 549 кун таран паракан кредитсене ҫирӗп мар ставкӑпа пама пӑрахмалла. Тӗп банк паракан ставкӑран ӑна 1,75 процент таран ӳстермелле. Маларах ҫав кредитсене 2 кунтан пуҫласа 90 кун таран ҫирӗплетнӗ ставкӑпа панӑ.
Тенкӗ хакӗ ӳкнине кура Тӗп банк кредитпа укҫа политикине ҫирӗплетме йышӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче тӗп ставкӑна кӑҫал ултӑ хутчен хӑпартнӑ, пушӑн 3-мӗшӗнче регулятор 5,5 процентран пуҫласа 7 процента ҫитернӗ, акан 25-мӗшӗнче — 7,5 процента, утӑн 25-мӗшӗнче — 8 процента, юпан 31-мӗшӗнче — 9,5 процента, раштавӑн 11-мӗшӗнче — 10,5 процента.
Ку ставкӑпа регулятор банксене кредит парать, ҫавна кура банксем кредит ставкине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Патшалӑх Думи ӳсӗр водительсене пырса тивекен пуҫиле кодексра турлетӳсем тунӑ.
Саккун проектӗнче каланӑ тӑрӑх, руль умне ӳсӗрле темиҫе хут ларнӑ водительсен сахалтан та 200 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Чи пысӑк айӑплав — 2 ҫул тӗрмере ларни.
Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинчи пӑтӑрмахшӑн айӑплисем валли ирӗксӗр хӑвармалли срока йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен аварие кура 2-4 ҫултан сахал мар ларма тивӗ.
«Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳрлетӳсем 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вӑя кӗмелле. Кана пӑхса тухӗҫ-ха.
Халӗ вара ӳсӗр водительсене административлӑ явап тыттараҫҫӗ. Тепӗр хут тытсан 50 пин тенкӗ тӳлемелле тата правасӑр 3 ҫуллӑха хӑвараҫҫӗ.
Дворниксемпе сантехниксене медицина кӗнеки тума йышӑнтараҫҫӗ. Кун пирки хушу РФ Ӗҫ министерствинче выртать.
ЖКХ ӗҫченӗсемшӗн кунашкалли пӗрремӗш хут йышӑнасшӑн. Специалистсем ку кирлине палӑртаҫҫӗ. ЖКХ тытӑмӗнче производствӑра аманас хӑрушлӑх пысӑк-мӗн.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Раҫҫейре ӗҫ вырӑнӗнче 30 ытла коммунальщик вилмелле аманнӑ. Ку производствӑра вилнисен 4 проценчӗ.
Ӗҫ сыхлӑхӗн ҫӗнӗ правилисем чи малтанах управлящи компанисенчи электриксене, сантехниксене, дворниксене пырса тивет.
Документра пурнӑҫламалли ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, дворникӑн ҫул айккинче шӑлнӑ чухне ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла, ӗҫ вырӑнне ятарлӑ паллӑсемпе хӳтӗлемелле. Ҫурт тӑррисенчи юра йывӑҫ кӗреҫепе ҫеҫ хырма юрать. Пӑр тумламӗсене ятарлӑ хатӗрпе ҫеҫ катмалла ав. Тротуара кун пек чухне хӑюпа кармалла. Унтах шӑхличлӗ, хӗрлӗ сарӑ жилет тата каска тӑхӑннӑ дежурнӑй тӑмалла.
РФ Ӗҫ министерстви дворниксемпе сантехниксене медтӗрӗслев тухмалла тӑвасшӑн. Управляющи компани ҫакна шута илмесен ӑна 50 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултарӗҫ. Анчах ку йышӑнусем ҫитес ҫул ҫеҫ вӑя кӗме пултарӗҫ.
Патшалӑх Думин депутачӗ аслӑ классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасене стипенди пама сӗнет. Ҫакна КПРФ фракцин элчи Вадим Соловьев пуҫарасшӑн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен патшалӑх пулӑшӑвне шкул сакки ҫинченех туймалла. Пысӑках мар стипенди пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшатех. Ҫапла шухӑшлать Вадим Соловьев.
Депутат стипендие 7-мӗш класран пуҫласа партарасшӑн. Пултаруллисене конкурс пулӑшнипе суйламалла. Укҫа федераци хыснинчен пулмалла. Соловьев шкул ачисене студентсене тӳлекен стипендин чи пӗчӗк виҫи чухлӗ партарасшӑн — 6307 тенкӗ.
РФ Вӗренӳ министерстви ҫумӗнчи общество канашӗ пуҫарӑва ырланӑ. Майя Пильдес пултаруллӑ ачасене олимпиада тата ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн суйламаллине палӑртать.
Чӑвашла чей ӗҫеҫҫӗ тени килӗшӳллӗнех янӑрамасть пулӗ те (ара, пирӗн халӑхӑмӑр кӑпӑклӑ сӑра вӗретессипе мӗн авалтан ӑста пулнӑ-ҫке), ҫапах та Питӗрте чӑвашла чей ӗҫнӗ. Кун пирки асӑннӑ хулари чӑвашсен ассоциацийӗ те, «Росбалт» информаци агентстви те хыпарлаҫҫӗ.
Проекта асӑннӑ информагентство йӗркелесе янӑ. «Питӗр сӑнӗсем» ят панӑскерӗн тӗллевӗ ҫамрӑксене ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр тӗп хулинче тата Раҫҫейре тӗрлӗ халӑх ҫынни пурӑннине кӑтартасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Проект девизне те шухӑшласа тупнӑ. Вӑл ҫапларах янӑрать: «Расна пулин те пӗрле пурӑнар».
Чей ӗҫме йӳтӗмпе пухӑнакан мероприятие кашни эрнере тӗрлӗ халӑх ҫыннисене йыхравлаҫҫӗ иккен. Иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче, ав, чӑвашсене чӗннӗ.
Санкт-Петербургри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Владимир Живовпа пырса ҫитнӗ чӑвашсем чей ӗҫме пухӑннӑ аслӑ классенчи шкул ачисемпе журналистсене тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарнӑ. Сӗтел ҫинче чейпе пӗрлех хуплу пулнӑ.
Сӑнсем (2)
Россельхознадзор сивӗтнӗ краб патакки валли чӗртавра сахаллине асӑрханӑ-мӗн. Ҫакна ведомство Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен ҫак ҫимӗҫе кӳрсе килме чарнипе сӑлтавлать имӗш.
«Пирӗн ку чӗртаварпа тивӗҫтерме пултаракан урӑх ҫӗршыври предприятисен майӗсене хакламалла. Ун пек ҫӗршывсенче йӗркеллӗ ӗҫлекен ветеринари служби пулсан унпа тивӗҫтерме эпир ҫул уҫма хатӗр. Иккӗленсен хамӑр инспекторсене те ярӑпӑр», — тенӗ Россельхознадзор пуҫлӑхӗн пулӑшаканӗ Алексей Алексеенко.
Ведомство Пулӑ пӗрлешӗвӗнчен Азипе Лӑпкӑ океан регионӗнчи предприятисен майӗсем пирки пӗлтерме ыйтнӑ.
АПШран япала кӳрсе килме чариччен минтай суримипе (краб патаккине унран тӑваҫҫӗ) тивӗҫтерекен тӗп ҫӗршыв пулнӑ. Унран паха краб патакки хатӗрлеме май килнӗ иккен.
Ҫав вӑхӑтрах Инҫет Хӗвелтухӑҫ хӑвачӗ — 8–9 пин тоннӑна яхӑн. Шалти пасарта туянакансем ҫуккине кура асӑннӑ тӑрӑхра 35% кӑна усӑ кураҫҫӗ. Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азирен сурими кӳрсе килме тытӑнсан Америка минтайӗн фаршне вӑрттӑн майпа пирӗн пата кӳрсе килес хӑрушлӑх пур тесе Минтай кӑларакансен ассоциацийӗн президенчӗ Герман Зверев.
РФ Хӳтӗлев министерстви салтаксене ҫара iPhone илме сӗнмест. Ведомство ӗҫченӗсем тӑванӗсене асӑрхаттараҫҫӗ: чаҫсенче кирек мӗнле телефонпа та усӑ курма юрать, анчах iPhone телефонпа, Apple компани кӑларнӑ гаджетсемпе, мар.
iPhone пулӑшнипе йӑлтах йӗрлеҫҫӗ: салтак калаҫӑвне, камера вӑл ӑҫта пулнине тата мӗн тунине йӑлтах ярса парать. Михаил Романов ҫак телефонсенче паллӑ мар, вӑрттӑн функцисем пуррине ҫирӗплетет.
Романов каланӑ тӑрӑх, iPhone телефонӑн пиллӗкмӗш моделӗнче аппарат куҫнине сӑнакан процессор пур. Экспертсем операци системисене АПШ тӗрӗсленине асӑрхаттараҫҫӗ.
Салтак амӑшӗсен комитечӗ вара чаҫсенче телефонпа усӑ курма юранипе юраманнине официаллӑ мелпе ҫирӗплетменнине пӗлтерет. Командир ҫеҫ телефонпа усӑ курма ирӗк параять-мӗн.
«Автостат» информаци агентствин шучӗпе Раҫҫейре машинӑсен хакӗ килес ҫул вӑтамран 10–15 процент ӳсмелле. Ют ҫӗршывран кӳрсе килекеннисем уйрӑмах хакланмалла. Вӗсемшӗн кӑҫалхинчен чӗрӗк пай пай чухлӗ ытларах кӑларса хумӗ тивӗ. Тӗрӗсрех, 20–25 процент тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Раҫҫейри машинӑсем ытлашши хакланмалла мар. Аналитиксен шучӗпе хак 10 процентран ытла хӑпармалла мар. Раҫҫейре пуҫтаракан ют ҫӗршыв машинисем 10–15 процент хакланмалла.
Юлашки вӑхӑтра хаксене 20 ытла бренд хӑпартнӑ. Сӑмахран, Ford, Peugeot, Skoda. Renault маркӑлли Logan, Sandero тата Duster йышшисене 10–13 пин тенкӗ хаклатнӑ. BMWраштав уйӑхӗнче мӗнпур машинӑна 10% ӳстерме шухӑшлать-мӗн.
Дмитрий Медведев ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсенче водительсене тепӗр урапана хӑваласа иртме чаракан хушӑва алӑ пуснӑ. Унта ҫуран ҫул каҫакан пур-и е ҫук-и — халӗ пӗлтерӗшлӗ мар. Унччен ҫын ҫук чухне хӑваласа иртме юранӑ.
Хушу хӑҫан вӑя кӗресси пирки ҫырман. Эппин, вӑл официаллӑ мелпе пичетленсен вӑя кӗрӗ.
Велосипедҫӑсемпе мопедҫӑсене те «зебра» урлӑ каҫма чарнӑ. Унччен ку пункта правилӑра ҫырман. Халӗ вара вӗсен «зебра» урлӑ каҫмалла тӑк вӑхӑтлӑха водитель пулма чарӑнмалла: велосипед е мопед ҫинчен анмалла.
Документра ҫуран ҫӳрекенсен тӗттӗм чухне, ял-хулара мар утнӑ вӑхӑтра, йӑлтӑртатакан ятарлӑ япала йӑтса ҫӳремелле. Хулара та ку япалана хальхи пекех йӑтса ҫӳреме сӗнеҫҫӗ. Ку пункт ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |