Паян «Мегафон» операторӗн абоненчӗсем ҫыхӑнусӑр юлнӑ. Кӑлтӑксем 11 сехетре пуҫланнӑ. Ҫыхӑну ҫуккине Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫеҫ мар, ытти регион ҫыннисем те пӗлтернӗ.
«Мегафон» абоненчӗсем шӑнкӑравласа ҫитеймеҫҫӗ, ҫыхӑнӑва тухаймаҫҫӗ. Мускав, Чулхула, Рязань, Самар тӑрӑхӗсенче те кунашкал лару-тӑру.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем тӗнче тетелне кӗме май пулнӑ, анчах шӑнкӑравлама май килмен. Пӗри ав вунӑ хутчен шӑнкӑравласан ҫеҫ амӑшӗпе ҫыхӑнӑва тухайнӑ.
«Мегафон» операторӗсем ку пӑтӑрмах пирки пӗлеҫҫӗ, ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ытти ҫыхӑну операторӗсен абоненчӗсем те хушӑран кӑлтӑксем сиксе тухни пирки пӗлтернӗ.