Прикладной тата регион политикин агентстви 2016 ҫулта отставкӑна яма пултаракан кӗпӗрнаттӑрсен рейтингне хатӗрленӗ. Тутарстан Элтеперӗн ку енӗпе чи лайӑх та тӑнӑҫлӑ лару-тӑру пулсан, Карели кӗпӗрнаттӑрӗ танлаштарӑмра чи аялта вырнаҫнӑ.
Рейтинга хатӗрленине РФ Патшалӑх Думин депутачӗсен, 38 регионта (ҫав шутра Чӑваш Енре те) вырӑнти парламентсен депутачӗсен, 6 тӑрӑхра кӗпӗрнаттӑрсен суйлавӗ ҫывхарнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Кӗпӗрнаттӑрсене 100 баллӑ тытӑмпа хакланӑ. Балӗ мӗн чухлӗ пысӑкрах, тӑнӑҫлӑхӗ ҫавӑн чухлӗ япӑхрах.
Отставкӑна ярас енчен чи пысӑк хӑрушлӑхлӑ йӗркене тӑхӑр регион пуҫлӑхӗ лекнӗ, пысӑк хӑрушлӑхлисене — вунпӗрӗн, 52-ӗн — вӑтам хӑрушлӑхра, 13-ӗн — пӗчӗк хӑрушлӑхра.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев 64,2 балл пухнӑ (вӑтаммисен йышӗнче). Чи пӗчӗк балл Тутарстан Элтеперӗн — 12,8. Чи пысӑкки, 100 балл, Карели ертӳҫин.
Ҫӗршывӑн регионӗсене те, вӗсене ертсе пыракансене те тем тӗрлӗ рейтингра та танлаштараҫҫӗ. Пысӑк шайри тӳре-шарана массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннине тишкернинче чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попова сахал аса илни пирки нумаях пулмасть эпир пӗлтернӗччӗ.
«Симӗс патруль» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организаци те хӑйӗн кулленхи танлаштарӑмне пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш Республики унта саккӑрмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара ҫӗршывӑн экологи рейтингӗнче чи лайӑх 10 регион шутне кӗнӗ. Танлаштарӑма симӗссисем 2007-мӗш ҫултанпа хатӗрлеме тытӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ кураҫҫӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Лига здоровья нации» (чӑв. Наци сывлӑхӗ лиги) общество организацийӗн конкурс пӗтӗмлетӗвне шута илсе пурнӑҫлаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӗри чӗре» обществӑпа патшалӑх пуҫарӑвӗн лауреачӗсене чысланӑ. Кӑҫал наградӑна ҫамрӑксен тата ачасен ҫичӗ организацийӗ, 113 ачапа ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшне вилнӗ хыҫҫӑн чысланӑ.
Лауреатсен йышӗнче Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те пулнӑ. Дария Зимина И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӑл спорт тытӑмӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать. Павел Федотов, Етӗрне районӗнчи пӗр шкулта вӗренекенскер, путакан ачана ҫӑлнӑ.
«Вӗри чӗре» иккӗмӗш ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Ӑна Светлана Медведева ертсе пыракан социаллӑ культура пуҫарӑвӗн фончӗ йӗркеленӗ. Унта паттӑр ӗҫ тунисене, йывӑр лару-тӑрӑва ҫӗннисене чыслаҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ шкулсенче вырӑс чӗлхипе вӗрентмелли гарантие официаллӑ мелпе ҫирӗплетменнине Раҫҫейри 9 регионта тупса палӑртнӑ. Ун пирки tass.ru сайт пӗлтерет.
Ҫав 9 регион шутне хӑшӗсем кӗнӗ-ха? Ингушети, Кабардин-Балкар, Карачай-Черкес, Коми Республики, Ҫурҫӗр Осети, Тутарстан, Тува Республики, Удмурт тата Чӑваш республикисем.
Ҫак регионсене вӗрентӗве вырӑс чӗлхипе памалла тесе улшӑнусем кӗрттересшӗн.
Республикӑра тухса тӑракан хӑш-пӗр хаҫат-журнала йӳнӗрехпе ҫырӑнса илме май пулассине пӗлтереҫҫӗ. «Раҫҫей Почти» ҫырӑнтару хакне 15 процент чакать-мӗн.
Федераци центрӗн кунашкал пулӑшӑвне Раҫҫейри 2 пин яхӑн кӑларӑм тивӗҫӗ. Списока пирӗн республикӑри 29 кӑларӑм кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Тантӑш», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ». Ҫӑмӑллӑхпа вулакансем юратакан хаҫатсем усӑ курма пултараҫҫӗ.
Хаҫатсенче наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатни, сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлани те витӗм кӳнӗ. Ҫӑмӑллӑха ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсем те тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ хаҫат-журнала «Раҫҫей Почтин» уйрӑмӗсенче ҫеҫ йӳнӗрех ҫырӑнтараҫҫӗ.
Ҫӗршывӑн общество палати ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене вӗсен хуҫисенчен туртса илес йӗркене ҫӗнетме май паракан саккун проектне пӑхса тухмалла.
Усӑ курман ҫӗре тивӗҫлипе пилӗк ҫул усӑ курмасан (ун ҫинче хыт хура кашласан, хунав шӑтса тухсан, акса-лартса тумасан, сухаласа тӑмасан) туртса илме юранӑ пулсан, ӳлӗмрен ку вӑхӑта чакарса виҫӗ ҫул кӑна хӑварма пултараҫҫӗ.
Ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли вӑхӑта чакарсан ҫынсем ҫак пуянлӑхпа тивӗҫлипе усӑ курасса, ӑна уссӑр вырттармасса шанать ҫӗршыв шайӗнчи тӳре-шара. Пушӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмесӗр темччен вырттаракан ҫӗрсене хуҫисенчен туртса илес вӑхӑта чакарма маларах ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та сӗннӗ, ку ыйтӑва пӑхса тухмалли пирки каланӑ.
Раҫҫейӗн политика элитине илсен, йӑнӑш ҫине йӑнӑш уйрӑмах тӑваканнисем — кӗпӗрнаттӑрсем. Вырӑс чӗлхин Пушкин ячӗллӗ патшалӑх институчӗн ӗҫченӗсем ҫӗршывӑн политикӗсем епле калаҫнине сӑнанӑ та ҫавӑн пек пӗтӗмлетнӗ. Лингвистика сӑнавне ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникаци министерстви те хутшӑннӑ.
Политиксем хутла пӗлнин шайне хаклама ятарлӑ коэффициента тӗпе хунӑ. Тепӗр майлӑ каласан, политиксем ҫын умӗнче тухса калаҫнӑ чух 10 минутра миҫе йӑнӑш тунине шутласа пынӑ. 10 минутра пӗрре йӑнӑшакансене вӗсем 10-па хакланӑ, ҫав вӑхӑтра пилӗк йӑнӑшакансене — иккӗпе.
Чи пысӑк бала никамӑн та ҫук пулин те федераци министрӗсем 9,4 коэффициент пухнине палӑртмалла. Патшалӑх Думин депутачӗсем тата Федераци Канашӗн пайташӗсем 6,4 палла тивӗҫнӗ. Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пуҫлӑхӗсен шайӗ те федераци депутачӗсене ҫывӑх — 6,3 балл. Йӑнӑш ҫине йӑнӑшпа калҫаканнисем — регионсен ертӳҫисем. Вӗсем пурӗ 2,3 процент кӑна пухайнӑ. Хайхисем пӗр сӑмаха тепринпе ҫыхӑнтарнӑ чух та, ударени лартнӑ чух та час-час йӑнӑшаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енри пултаруллӑ хӗрача, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралнӑскер, Пӗрремӗш каналпа ӳкернӗ «Голос. Дети» проекта хутшӑннӑ.
Мая Егорова жюри пайташӗсен умӗнче Ани Лоракӑн «Я вернусь» юррине шӑрантарнӑ. Мая 14-ра. Музыкӑпа, акӑлчан чӗлхипе кӑсӑкланать. Спортпа та туслӑ вӑл. Тӗнче, Раҫҫей шайӗнчи конкурссене хутшӑнать.
Проект нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пуҫланать. Мая унта икӗ хут та лекме хӑтланнӑ, анчах хальхинче кӑна ӑннӑ ӑна. Унӑн ашшӗ Алексей Егоров та юрлама юратать. Мая фортопиано та калать.
Чӑваш хӗрӗ виҫӗ командӑран пӗрне лекнӗ-и? Хальлӗхе калама юрамасть. Проекта курсан паллӑ пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк повар Анатолий Витковский «Россия 1» телеканалпа «Оливье» салата мӗнле хатӗрлемеллине кӑтартнӑ. Вӑл 19-мӗш ӗмӗрте ҫуралнӑ салатӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ.
Анатолий Калинин районӗнче пурӑнать. Анчах чылай вӑхӑта вӑл Салехард хулинче командировкӑра ирттерет. Унта вӑл ресторанта шеф-поварта тӑрӑшать.
Маринадланӑ хӑяр, ҫӑмарта, кишӗр, ҫӗрулми, кӑлпасси, симӗс пӑрҫа, техӗмлӗх, пӑрӑҫ, симӗс сухан янӑ салат унчченхи «Оливье» мар иккен. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче деликатессем пулманнипе ҫак ҫимӗҫсене яма тытӑннӑ.
Анатолий поварта 6 ҫул ӗҫлет. Салехарда ӑна юлташӗ чӗннӗ.
Чӑваш Республики, кӑрлач уйӑхӗнчи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн, депрессие кӗрсе ӳкекен регион йышне лекнӗ. Кун пирки РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗ пӗлтерет.
Пирӗн регионта ҫынсен «экономика» кӑмӑл-туйӑмӗн кӑтартӑвӗ пӗчӗк. Вӑл танлаштарӑмра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Малти рете Архангельск облаҫӗ лекнӗ. Ҫавӑн пекех топ-5 регионсен йышне Брянск, Вологда облаҫӗсем, Тинӗсҫум крайӗ кӗнӗ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан, кӑрлачра халӑх тупӑшӗ самай пӗчӗкленнӗ. Тепӗр енчен, кил-тӗрӗшри йӑла техникине туянасси кӑштах ӳснӗ. Ҫурт-йӗр туянакансем те нумайланнӑ. Ку хаксем йӳнелнипе ҫыхӑннӑ.
Карели Республикинчи тата Ямал-Ненецк округӗнчи ҫынсен кӑмӑлӗ хӑпарнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |