Ӗнер, нарӑсӑн 1-мӗшӗнче, Мускавра хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Аварире Чӑваш Ен ҫынни, 60 ҫулти арҫын, чӗрӗ юлнӑ.
Варшава ҫулӗ ҫинче УАЗ тата «Тайота» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та УАЗ ҫине кӗрсе кайнӑ. УАЗ рулӗ умӗнче ларакан водитель руле пӑрма та ӗлкӗреймен.
Икӗ машина та ҫунма тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, УАЗ алӑкӗ питӗрӗнсе ларнӑ. Пассажирсем унтан тухма хӑтланнӑ, анчах уҫайман. Пулӑшма чарӑннӑ водительсем машина патне пырайман – ҫулӑм алхаснӑ.
Аварире тӳрех 8 ҫын вилнӗ. Тепри пульницӑра сывлама чарӑннӑ. Тӑватӑ ҫынна медицина пулӑшӑвӗ кӳнӗ. Чӑваш Енри арҫын нимӗн те астумасть, никама та палламасть. Тухтӑрсем ку вӑхӑтлӑха кӑна пуласса шанаҫҫӗ.
Иномарка водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫалхи хӗл сивӗ пуласси пирки унчченех калаҫрӗҫ. Ку тӳрре тухрӗ. Шартлама сивӗ шӑтӑртаттарать кӑна. Уйрӑмах – айлӑмра вырнаҫнӑ ялсенче. Унта ҫӗрлесерен сывлӑш температури 38 градус таран анни те пулнӑ. Юлашки 100 ҫулта Мусквра мӗнле хӗлсем пулнӑ. Хӑшӗсем асра юлнӑ?
1993-1994 ҫулсем — чи юрлӑ хӗл. Ун чухне сывлӑш температури темиҫе хутчен улшӑннӑ. Раштав, кӑрлач уйӑхӗсем ытти чухнехи пекех тӑнӑ. Анчах кӑрлач вӗҫӗнчен пуҫласа нарӑс варриччен сивӗтнӗ. Хӗле ӑсатма хатӗрленнӗ ҫеҫ — нарӑс вӗҫӗнче юр ҫума тытӑннӑ. Темиҫе кунра кӗртсем ӳссе ларнӑ – 3 ҫулти ача ҫӳллӗшех. Кунашкалли хальлӗхе пулман-ха.
1954-1955 ҫулсем — юрсӑр хӗл. Ун пекки те пулнӑ. Хӗлӗпе те 46 миллиметр хулӑнӑш юр ҫунӑ. Ҫанталӑк кӗркуннене аса илтернӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче ҫеҫ сивӗтнӗ. 1964, 1972, 1985 ҫулсенче те юр сахал ҫунӑ.
2010-2011 ҫулсенчи хӗл мускавсемшӗн тӑкаклӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн унта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Мускаври аэропортсем ӗҫлеменрен Мускав ҫыннисем малтанах палӑртса хунӑ ҫӗршывсене канма каяйман. Чукун ҫул вокзалӗнче те электроэнергипе йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре социаллӑ пособисемпе компенсацисем ӳсӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара студентсен стипендийӗн виҫи хӑпарӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтернӗ.
Социаллӑ тӳлевсем инфляци виҫипе килӗшӳллӗн ӳсӗҫ. Пособисем, компенсацисем 5,4 процент хӑпарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара стипенди фончӗ пысӑкланӗ. Кӑҫал студентсен индексацийӗ 5,9 процент пулӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку тӗлӗшпе 706 миллиард тенкӗ тӑкаланӗ.
«Чӑвашфильмпа» «Чеченфильм» пӗрлехи проекта пурнӑҫлаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри делегаци Чечня Республикинче пулнӑ. Рамзан Кадыров вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.
Делегаци малтан Грозный хулинче пулнӑ, унта пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑ, документсене, килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чечняри кинематографистсен опычӗ чӑвашсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Делегаци Ҫурҫӗр Осетире те пулнӑ. Вӗсем Беслан хулинче 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе салтаксене пуҫ тайнӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре «Мусульманин» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унӑн тӗп продюсерӗ — Юрий Спиридонов. Сценари авторӗ — Илья Земляной. Фильм мӗн пирки пулнине хальлӗхе каламаҫҫӗ. Анчах унта паллӑ темиҫе актер ӳкерӗнме килӗшни вӑрттӑнлӑх мар.
Малашне ҫемьери ҫывӑх ҫынсене ҫапнине пуҫиле ӗҫсен йышне кӗртмӗҫ. Куншӑн административлӑ явап тыттарӗҫ.
Анчах пӗрремӗш хут хӗнесен ҫеҫ пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче ҫирӗпрех явап ҫав-ҫавах тытма лекӗ.
Саккун проектне РФ Патшалӑх Думи ырланӑ. Хӗнени ӳт-пӗве ҫапса ыраттарнине пӗлтерет. Сывлӑха шар кӑтартнине, ҫынна ӗҫлейми тунине ҫакӑн йышне кӗртмеҫҫӗ, унашкалли чухне хытӑрах явап тыттарӗҫ.
2015 ҫулхи статистика пӗлтернӗ тӑрӑх ҫемьери харкашусенче 50,8 пин ҫын асап тӳснӗ. Вӗсен шутӗнче 36,5 пинӗшӗ — хӗрарӑмсем, 11,8 пин — ачасем. Арҫынсене йышӗ 5% кӑна пулнӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «фанфуриксене» 30 кунлӑха сутма чарасси пирки йышӑну тунӑччӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Ку йышӑну кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑйран тухмаллаччӗ. Анчах Роспотребнадзор «фанфурика» 60 кунлӑха сутма чарма сӗннӗ. Премьер-министр вара ҫакна ырланӑ, паян ку йӗркене тӑсма йышӑннӑ.
РФ Правительстви «фанфурик» сутма чарнӑ вӑхӑтра Раҫҫейре ку эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ чакнине ӗнентереҫҫӗ.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министерствин профилактикӑллӑ медицинӑн ӐТЦ (ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗ) сайтӗнче хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе рекламӑлассине чарма сӗннӗ. Сывӑ пурнӑҫпа пурӑнма хистекен тӗллевлӗ программӑра кӑлпассине, шоколада тата газлӑ шӗвеке вӑхӑт тӗлӗшӗнчен рекламӑра чару кӗртмелле тенӗ.
Стратегине хатӗрлекенсем хӑйсен хучӗнче организма сиен кӳрекен апат-ҫимӗҫпе — тӑварпа, сахӑрпа, ҫуллӑ йӳҫексен транс-изомерӗсемпе, ҫӑра чӗрчун ҫӑвӗпе — мӗн чухлӗ усӑ курнине патшалӑхра шута илменни пирки каланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсемпе юнашар пылак шывпа чипс сутас тӗлӗшпе чарусем сахал пулни пирки те асӑннӑ.
Хута хатӗрлекенсен шухӑшӗпе сывлӑха сиен кӳрекен таварсене рекламӑлас тӗлӗшпе чарусем кӗртмелле, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе туса илекенсене вара — пулӑшмалла.
Ҫур литр шурӑ эрех хакӗ мӗн чухлӗ пулмалла? Ҫак ыйтӑва Раҫҫейре хӳрӗ сӳтсе яваҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.
Унччен РФ Финанс министерстви ҫур литрлӑ эрехӗн чи пӗчӗк хакне 190 тенкӗрен 219 тенкӗ таран хӑпартма сӗннӗ. Урӑхла каласан, 15 процент хаклатма сӗннӗ. Анчах министерство кайран урӑхларах шухӑшлама тытӑннӑ. Ведомство эрех хакне 204-205 тенкӗ таран хӑпартма сӗннӗ.
Эрех хакӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ӳсӗ. Вӑл мӗн чухлӗ хӑпарассине Финанс министерстви 1-2 эрнере татса пама шантарнӑ.
Хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем кая юлса ҫитнишӗн Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем пассажирсене укҫан саплаштарма йышӑннӑ. Тариф кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Пуйӑс 60 минутран пуҫласа 119 минутчен кая юлса ҫитсен ҫул укҫин 25 процентне саплаштармалла, 120 минут ытла кая юлса ҫитсен — 50 процент.
Пуйӑс ҫутҫанталӑкри сӑлтавпа тата ытти ҫавӑн йышши инкеке пула юлса ҫитнишӗн компенсаци тӳлемӗҫ.
«Сапсан» тата «Аллегро» пуйӑссем кая юлса ҫитнишӗн укҫа саплаштарма ыйтса ҫырнине 30 кунта пӑхса тухӗҫ. Ӑна пуйӑс пуҫлӑхӗ, проводник е кондуктор урлӑ ҫитерме пулать. Укҫа саплаштарма ыйтса пуштӑ урлӑ та ҫырма пулать. «Сапсан» пирки кӑмӑлсӑрланӑва 45 кунтан кая юлмасӑр ҫырмалла, «Аллегро» тӗлӗшпе — 30 кунтан юлмасӑр.
Чӑваш Енри мусӑкҫӑ Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне Дима Билана ҫӗнӗ проект хута яма пулӑшнӑ. Унӑн тизерӗ тӗнче тетелӗнче пур ӗнтӗ. Кӗҫех клип премьери пулӗ.
Ҫӗнӗ проект валли юрра Шупашкарти мусӑкҫӑ Антон Шаплин хатӗрленӗ. Вӑл унӑн анонсне халӑх тетелне вырнаҫтарма ӗлкӗрнӗ. Юрӑ «Монстры в твоей голове» (чӑв. Сан пуҫӑнти хӑратмӑшсем) ятлӑ. Мистика клипӗн премьери кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ.
Паллӑ юрӑҫ Дима Билан ҫӗнӗ клиппа фаначӗсене тӗлӗнтересшӗн. Унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем ҫакна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |