Раҫҫейре ҫитес ҫул 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа кӑларасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӗсем ҫине хӑш хулана сӑнлассине палӑртас тӗллевпе сасӑлав ирттернӗ. Унта Шупашкар хулинчи Анне палӑкӗпе Чапаев палӑкӗ те хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть списокри 10 хула финала тухнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче Шупашкар ҫук. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне «Общество шухӑшӗ» фонд ирттернӗ. Ыйтӑма тӗрлӗ хулара пурӑнакан 6 пин ҫын хутшӑннӑ. Кашнин патне киле килнӗ, хуласен ятне тата унти паллӑ вырӑнсен сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ.
Финала 10 хула тухнисен йышӗнче ҫаксем: Владимир, Волгоград, Инҫет Хӗвелтухӑҫ, Иркутск, Хусан, Чулхула, Петрозаводск, Севастополь, Сергив Посад, Сочи.
Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили чӑваш спортсменкинчен Инна Тражуковӑран иккӗмӗш хут каҫару ыйтнӑ. Хальхинче спортсменка ӑна йышӑннӑ, тавӑҫа каялла илнӗ.
Аса илтерер: Мамиашвили Тражуковӑна Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль илменшӗн ҫутӑлтарса янӑ. Инна вӑл пӗрремӗш хут каҫару ыйтсан йышӑнман.
Тражуковӑн тренерӗсенчен пӗри Борис Чернов спортсменка тавӑҫа каялла илнӗшӗн тӗлӗннӗ. Ара, Инна Мамиашвилие питӗ кӳреннӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна Тӑван ҫӗршыв сутӑнчӑкӗ тесе каланӑ.
Инна халӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнче, Чӑваш Енре унӑн тӑванӗсем юлман. Инна Риори ӑнланманлӑх пирки калаҫасшӑн мар. Тавӑҫа каялла илнине унӑн ашшӗ те ырланӑ. Инна халӗ лайӑх канса тепӗр Олимпиадӑра медаль ҫӗнсе илме ӗмӗтленет.
Lenta.ru информаци порталӗ Раҫҫейри хуласен экологи танлаштарӑмне хатӗрленине пӗлтерет. Сергей Донской чи таса тата таса мар хуласене палӑртнӑ.
Талаштарӑмра Мускав япӑх экологи тӗлӗшӗнчен пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унтан списока Норильск, Иркутск, Чита, Дзержинск, Красноярск, Екатеринбург, Челепи, Магнитогорск кӗнӗ.
Лайӑх экологи тӗлӗшӗнчен Тамбов облаҫӗ палӑрнӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Алтай Республики, виҫҫӗмӗшне Белгород облаҫӗ йышӑннӑ. Чи таса 10 регион йышне Чӗмпӗр облаҫӗ, Алтай крайӗ, Чукотка автономи округӗ, Чӑваш Республики, Курск, Тамбов, Тӗмен облаҫӗсем кӗнӗ.
Танлаштарӑма ҫын сывлӑхне япӑх витӗм кӳрекен таса мар сывлӑша шута илсе хатӗрленӗ. Сывлӑш чи малтанах газсене пула вараланать.
Раҫҫейре пурӑнакансенчен пысӑк пайне политика кӑсӑклантармасть. Цифрӑсен чӗлхипе каласан, пирӗн ҫӗршыврисенчен 80 проценчӗ политика пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнма хатӗр мар.
Юрий Левадӑн "Левада-Центр" аналитика центрӗ тӗпчеве ҫурла уйӑхӗн 5–8-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта Раҫҫейӗн 48 регионӗнчи 1600 ҫын хутшӑннӑ. Интервьюерсем респондентсем патне киле кайса калаҫнӑ. Кун пек чухне йӑнӑш 3,5 процентран пысӑк мар тесе ӗнентерет маларах асӑннӑ аналитика центрӗ.
Политикӑран аякра тӑракансен йышӗ кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9 процент ӳснӗ. Политикӑран пӑрӑннин сӑлтавӗ ансат: ҫынсем хӑйсем мӗн те пулин ылмаштарма пултарассине ӗненмеҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 28 проценчӗ политика ахаль ҫынсем валли мар тесе шухӑшлать. Ҫавӑн чухлех тепӗр ушкӑн кулленхи ӗҫ вӑхӑт нумай илнипе сӑлтавланӑ. 21 проценчӗ политикӑра нимӗн те ӑнланманнине йышӑннӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 13 проценчӗ: "Политика — таса мар ӗҫ, вараланас килмест", — тесе касса татнӑ. 5 проценчӗ вара влаҫрисем кайран йӗрлеме пуҫласран шикленнине пытарман.
Респондентсен 66 проценчӗ влаҫпа ҫыхланасран пӑрӑнма тӑрӑшнине пӗлтернӗ.
Вадим Антонов текех министр мар.
Чӑваш Енре шалти ӗҫсен министрӗнче 1997 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен ӗҫленӗ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Красноярск крайӗнче ҫак тытӑма ертсе пырать. Анчах юлашки вӑхӑтра ун пирки: «Ӗҫрен каять», — сӑмах-юмах ҫӳреме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗршывӑн Шалти ӗҫсен министерствин, Инкеклӗ ӗҫсен министерствин, Следстви комитетӗн тӗрлӗ тытӑмӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан сакӑр генерала ӗҫрен хӑтарма РФ Президенчӗн 435-мӗш номерлӗ паянхи указӗпе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫуралнӑ, Чӑваш Ен ШӖМне ертсе пынӑ Вадим Антонов юлашки ҫулсенче Шалти ӗҫсен министерствин Красноярск крайӗнчи Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗнче 2011 ҫултанпа тӑрӑшрӗ.
Раҫҫейри спортра тепӗр харкашу тухнӑ. Вӑл та Бразилире иртнӗ Олимп вӑййисемпе ҫыхӑннӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ спортсменкӑна ӑмӑрту хыҫҫӑн Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили хӗненӗ.
Инна Тражукова спортсменка каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна пӑхӑр медаль ҫӗнсе илейменшӗн питӗнчен ҫапнӑ. Инна 63 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Анчах вӑл, ҫамрӑкскер, Польшӑри 37 ҫулти спортсменкӑна выляса янӑ.
Ҫакӑ Михаил Мамиашвилие килӗшмен. Вӑл ҫынсен умӗнчех Иннӑна питӗнчен икӗ хут ҫапнӑ. «Тражуковӑн килтех ҫапла каламалла пулнӑ: «Эпӗ сире кирлӗ самантра сутӑп, йывӑрлӑхсене, хамӑн вӑйсӑрлӑха ҫӗнмӗп, ҫавӑнпа мана пӗрлештернӗ командӑна ан кӗртӗр, — тенӗ тарӑхнӑ Мамиашвили. – Ҫапла пулса тухрӗ те: Тражуковӑна Риона ӑнсӑртран лекнӗ 37-ри сортменка ҫӗнтерчӗ».
Инна Тражукова Раҫҫее таврӑнсан прокуратурӑна ыйту ҫырасшӑн.
Роспахалӑх специалисчӗсем нумаях пулмасть шкул ачисен ҫипуҫне пахаланӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн 57 регионӗнче сутӑнакан шкул ачисен шӑлаварне туянса хакланӑ.
Тӗрӗслевҫӗсен аллине тӗрлӗ компанин 98 тӗслӗхне пахаланӑ. Чылайӑшне хамӑр ҫӗршыврах ҫӗленӗ, анчах ют ҫӗршывран кӳрсе килнисем те пур. Вӑл шутра Китай, Беларуҫ, Узбекистан, Кӑркӑстан, Турци, Болгари, Итали пур.
Ачасен шкул тумтирне пахаланӑ май ӑна 60 енпе тӗрӗсленӗ. Ҫипуҫ 800 тенкӗрен пуҫласа 4 пин тенкӗрен таран тӑнӑ.
84 производителӗн продукцине тӗрӗслевҫӗсем тиркесе пӑрахнӑ. Чи малтанах вӗсем шӑлавара епле пусмаран ҫӗленине кура тиркенӗ. Туяннинчен ҫурринче этикетка ҫинче пӗр тӗрлӗ кӑтартнӑ, пусми вара пачах урӑхла пулнӑ. Икӗ фирма вара епле материалтан ҫӗленине кӑтартса та аппаланман.
Пӗтӗм Раҫҫейри общество шухӑшне тӗпчекен центр черетлӗ ыйтӑм ирттернӗ. Хальхинче вӗсем ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсем шалуран «хура кун» валли укҫа уйӑрнипе уйӑрманнине тӗпченӗ.
Ыйтӑм пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейре пурӑнакансен 1\3 пайӗ «хура кун» валли укҫа уйӑрса хумасть. Респондентсен 27 проценчӗ укҫа пухать: тен, ӗҫрен кӑларса ярӗҫ?
Ҫавӑн чухлех процент укҫа уйӑрса хумасть, мӗншӗн тесен вӗсем пачах ӗҫлемеҫҫӗ. Ыйтӑма хутшӑннисен 11 проценчӗ хальлӗхе «хура кун» валли нухрат уйӑрмасть, анчах ҫитес вӑхӑтра вӗсем ҫакна тума пуҫласшӑн.
Ҫӗршыври ҫынсен 50 проценчӗ ӗҫрен кӑларса ярсан теприне ҫӑмӑллӑнах тупассине пӗлтернӗ. Тепӗр пайӗ ӗҫ шырасси йывӑррине палӑртнӑ.
Ыйтӑма утӑ уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче ҫӗршыври 130 ял-хулара ирттернӗ. Унта 1600 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗшне хӑпартассипе хӑпартмасси пирки пӗр вӑхӑтра самай тавлашрӗҫ-калаҫрӗҫ. Шыв ҫӳллӗшне хӑпартмалла мар тесе ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев пӗлтӗр хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ тесе те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шыв ҫӳллӗшне хӑпартни пирӗн республикӑшӑн аван тенӗрен ку хыпар самай пӑшӑрхантарчӗ.
Анчах халӗ пӑх та кур: кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗршыв правительстви кӑсӑклӑ йышӑну кӑларнӑ. «Схема территориального планирования Российской Федерации в области энергетики» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗн территорине энергетика тӗлӗшӗнчен планланӑ схема) ят панӑскерте Шупашкарти ГЭС хӑватне 2030 ҫул тӗлне 3,34 млрд кВт/сехете ҫитересси пирки каланӑ. Халӗ ку цифра — 2,21 млрд кВт/сехет.
ГЭС специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвата ун пек пысӑклатма шыв шайне хӑпартсан кӑна май килет-мӗн. Апла пулсан, Атӑлти шыв 68 метр ҫӳллӗшне ҫӗкленес шанчӑк пур теме юрать.
Воронеж облаҫӗнче нумаях пулмасть «Русь песенная, Русь мастеровая» (чӑв. Юрӑллӑ Руҫ, ӑсталлӑ Руҫ) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑх культурине кӑтартнӑ май чӑвашсем те сумлӑ вырӑн йышӑннӑ.
«Чӗрӗ ремесло» курав-ярмӑрккӑна ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫӗр ытла ӑста пухӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем тӑмран ӑсталаҫҫӗ, теприсем — тимӗрҫӗсем, виҫҫӗмӗшӗсем мамӑкран хитре япала ҫыхаҫҫӗ... Пирӗн республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн фольклор енӗпе тӑрӑшакан методисчӗ Светлана Тяхмусова хӑй те декоративлӑ прикладной ӳнер ӑсти пулнӑ май чӑваш наци тумтирӗпе паллаштарнӑ.
Фестивале уҫма 30 ытла ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӑл шутра Йӗпрӗҫ районӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ те (ертӳҫи — Александр Федулов). «Эреветпе» пӗрле куракансем те ташша тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |