Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑнра Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Золотов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Кошкин, «Парне» чӑваш ансамблӗн ертӳҫи Татьяна Ильина, малтан чӑваш центрӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юлий Леонтьев, Шалти ӗҫсен министерствин полковникӗ Николай Парфенов, Святослав Ларионов юрист, чӑваш ентешлӗх хастарӗсем Николай Васильевпа Валерий Филиппов тата наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Живов хӑйӗн улттӑри Михаил мӑнукӗпе пулнӑ.
Чӑваш пайташӗсене Ленинград облаҫӗнчи Красноозер тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Заремский кӗтсе илнӗ. Вӑл унти вырӑнпа паллаштарнӑ тата ҫавӑнта пытарнӑ паттӑрсен вилтӑприйӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӗсен хушшинче чи малтисен шутӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Сергей Бутяков та пулнине палӑртнӑ. Тӑванла масар ҫинчи хурлӑхлӑ митинга Приозерск тӑрӑхӗнче пурӑнакан ветерансем, шкул ачисем, ахаль ҫынсем, nypӗ ukҫӗpe яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче.
Хакас Республикинче пушар алхасни пирки телекуравсем нумай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре ҫунса кайнисене пулашас тӗллевпе укҫа-тенкӗ пухма тытӑннӑ. Кӑмӑл пуррисене унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Ку ӗҫе ӗнер, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пуҫӑннӑ. Пухнӑ укҫана Хакасие ярса парӗҫ. Кӑна ЧР Строительство министерствин ларӑвӗнче йышӑннӑ. Укҫа пушар тӗп тунӑ вырӑна ҫӗнӗрен хута яма кайӗ.
Акцие предприятисем, организацисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Реквизитсем ҫаксем:
ХРОФ "Республика", ИНН/КПП 1901089888/190101 001,
р/с40703810337110000017
Хакасский РФ ОАО «Россельхозбанк» г. Абакан,
БИК 049514767,
К/с30101810700000000767.
Укҫа хывнӑ чухне «Добровольное пожертвование пострадавшим от «Огненной стихии» в республике Хакасия» тесе ҫырмалла. Налук илмеҫҫӗ.
Акан 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Смоленск облаҫӗнче «Астӑвӑм вахти» иртнӗ. Унта Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат» тата 5-мӗш гимназири «Атӑл» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ.
Шыравҫӑсен лагерӗ Горбатовщинӑра вырнаҫнӑ. Унта 1941 ҫулта стрелоксен 91-мӗш чаҫӗ тӑнӑ. Ҫапӑҫусем хӗрӳ иртнӗ. Ҫухатусем питӗ пысӑк пулнӑ.
Шкул ачисем икӗ эрнере хӗрлӗ армеецсен ӳт юлашкисене шыранӑ. Малтанах вӗсем ҫапӑҫу карттине тишкернӗ. Пӗрремӗш куннех пӗтнӗ ял патӗнче салтак шӑмми-шаккине тупнӑ. Ҫав ял ҫапӑҫусене пула ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Инҫех мар Мосин винтовкине тата каска тупнӑ. Бомба ванчӑкӗсем, гильзӑсем тата ытти япаласем ҫапӑҫусем хаяр пулнине тепӗр хут ӗнентернӗ. Салтаксен юлашки ӳтне, пушмаксене, противогазсене тата ыттисене икӗ метр тарӑнӑшӗнчен чавса кӑларнӑ.
Вырӑнти халӑх каланипе тепӗр ҫапӑҫу вырӑнне палӑртма май килнӗ. Шкул ачисем тупнӑ япаласене «Астӑвӑм вахти» штабне панӑ.
Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫине пама пуҫланӑранпа самай ҫул иртрӗ. Халӗ вӑл укҫа ҫур миллионтан кӑшт кӑна пӗчӗкрех.
Ача ҫуратнишӗн паракан тупрана пули-пулми тӑкаклама юрамасть: е ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма ямалла, е пулас пенси валли тытса тӑмалла, е ачасене вӗрентме илмелле. Анчах ҫав укҫан пӗр пайне кулленхи тӑкак влали тесе хӑй вӑхӑтӗнче панӑччӗ-ха. Халӗ каллех ҫапла тума йышӑннӑ. Кулленхи тӑкак валли вӑл укҫаран 20 пинне илме юрать. Укҫа кирли пирки ыйтса ҫырнисене Пенси фончӗн территорири уйрӑмӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче йышӑнаҫҫӗ.
20 пине амӑш укҫине тивӗҫнӗ пур ҫемьен те илме ирӗк пур. «Кӗмӗл» пама кӑҫал ҫулталӑкӗпех тата килес ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫырма юрать.
Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв — Ашшӗн кунне — туса хурасшӑн иккен. Ӑна килес ҫултан календарьти паллӑ кунсен шутне кӗртме палӑртаҫҫӗ иккен. Унччен вара ку куна хӑҫан палӑртасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
Ҫӗртмен виҫҫӗмӗш вырсарни кунне сӗнекенсем те пур. Ашшӗн кунне шӑпах ҫавӑн чухне Аргентинӑра, Аслӑ Брибанире, Ӗнчӗре (Индире), Канадӑра, Китайра, Турцинче, Францинче, Японире тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра уявлаҫҫӗ иккен. Чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче текенсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Ҫав кун пирӗн ҫӗршывра Амӑшӗн кунне палӑртаҫҫӗ-ҫке. Ача-пӑчана ашшӗ те, амӑшӗ те кирлине шута илсен ик уява пӗрлештерни япӑх мар-тӑр. Юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче Дмитрий Донской ҫуралнӑ. Вӑл кнеҫ кӑна мар, нумай ача ашшӗ те пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫынсен кунӗ евӗр йышӑннӑран ку уява Ашшӗсен кунӗ пек палӑртма сӗнекенсем те пур.
Ҫынсене те ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш полицейскине Крымра асӑрханӑ. Унти йӗрке хуралҫисем ӑна вӑл ҫав тӑрӑхра ӗҫлӗ командировкӑра пулнӑ чух астуса юлма ӗлкӗрнӗ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин ятарлӑ батальонӗн инспекторӗ Александр Сулагаев хӑйне чӑн-чӑн профессионал пек кӑтартни пирки унӑн кунти ӗҫтешӗсем лерен тав ҫырӑвӗ килнӗ хыҫҫӑн пӗлнӗ. Хута Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ячӗпе янӑ. Унта Сулагаева ҫар гранатиллӗ хураха сиенсӗрлетнишӗн тем пек тав тунӑ. Крымри тӗпчевҫӗсем тав тунипех ҫырлахман, хӑюллӑ йӗрке хуралҫине хавхалантарма та ыйтнӑ-мӗн.
Ӗҫӗ ҫапларах пулса иртнӗ. Крымра служба тивӗҫне пурнӑҫлаканскер патне урамра ӳсӗр арҫын утса пынӑ. Йӗрке хуралҫи ӑна такӑр ҫул сунса пӑрӑнма ыйтнӑ, халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗрле ҫӳренишӗн административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Лешӗ пӑрӑнас вырӑнне кӗсьерен граната туртса кӑларнӑ. 36 ҫулти инспектор ҫухалса кайман — гранатӑна туртса илнӗ, арҫынна тытса чарнӑ. Сирпӗтмелли хатӗрпе ҫӳрекен арҫынна хирӗҫле пуҫарнӑ ӗҫ халӗ суда ҫитнӗ. Тата леш арҫынна йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнишӗн те явап тыттармалла.
Ҫынсене Раҫҫей ялавӗллӗ мисс тарӑхтарнӑ.
Тӗнче тетелӗнче ларакансем 2015 ҫулта Раҫҫей мисӗ ята тивӗҫнӗ пике Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ платьепе сӑн ӳкерӗннишӗн кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. Ҫӗршыв шайӗнче чипер пике ята тивӗҫнӗ скерӗн хыҫӗнче те ялав вӗлкӗшет иккен.
София Никитчук сӑн ӳкерчӗкне «Стольник» журналӑн ҫу уйӑхӗнче кун ҫути крунӑ номерӗнчи хуплашки ҫине вырнаҫтарнӑ. Фотона пӑхсан хӗр ялавпа пӗркенсе тӑрать-и е платье пусми ҫавӑн пек-и — калама йывӑртарах-мӗн.
Кун пек сӑн ӳкерӗнни килӗшӳсӗр тесе тарӑхнӑ халӑх тетелӗнче сӑн ӳкерчӗке сӳтсе явакансем. Ҫитменнине, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн кун пек хӑтланни пушшех те килӗшӳсӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен вӗсем. Патшалӑх элемӗнчен кулни вырӑнне йышӑннисен кӑмӑл-туйӑмне ӑнланма пулать ӗнтӗ.
РФ Сывлӑх министерствин ҫӗнӗ хушӑвӗ ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, малашне профессионал водительсене те, ҫав шутра харпӑр усламҫӑсене те, рейса тухас умӗн тухтӑр тӗрӗслӗ. Пассажирсене тата сиенлӗ тиев турттаракансен вара рейс хыҫҫӑн та тӗрӗсленме тивӗ.
Тӗнче тетелӗнчи канашлура ҫынсем ҫакна ырласа йышӑннӑ. Сисчӗвленмелли пурах ҫав. Ав нумаях пулмасть Шупашкарти Эльмен урамӗнче 37-мӗш маршрут водительне тытса чарнӑччӗ. Ҫынсене ир-ирех ӳсӗр турттарнӑ-мӗн вӑл.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен кунашкал медтӗрӗслевсене хӑйсен укҫипе ирттерме тивӗ. Медиксен лицензиллӗ пулмалла. Тӗрӗслеве ятарлӑ службӑсен водителӗсем, васкавлӑ шӑнкӑравпа ҫула тухаканскерсем, ҫеҫ хутшӑнмасан та пултараҫҫӗ.
Ведомство хушӑвӗнче тӗрӗслев мӗнле иртессине те палӑртнӑ: ӳт температурине, чӗре мӗнле тапнине, юн пусӑмне виҫӗҫ, ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслӗҫ.
Алкотестер юнра алкоголь пулманнине ҫирӗплетет, анчах тухтӑр иккӗленет пулсан водителӗн шӑкне анализ тума пултарӗҫ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстерме пулӑшӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Красноярск енӗнчи чӑвашсем регионти конференцие пухӑннӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Ачинск, Бородино, Дивногорск, Железногорск, Зеленогорск, Канск, Красноярск, Лесосибирск, Назарово, Сосновоборск тата ытти хулари, Кедр поселокӗнчи тата районсенчи 300 хӑнапа конференцие кайма суйланӑ ҫынсене чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.
Ятарласа капӑрлатнӑ залра Красноярск енӗнчи чӑвашсен пурнӑҫӗпе паллаштаракан фото- тата видеоматериалсем вырӑн тупнӑ. Унтах Раҫҫейӗн, Красноярск енӗн тата Чӑваш Республикин ялавӗсене вырнаҫтарнӑ. Мероприятие Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсенчен пуҫланӑ. Унтан вӑл тӑрӑхри чӑвашсен автономийӗн благочиннӑйӗ Иоанн протоирей Пантелеймон владыка Красноярск чӑвашӗсене саламласа вӗсене ырӑ ӗҫсем тума ырӑ суннине пӗлтернӗ.
Красноярск чӑвашӗсене саламлама крайри Саккун кӑларакан Пухӑвӑн депутачӗ Николай Фокин, кӗпӗрнаттӑр администрацийӗнче тӑрӑшакан Наталья Янушкевич, Казачински район пуҫлӑхӗ Юрий Озерских пырса ҫитнӗ.
Конференцинче чӑвашсем хӑйсен тӑрӑхӗнче чӑваш чӗлхине тата культурине упраса хӑварас тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн позицийӗ лайӑхланать. Ҫапла кӑтартса панӑ «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ ирттернӗ тӗпчев. Танлашӑма вӑл кӑрлач–ака уйӑхӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Ун валли уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ материалсемпе те, патшалӑх органӗсенчисемпе те.
Хальхи танлашӑмра Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен хушшинче 30-мӗш йӗрке йышӑннӑ. Унчченхинчен ҫакӑ 2 пункт лайӑхланнине пӗлтерет.
Танлашӑма 3 ушкӑна пайланӑ иккен. Игнатьев иккӗмӗшне лекнӗ. Унта 26–60-мӗш вырӑн йышӑнаканнисем кӗреҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илсен, Михаил Васильевич улттӑмӗш вырӑнта тӑрать.
Малта пыракан кӗпӗранттӑрсен хушшинче Тутарстан ертӳҫине Рустам Минниханова, Белгород облаҫӗн пуҫлӑхне Евгений Савченкӑна тата Тӗмен облаҫне ертсе пыракан Владимир Якушева асӑннӑ. Чи кайри — Карели пуҫлӑхӗ Александр Худилайнен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |