Ӗнер Питӗрте метрора сирпӗнӳ пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Юлашки официаллӑ даннӑйсене ӗненес-тӗк, унта 10 ҫын вилнӗ, 47-ӗн аманнӑ.
РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Вероника Скворцова пӗлтернӗ тӑрӑх, 7 пассажир взрыв вӑхӑтӗнче вилнӗ. 2 ҫын пульницӑра сывлама пӑрахнӑ, тепӗр 1 ҫын пульницӑна илсе кайнӑ чухне куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Аманнӑ 47 пациентран 6-шӗн сывлӑхӗ йывӑртарах-ха.
Следстви комитечӗ ку теракт пулнӑ тесе шухӑшлать. Питӗрти метрополитена икӗ ҫын сирпӗтме пултарнӑ. Ҫынсем курнинчен ҫакӑ паллӑ: террорист малтан портфель хӑварнӑ та тепӗр вакуна куҫнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫан алӑксем уҫӑлман, пассажирсем чӳречерен тухнӑ.
Иккӗмӗш бомба пулнине официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ӑна «Площадь восстания» (чӑв. Пӑлхав тӳремӗ) станцире хӑварнӑ. Телее, ӑна вӑхӑтра тупнӑ.
Видокамерӑсем теракта тума пултарнӑ ҫынна ӳкерсе юлнӑ. Анчах ҫав ҫын кайран полицие хӑй килнӗ те айӑплӑ маррине пӗлтернӗ. Халӗ «Теракт» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах ытти версие те тишкереҫҫӗ.
Кӑҫал Раҫҫей патшалӑхӗ Аслӑ Октябрь революцийӗ тата Нарӑс уйӑхӗнчи пӑлхавӑр пулса иртнӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫавна май хӑшӗ-пӗри вӑхӑт ҫаврӑмӗ каллех тепӗр ҫавра тунӑ тесе ҫак вӑхӑталла тепӗр пӑлхавӑр кӗтет. Анчах ҫӗнӗ революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-ши?
Пирӗн халӑхӑн аслӑ ывӑлӗ В.И. Ленин ҫырнӑ тӑрӑх пӑлхавӑрӑн виҫӗ паллине палӑртма пулать: пӗрремӗшӗнчен, ертӳҫӗсем кивӗлле ӗҫлейменни; иккӗмӗшӗнчен, хура халӑх кивӗлле пурӑнасшӑн марри, виҫҫӗмӗшӗнчен халӑхӑн пысӑк пайӗ, ҫав шутра влаҫрисем хӗтӗрнипе те, хӑйӗн хастарлӑхне ӳстерни. Ҫак палӑрӑмсем пӗрлешсен, имӗш, пӑлхавӑр тухать.
1905-мӗш тата 1917-мӗш ҫулхи революцисен никӗсӗ тем тесен те темиҫе ҫул маларах йӗркеленнӗ. Паллах, халӑх пӑлхава ҫӗкленмелли сӑлтавсем сахал пулман, ҫавах та чи пӗлтерӗшли — 1861 ҫулта крепостла правӑна пӗтерни. Шӑп ҫав вӑхӑт чи пысӑк витӗм кӳнӗ те. Мӗншӗн? Хресченсене ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл вӑхӑтри хресченсем мар, вӗсем ачисемпе мӑнукӗсем ҫеҫ чӑн-чӑн ирӗклӗхе туйса илме пуҫланӑ. Патша ирӗк кӑларнӑ хресченсем вара тем тесен те нумай ҫул хушши кивӗллех пурӑннӑ, кивӗллех ҫӑпата ҫӗтнӗ.
Иркутск облаҫӗнче ҫынсем фанфурик ӗҫсе наркӑмӑшланса вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре ҫак шӗвеке сутма чарнӑ. Ку чару вӑхӑтлӑха кӑна пулнӑччӗ.
Анчах малашне те фанфурик суттармӗҫ. Раҫҫейри тӗп санитар тухтӑрӗ Анна Попова ку чарӑва татах тӑснӑ. Йышӑнупа килӗшӳллӗн, фанфурика тепӗр 90 кун сутма юрамасть.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 28 процент ытларах спиртлӑ шӗвексене сутма юрамасть. Ҫавӑн пекех спиртран тунӑ ароматизаторсемпе хушкӑчсем те ҫак списока кӗнӗ. Кантӑк тасатмалли шӗвеке ҫеҫ пырса тивмест ку.
Аса илтерер: спиртлӑ шӗвексене 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сутма чарнӑ. Ку чарӑва икӗ хут тӑснӑ ӗнтӗ.
Паян Питӗрте «Технологический институт» тата «Сенная площадь» станцийӗсен ҫывӑхӗнче 14 сехет те 40 минутра метро вакунӗнче взрыв пулнӑ. Наци антитеррор комитечӗ пӗлтернӗ тӑрах, хальлӗхе паллӑ мар взрыв хатӗрӗ сирпӗннӗ. Вырӑнта ФСБ ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Взрыв хыҫҫӑнах пассажирсене эвакуациленӗ, суранланнисене пулӑшу кӳнӗ. Питӗрти прокуратура ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ӑна хула прокурорӗ Сергей Литвиненко сӑнаса тӑрӗ. Вӑл пӑтӑрмах вырӑнне ҫитнӗ.
Малтанах метрори взрывра 10 ҫын вилни пирки пӗлтернӗ. Кайран ку хисеп 9-па танлашнӑ. Взрыв вӑхӑтӗнче 20 ытла ҫын аманнӑ. Халӗ вӗсене психологи тата медицина пулӑшӑвӗ кӳреҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫынсем те Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ҫӗр лаптӑкӗ илме пултарасси пирки унччен ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пирӗн ентешсем унта лаптӑк илес тесе заявлени ҫырса панӑ.
«Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи гектар ҫинчен» саккунӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пурнӑҫласси Раҫҫейре нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫӗршыври 17 пин ытла ҫын унта ҫӗр лаптӑкӗ илесси пирки заявлени ҫырнӑ. Пирӗн республикӑра пурӑнакан 50 ҫын та унта ҫӗр лаптӑкӗллӗ пуласшӑн.
Аса илтерер: ҫӗр лаптӑкне пилӗк ҫуллӑха параҫҫӗ. Кайран ӑна тара илме е харпӑрлӑха куҫарма пулать.
Раҫҫейре эрех хакне хӑпартасшӑн. РФ Финанс министерствине ҫур литр эрех хакне 219 тенкӗ таран ҫитерме хушнӑ. Кун пирки «Интерфакс» пӗлтерет.
Аса илтерер: халӗ ҫур литр эрех сахалтан та 190 тенкӗ тӑрать. Унӑн хакне 29 тенкӗ ӳстересшӗн. Документа Кремльте пӑхса тухӗҫ, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хатӗрлеме пӗтерӗҫ.
Рф Правительствинче ку ыйту пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Эрех хакне ӳстересси пирки кӑрлач тата нарӑс уйӑхӗсенче сӑмах хускатнӑ.
Эрех тенӗрен. Нумаях пулмасть Шупашкарта 26 пин литр суя эрех тупнӑ, ӑна хуҫисенчен туртса илнӗ. Кун пирки те Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ.
Йӗрке хуралҫисем Смоленскра чирлӗ ачасем валли укҫа пухакан чӑваш фончӗпе интересленнӗ. Фонда Ҫӗнӗ Шупашкарта регистрациленӗ. Хӑй вара Смоленск тӑрӑхӗнче ӗҫлет.
Фонд элчи каланӑ тӑрӑх, вӗсем пухнӑ укҫан 20 процентне хӑйсене илеҫҫӗ. Тата ҫакна палӑртнӑ: реклама листисем ҫинче кӑтартнӑ банк карттин реквизичӗсем чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн мар, хӑйӗн счечӗ ҫине кирлӗ ҫӗре куҫаракан организацин пулнӑ.
Ҫитменнине, Смоленски Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче чирлӗ ачасем валли ҫул ҫитмен ачасем укҫа пухаҫҫӗ.
РФ Ӗҫлев министерстви 2018 ҫулта мӗнле канасси пирки шухӑшлать. Канмалли кунсем тата уявсем пирки постановлени проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи каникул 10 куна тӑсӑлӗ раштавӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тата ытти увра канмалли кунсем пулӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче вара 1 кун ҫеҫ ӗҫе тухмалла мар.
Ҫавӑн пекех пушӑн 9-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кантарӗҫ. Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Пушӑн 8-11-мӗшӗсенче кантараҫҫӗ. Акан 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫлеттермеҫҫӗ. Ҫӗртмен 10-12-мӗшӗсенче кантараҫҫӗ. Чӳкӗн 3-5-мӗшӗсенче те ӗҫе тухмӑпӑр.
Паян Патшалӑх Думин ларӑвӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Владимир Жириновские (ЛДПР парти ертӳҫи) сӑмах парсан вӑл Мускав облаҫӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене хурласа пӗтернӗ. Микрофон умӗнчен каяс умӗн вара ҫитес ҫулхи суйлавра ҫӗнтерес пулсан «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене ҫакма тата персе пӑрахма хатӗр пулни ҫинсен каланӑ.
«Вӑрӑ-хурахла ӗҫсем сирӗн унта, Мускав облаҫӗнче! Вӑл чи криминаллӑ, чи преступлӑ область. Малтанхи Громов кӗпернаттӑр мӗнле апла пулнӑ, паян та ҫаплах... Куратӑр-и, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» мӗн хӑтланать? Акӑ вӗсем — сутӑннӑ депутатсем, ҫӗр хут сутӑннӑскерсем. Вӑрӑ-хурахсене тата мафине хӳтӗленӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейе» кӑларса ҫапмалла, депутат мандачӗсене туртса илмелле! Ҫитес ҫулта ак Кремле кӗрсе ларӑп, вара пурсӑра та сире персе пӑрахӑп, ҫакӑп» — тенӗ ЛДПР ертӳҫи.
Ытти фракцисен депутачӗсем Владимир Жириновские хӑйӗн сӑмахӗсемшӗн каҫару ыйтма каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |