Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлассипе ӗҫлекен патшалӑх корпорацийӗн фончӗн правленийӗн председателӗпе — генеральнӑй директорӗпе Константин Цицинпа тӗлпулнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен хӑтлӑ хваттере куҫарассипе йышӑннӑ программӑри ыйтусене сӳтсе явас ӗҫе ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатас ыйтупа патшалӑх корпорацийӗ регионпа тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫле. 2008-мӗш ҫултанпа фонд республикӑра пурӑнакансен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса пама пӗтӗмпе 10 млрд тенкӗ куҫарса панӑ. «Регионти хӑш-пӗр муниципалитетра программӑна туллин пурнӑҫласа та ӗлкӗрнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗмӗрлере тата Шупашкарта ыйтӑва туллин татса паманни сисӗнет. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне программӑна вӗҫне- хӗрне ҫитерме тӗллев лартнӑ. Ку енӗпе никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Раҫҫейре чи ырӑ кӑмӑллӑ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта ҫынсем Пӗтӗм Раҫҫейри марафона хутшӑннине шута илнӗ.
Акцие Раҫҫейри Общество палати, Волонтер центрӗсен ассоциацийӗ, Роспатриотцентр, Раҫҫейри тӗнче фончӗ йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсене ырӑ ӗҫ тӑвас ӗҫе ытларах хутшӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ҫӗршыври «Ырӑ ӗҫсен марафонӗ» акцие пӗтӗмлетнипе килӗшӳллӗн, Шупашкар танлаштарӑмра пӗрремӗш теҫеткене кӗнӗ. Малти йӗркене Якутск йышӑннӑ, унтан — Мускав. Питӗр виҫҫӗмӗш вырӑна лекнӗ. Пӗрремӗш теҫеткене Шупашкарсӑр пуҫне Новочеркасск, Чӗмпӗр, Омск, Вологда, Екатеринбург кӗнӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗрев-куҫав аппарачӗ аманнисен ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейри ӑмӑрту пуҫланнӑ. Ун пек ӑмӑрту Олимп резервӗн республикӑри 3-мӗш спорт шкулӗн манежӗнче кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.
Виҫӗ кунлӑх ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 39 регионӗнчи 350-а яхӑн спортсмен пуҫтарӑннӑ. Республикӑри тӳре-шара вӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Чире парӑнмасӑр ҫитӗнӳ патне талпӑнакансене хамӑр ҫӗршыври пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Олегг Костюченко та хавхалантарнӑ. «Пӗтӗм тӗнчери паралимпиада комитечӗ пирӗн ҫӗршывӑн паралимпиада комитетне кӗртмест пулин те эпир шанӑҫа ҫухатмастпӑр, малаллах ӑнтӑлатпӑр», — тенӗ вӑл.
Ҫӗнӗ Шупашкарта иртекен ӑмӑртура мала тухнисем пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнӗҫ. Спортсменсем 60, 400, 800, 1500, 3000 метра тупӑшӗҫ, техника дисциплинисенче хайсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ.
Мускаври Калуга ҫулӗ ҫинче хута каякан тоннель йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки «Московский Комсомолец» хаҫат пӗлтерет.
МИХ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак инкекре Чӑваш Ен ҫыннин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тоннель паян 11 сехетре ишӗлсе аннӑ. Пӗтӗмпе 40 тӑваткал метр лаптӑк арканнӑ.
Инкекре пӗр ҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ. Аманнисене пульницӑна илсе кайнӑ. Конструкци айне пулса вилнӗ ҫын – Алексей Андреев. Вӑл, 60 ҫултискер, Чӑваш Енрен пулнине палӑртнӑ.
Халӗ вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем конструкци айне лекме пултарнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмашӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хваттера е пӳлӗме приватизацилеме ӗлкӗрейменнисен кулянмалла мар. Ҫак пурлӑха харпӑрлӑха куҫармалли саккун хӑй вӑйне паянтан ҫухатман.
«Приватизаци вӑхӑтне миҫе хутчен тӑсса панин шутне ҫухатрӑмӑр пулӗ. Саккуна улшӑну кӗртмессерен ӑна хатӗрлекенӗсем: «Хальхинче — юлашки хут», — тесе шиклентеретчӗҫ», — тесе пӗлтернӗ паян «Хыпар» хаҫат сайтӗнче.
Чӑн та, пӗлтӗр черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ хыҫҫӑн приватизаци тапхӑрӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 14-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ вӑя кӗчӗ. Ҫав документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, приватизаци тапхӑрне палӑртман вӑхӑта тӑсса панӑ. Апла пулсан, социаллӑ найм меслечӗпе пурӑнакан хваттере е пӳлӗме харпӑрлӑха куҫарма кая юлман.
Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем валли Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑркка уҫӑлӗ. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 23-мӗшӗнче «Мегастрой» гипермаркет павильонӗнче уҫӑлӗ. Мероприятие «Удмуртия» курав центрӗ йӗркелӗ.
Ярмӑрккана Раҫҫейри 30 регионти 70 предприяти хутшӑнӗ. Сентресем ҫинче Сахалинтан, Камчаткӑран кӳрсе килнӗ пулӑ вӑлчи, пулӑ пулӗҫ. Ҫавӑн пекех фермерсем хатӗрленӗ чӑкӑтсене, сӗт юр-варне, Таджикистанри тата Узбекистанри мӑйӑрсене тата ытти япалана сутӗҫ. Корея, Япони, Китай продукцине те — соус, икерчӗ тата ытти те — туянма май пулӗ. Ярмӑрккара ҫи-пуҫ илме те, интерьера улӑштарма та май килӗ. Сочирен, Шри-Ланкӑран илсе килнӗ техӗмлӗ чей те ӗҫме сӗнӗҫ.
Ярмӑркка нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
«Тиме́р банкри» ӗҫсене малашне «Агентство по страхованию вкладов» (чӑв. Хывнӑ укҫана страхлакан агентство, кӗскен АСВ) туса пырӗ. Ҫавӑн пекех АСВ «Советский» банкри ӗҫсене те пӑхса-сӑнаса тӑрӗ. Ку икӗ банкӑн та тӗп акционерӗ «Новая нефтехимия» (чӑв. Ҫӗнӗ нефтехими) ТМЯП шутланать, вӗсем Татфондбанк ушкӑнне кӗреҫҫӗ. Экспертсен шухӑшӗпе ҫак икӗ банка уйӑрса Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗ вӗсем валли уйрӑм санаторсем (укҫапа пулӑшакансене) шырать. Ҫапла май вӗсене ҫӑлса хӑварасшӑн.
«Тиме́р банк» унччен малтан «БТА-Казань» ятпа ҫӳренӗ. Темиҫе ҫул каялла вара чӑвашсемшӗн кӑсӑклӑ ята суйласа илнӗ. Пӗлтӗр вӗсен Шупашкарти Ленин проспектӗнче офис пурччӗ. «Тиме́р банк» йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ «Татфондбанкӑн» ачи шутланать. Тӗп банкра лару-тӑру япӑхланни вӗсене те пырса тивнӗ. РБК пӗлтернӗ тӑрӑх «Тиме́р банк» укҫи «Татфондбанкра» упраннӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем ларура ларасшӑн мар. Ҫакна хыпарланӑ май «РБК» информаци агентстви час-час сиктерекенсем хушшинче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем нумайраххине асӑрханӑ. Ларӑва ҫӳреме кӑмӑлламаннисем хушшинче депутат-ҫӑлтӑрсемпе пуян усламҫӑсем палӑраҫҫӗ.
Юлашки виҫӗ уйӑхра депутатсенчен кам епле тытнине сӑнанӑ та, маларах асӑннӑ парти пайташӗсенчен 30-а яхӑн ҫын пленарлӑ ларусене ҫурринчен пуҫласа чӗрӗк пайӗ таран сиктернӗ. Ларӑва «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем те кӑмӑлласах каймаҫҫӗ темелле-ши — сиктерессипе вӗсем иккӗмӗш вырӑнта. Коммунистсемпе либерал-демократсем вӑл енчен лайӑххисен шутӗнче — ку партисен пайташӗсем хӑйсен тивӗҫне манмаҫҫӗ.
Ҫапах та экспертсенчен хӑшӗсем партисем тӑрӑх уйӑрнипе килӗшесшӗнех мар. Вӗсен шучӗпе, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсен шучӗ нумай, ларӑва сиктерекенсенчен нумайӑшӗ ҫавна май вӗсем пек пулса тухаҫҫӗ.
Мускавра Чӑвашран тухнӑ офицерсен пухӑвӗ иртнӗ. «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) офицерсен юлташлӑхӗн Мускаври организацийӗ ӗнер, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, ирттернӗ канашлӑва Хӗҫпӑшаллӑ ҫарсенче, Шалти ӗҫсен министерствинче, Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче, Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче, следстви комитетӗнче, налук полицийӗнче тата ытти вырӑнта тӑрӑшакан офицерсем пухӑннӑ. Организацие 2000 ҫулта йӗркеленӗ. Йышра — 450 ытла ҫын.
Чӑвашран тухса Чӑваш Енпе ҫыхӑну татманскерсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Юлташлӑхӑн пӗлтӗрхи ӗҫӗпе Владислав Ильин вице-адмирал, вӑл Мускаври организацин ертӳҫи, паллаштарнӑ. Унта Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Юрий Акиньшин хутшӑннӑ. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ҫывхарнӑ май офицерсене вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе саламланӑ. Уйрӑмах хастаррисене республика ертӳҫин тав хутне панӑ.
Мускавра кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче «Голос. Дети» проект валли клип ӳкернӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ.
Шупашкарти 31-мӗш шкулта ӑс пухакан Александр Долинский телепроекта хутшӑнакан Рагда Ханивӑн тата Саша Савиновӑн клипӗнче тӗп роле калӑпланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, KID LIKES Cinema Production ача-пӑча компанийӗ клипра ӳкерӗнмешкӗн кастинг ирттересси пирки пӗлтернӗ. Унта Шупашкарти шкул ачи лекнӗ, ӑна тӗр роле шаннӑ.
«Летай» юрӑ клипне Мускавра тата Одинцовӑра ӳкернӗ. Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче унӑн премьери пулнӑ. Сценари ҫапларах: тӗп сӑнар хоккейла вылясшӑн, анчах лару-тӑру пачах урӑхла пулса пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |