Раҫҫейре
![]() Шупашкарти пӗр каҫхи клубра вилнӗ ҫамрӑк арҫын пирки Пӗрремӗш канал сюжет ӳкернӗ. Кун пирки «Мужское\Женское» кӑларӑмра кӑтартӗҫ. Александр Гордон тата Юлия Барановская ертӳҫӗсем эфира Александр Комиссаровӑн тӑванӗсене – амӑшне Ольгӑна тата пиччӗшӗпе арӑмне Алексейпа Ольгӑна – чӗннӗ. Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхи клубра ҫамрӑк арҫын вилнӗ. Ҫавна май унти хуралҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Авӑнӑн 23-мӗшӗнчен Сашӑн 40 кунхи пулнӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем Мускава кӑларӑмра ӳкерӗнме кайнӑ. Ольга Комиссарова каланӑ тӑрӑх, ӳкерӳ 1,5 сехете тӑсӑлнӑ. Сашӑн тӑванӗсем кӑларӑма пӗр хӑрамасӑр ӳкерӗнме килнӗ ҫынсене тав тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |