Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Хӗллехи каникулта епле кантараҫҫӗ? Телее, кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекет. 30-мӗшӗнче ӗлеттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗрен ӑна нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗ ҫине куҫӑрӗҫ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗшӗн, вӑл шӑматкуна лекет, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кантараҫҫӗ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫынсем 9 кун канӗҫ.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫее ют ҫӗршывран вӑхӑтлӑх килекен ҫынсене квота парасси пирки алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул пирӗн ҫӗршывра ют тӑрӑхран 111 пин ҫын килейӗ. Кӑҫалхипе танлаштарсан, ку 15 пин сахалрах.
Ҫӗршывӗпе илес тӗк, ҫитес ҫул ют ҫӗршывран ҫынсем сахалрах килӗҫ. Чӑваш Ен вара, кӑҫалхипе танлаштарсан, ытларах ҫын йышӑнӗ. 2017 ҫулта пирӗн пата 200 мигрант килме пултарӗ.
Ку кӑтарту Атӑлҫи тӑрӑхӗнче — чи пӗчӗккисенчен пӗри. Мари Республикине тата Удмурт Республикине ют тӑрӑхран 100 ҫын килӗ.
Инҫе ҫула пуйӑспа каяс пулсан малашне билета 60 кун маларах туянма май пулӗ. Ку улшӑну раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Эппин, ҫав кун пассажир ҫитес ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ валли билет туянайӗ.
Хальлӗхе билета 45 кун маларах сутаҫҫӗ. Урӑх ҫӗршыва каймалли билетсене 60 кун маларах сутӗҫ. Тӗслӗхрен, Мускав – Таллин, Питӗр – Хельсинки "Аллегро", Мускав – Хельсинки "Лев Толстой", Мускав – Ницца, Мускав – Париж, Мускав – Варшава, Мускав – Прага, Мускав – Пекин). Ҫаван пекех час-час усӑ куракан пуйӑссем ҫине: Мускав – Питӗр ("Сапсан", №1/2 "Красная стрела", №3/4 "Экспресс"), Мускав – Хусан (№1/2 "Премиум", №23/24 Мускав – Хусан, Мускав – Чулхула (№35/36 "Нижегородец"), Мускав – Самара(№ 49/50).
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унта пуҫтарӑннисем пурлӑха тухӑҫлӑ епле усӑ курмалли пирки калаҫнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑнӑн ертӳҫи, Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Вениамин Кондратьев пурлӑха май килнӗ таран ытларах усӑ курмаллине, тупӑш кӳменнине вӑл приватизацилемеллине палӑртнӑ. РФ экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, Патшалӑх пурлӑхӗпе ӗҫлекен управлени ертӳҫи Дмитрий Пристансков Росстатӑн тата Федерацин налук службин регионсенчи управленийӗсен муниципалитетӑн тата патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗсем пирки актуаллӑ информаци пӗлтермеллине чӗнсе каланӑ.
Аса илтеретпӗр, РФ Патшалӑх Канашӗн консультаци канашне ҫӗршыв ертӳҫине социаллӑ-экономика аталанӑвӗнчи ҫивӗч ыйтусене палӑртма пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗччӗ. Унта пирӗн регион ертӳҫи те кӗнӗччӗ.
Раҫҫейре Пысӑк этнографи диктантне пӗтӗмлетнӗ. Акцие 90 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Аса илтерер: диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫырнӑ.
Диктант кӑтартӑвӗсене пӗр уйӑх тишкернӗ. Штаб ӗҫченӗсем Раҫҫейри ҫынсем ӑна вӑтамран миҫе баллӑх ҫырнине палӑртнӑ: 100-тен 54 балл пухнӑ.
Диктанта чи лайӑх ҫыракансем — Тутарстан ҫыннисем. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Кабардино-Балкари тата Смоленск облаҫӗ лекнӗ. Амур облаҫӗ чи сахал балл пухнӑ. Чӑваш Енри ҫынсем вара диктантра вӑтамран 57,3 балл пухнӑ. Ҫапла пирӗн республика танлаштарӑмра 20-мӗш йӗркене йышӑннӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан 12 ҫулти хӗрача та диктанта хутшӑннӑ. Вӑл — чи ҫамрӑкки. Мӑкшӑ Республикинче вара 80-ри арҫын диктант ҫырнӑ.
Ку акцие ҫулсеренех ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫурална хӗр Мускавра экстремистсем патӗнче тыткӑнра пулнӑ. Елена М.-н амӑшӗ полицие пӗлтермен пулсан, тен, никам та хускалмӗччӗ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн хӗрне ИГИЛа () ямашкӑн тытса тӑнӑ.
Оперативниксем хӗре Мускавӑн хӗвеланӑҫ енче тупнӑ. Унта вӑл сакӑр арҫынпа пурӑннӑ. Елена М.-на савнийӗпе пӗрле хваттерте пӗр уйӑх хупса усранӑ. Ахӑртнех, хӗре психотроплӑ япаласем ӗҫтернӗ.
Оперативниксем пӑлӑртнӑ тӑрӑх, унччен Елена Сири ҫыннипе тӗл пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл тӗне улӑштарнӑ. Унтан Карачай-Черкесси ҫыннипе пурӑнма тытӑннӑ.
Халӗ ҫав хваттерте пурӑннӑ арҫынсене полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
ИГИЛ — Раҫҫейри тата ытти ҫӗршывсенчи ӗҫне чарнӑ террористла пӗрлешӳ.
Канашри водительсен курсӗнчи занятире пулнӑ пӑтӑрмах пирки телекуравпа кӑтартнӑ. «Калина» машина салонӗнче тосол сирпӗнсе тухнӑ. Ҫакна пула ҫав курсра вӗренекен хӗр пиҫсе кайнӑ.
Ура айӗнче вӗри тосол пӗрӗхме тытӑнсан хӗр хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине часах салтайман. Инструктор ӑна пулӑшман. Хӗр каланӑ тӑрӑх, НТВ телеканалти ӳкерӳ ушкӑнӗ киличчен автошкулти ертӳлӗх ун патне пӗрре те шӑнкӑравламан. Директор патне камерӑпа килсен лешӗ тӳрре тухмалли сӑлтав тупнӑ: «хӗр хӑй мӗншӗн унпа ҫыхӑнман?»
Инструктора ӗҫрен кӑларма шантарнӑ вӑл. Хӗрӗн сипленмешкӗн хӑйӗнех эмел илмелле. Кун пирки директора каланӑ. «Кӗсьерен укҫа кӑларса тыттармалла-и?» — тенӗ лешӗ. Ҫаплах тунӑ вӑл: кӗсйинчен 5 пин тенкӗлӗххи кӑларнӑ та расписка ҫыртарса хӗре тыттарнӑ.
Ҫав машина халӗ экспертизӑра-мӗн. Инструкторӑн шухӑшӗпе, ку «савутрах тунӑ кӑлтӑкшӑн» пулнӑ. Анчах вӑл хӗре мӗншӗн пӗрре те килсе курман? Хуравӗ ансат: «Ҫулӗ инҫе».
Паллӑ политик Владимир Жириновский Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем ташланине ырланӑ. Кун пирки ldpr.tv портал пӗлтерет.
Владимир Вольфович РФ Патшалӑх Думинче журналистсем умӗнче тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн калаҫӑвӗнче вӑл Кӳкеҫри тухтӑрсем флешмоб ирттерни пирки сӑмах хускатнӑ.
— Манӑн шухӑшпа, ку тӗрӗс. Ташша пропагандӑламалла, ҫынсем ан ывӑнччӑр, хускану пултӑр, — тенӗ политик. Жириновский Совет Союзӗнче пурӑннӑ ҫынсем кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче производство гимнастикине туни пирки аса илнӗ.
Дворкович вице-пермьер Дмирий Медведева ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Платон» виҫине 1,53-рен 2,06 тенке хӑпартма сӗннӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчен вара 3,06 тенкӗ тӳлеттерме каланӑ. Ку — федераци ҫулӗпе ҫӳренӗ пӗр ҫухрӑмшӑн.
Аса илтерер: «Платон» ҫулталӑка яхӑн ӗҫлет. 12 тоннӑран ытларах таякан машинӑсен водителӗсем федераци ҫулӗпе ҫӳренӗшӗн налук тӳлеҫҫӗ. Чи малтанах кашни ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ илме сӗннӗ. Анчах водительсем протеста тухсан ку виҫене 1,53 тенке хӑварнӑ. Ҫуркунне ӑна ӳстерме палӑртнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви ку виҫене 3 ҫуллӑха хӑварма сӗннӗ. Ку таранччен водительсенчен 16,1 миллиард тенкӗ пуҫтарнӑ.
Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче РФ транспорт министрӗ Максим Соколов ҫӑмӑллӑхлӑ тапхӑр вӗҫленнине пӗлтернӗ. Анчах дальнобойщиксем виҫене хӑпартассине хирӗҫ.
Мускавра 27 ҫулти пӗр хӗр хӗрӗх миллион тенкӗ тӑракан туй кӗпипе качча тухнӑ. Пӗр тени тӗрӗсех мар: ахаль-махаль ҫыннӑн ачи-пӑчи мар вӑл — Таджикистанри нефть олигархӗн Илхом Шокировӑн хӗрӗ. 27 ҫулти Мадина Шокирова туйне Мускаври Radisson Royal «Конгресс-парс» хӑна ҫуртӗнче кӗрлеттернӗ.
Британи дизайнерӗ хатӗрленӗ 40 миллион тенкӗ тӑракан туй кӗписӗр пуҫне олигарх хӗрӗ наци тумӗпе те хӑнасен умне тухнӑ. Каччине Сардор тесе чӗнни паллӑ.
Пуянсен ӗҫкинче 900 ҫын таран хӑналаннӑ текен хыпар ҫӳрет. Сцена ҫине Филипп Киркоров, Стас Михайлов тата ытти юрӑҫсем тухнӑ. Уяв каҫне Иван Ургант ертсе пынӑ.
Туй хӑнисем валли 3 метр тӑршшӗ торт хатӗрленӗ. Ӑна Ренат Агзамов кондитер пӗҫернӗ. Туй ирттерме 30 миллион тенкӗ тухса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |