Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Экономика
![]() «Тиме́р банкри» ӗҫсене малашне «Агентство по страхованию вкладов» (чӑв. Хывнӑ укҫана страхлакан агентство, кӗскен АСВ) туса пырӗ. Ҫавӑн пекех АСВ «Советский» банкри ӗҫсене те пӑхса-сӑнаса тӑрӗ. Ку икӗ банкӑн та тӗп акционерӗ «Новая нефтехимия» (чӑв. Ҫӗнӗ нефтехими) ТМЯП шутланать, вӗсем Татфондбанк ушкӑнне кӗреҫҫӗ. Экспертсен шухӑшӗпе ҫак икӗ банка уйӑрса Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп банкӗ вӗсем валли уйрӑм санаторсем (укҫапа пулӑшакансене) шырать. Ҫапла май вӗсене ҫӑлса хӑварасшӑн. «Тиме́р банк» унччен малтан «БТА-Казань» ятпа ҫӳренӗ. Темиҫе ҫул каялла вара чӑвашсемшӗн кӑсӑклӑ ята суйласа илнӗ. Пӗлтӗр вӗсен Шупашкарти Ленин проспектӗнче офис пурччӗ. «Тиме́р банк» йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ «Татфондбанкӑн» ачи шутланать. Тӗп банкра лару-тӑру япӑхланни вӗсене те пырса тивнӗ. РБК пӗлтернӗ тӑрӑх «Тиме́р банк» укҫи «Татфондбанкра» упраннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |