Амур облаҫӗнчи Белогорск хулинче «кӑмӑллӑ ҫынсен» ячӗпе палӑк уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Шухӑшлаҫҫӗ кӑна та мар. Ӗҫне вӗҫлесси кӑна юлнӑ. Палӑкӗ хатӗр. Ӑна хулана илсе пынӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫмалла.
Хӑйне евӗр палӑк пирки облаҫ правительствин сайтӗнче хыпарланӑ иккен.
Чукун монумент 1,8 метр ҫӳллӗш. Палӑк аллинче кушак ҫури тытса тӑракан салтака сӑнланӑ.
Палӑка вырнаҫтарасси Белогорск хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Станислав Мелюковӑн пуҫарӑвӗ пулнине пӗлтереҫҫӗ.
Мэр кӑмӑлне тивӗҫтерме — палӑка тума — 1,3 миллион тенке кайса ларнӑ. Ӑна нимелле хӑпартнӑ. Укҫана уйрӑм ҫынсенчен те, предприяти-организацисенчен те пуҫтарнӑ.
«Кӑмӑллӑ ҫынсем» тесе иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнче Крыма Раҫҫейпе пӗрлештермелли операци ирттернӗ патшалӑх разведка управленийӗн, тинӗс пехотин тата десантниксен подразделенийӗсене калаҫҫӗ иккен.
Мотосезон уҫӑлнӑ май ҫул ҫинче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла тесе калаҫҫӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Икӗ урапаллӑ транспорт кирек хӑш самантра та сиксе тухма пултарать. Вӗсемпе ҫул-йӗр инспекторӗсен мотовзвочӗсем ӗҫлемелле. Ҫитменнине, кӑҫалтан мопедистсен тата скутеристсен права пулмалла.
Инкекӗсем халех сиксе тухма ӗлкӗрнӗ иккен. Мопедпа ҫыхӑннӑ инкек ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре 14 хутчен пулнӑ та иккен. Вӗсен рульне кашнинчех 16 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем тытса пынӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗччен скутерпа 14 ҫултанах ҫӳреме ирӗк паратчӗҫ-ха. Кӑҫал вара 16-ран иртсен кӑна руль умне ларма юрать тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, кун валли права кирлӗ. Права пурри ҫул ҫинче асар-писер вӗҫтермеллине пӗлтермест.
Раҫҫейӗн субъекчӗсене ертсе пырас текен ҫыннӑн ҫав регионта 5 ҫултан кая мар пурӑнмалла е ӗҫлемелле. Ҫапла сӗнет иккен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Витали Злочевский хатӗрленӗ саккун проекчӗ. Кунсӑр пуҫне парламентари кӗпӗрнаттӑр посчӗшӗн кӗрешӗве РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем е Федераци канашӗн пайташӗсем тухма пултараҫҫӗ тесе палӑртнӑ.
— Регион пуҫлӑхӗн хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама опыт пулнипе пӗрлех унӑн РФ субъекчӗн ыйтӑвӗсене те пӗлмелле. Ун пек чух кӑна унӑн ӗҫӗ тухӑҫлӑрах та актуаллӑрах пулӗ, — тенӗ саккун проекчӗн авторӗ.
РФ Патшалӑх Думин экономика политики тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Евгений Федоров та ырланине пӗлтернӗ.
Сӗнӳ саккуна ҫаврӑнайӗ-и е ҫук-и — кӑна депутатсем татса парӗҫ.
Чӑваш Енрен Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем — Анатолий Аксаковпа Алена Аршинова — Раҫҫейри чи малашлӑхлӑ тата публикӑллӑ политиксем шутланаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывра кӑҫалхи нарӑс–ака уйӑхӗсенче ирттернӗ танлашӑм тӑрӑх чи паллӑ 100 политик йышне кӗнӗ.
Танлашӑма Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗ ирттернӗ. Списока тӑватӑ ушкӑна пайланӑ: «Малта пыракансем», «Ҫӳле хӑпаракансем», «Тӑнӑҫ вырӑнтисем», «Анса пыракансем».
Анатолий Аксаков 15 вырӑн йышӑнса «Ҫӳле хӑпаракансен» йышне лекнӗ. Унчченхи танлашӑмринчен вӑл пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарнӑ.
Алена Аршинова ҫамрӑк пулин те ятлӑ-сумлӑ теме юрать. Вӑл «Тӑнӑҫ вырӑнтисен» йышне кӗнӗ. 100 политик хушшинче Аршинова 51-мӗш вырӑн йышӑнать.
АКА | 21 |
РФ ял хуҫалӑх министрӗн Николай Федоровӑн пуканне Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Ткачев йышӑнма пултарасси пирки халь кӑна пӗлтернӗччӗ. Краснодар крайӗн саккун кӑларакан пухӑвӗ вара депутатсене Александр Ткачев РФ ял хуҫалӑх министрӗн должноҫне куҫасси пирки пӗлтернӗ. Ун вырӑнне вара Вениамин Кондратьев йышӑнмалла-мӗн.
Ку хыпара федераци правительствине паян Краснодар карайӗн спикерӗ Владимир Бекетов пӗлтернӗ. Бекетов Ткачев пирки каланӑ май ку информацие анлӑ ыран, акан 22-мӗшӗнче, пӗлтерессине систернӗ. Краснодар крайӗнчи влаҫпа ҫывӑх ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, Ткачев юлашки вӑхӑтра Мускава калаҫусене нумай ҫӳренӗ, кӗҫех вӑл унта ял хуҫалӑх министрӗн должноҫӗнче юлмалла-мӗн.
Ткачевӑн пресс-секретарӗ Галина Жукова вара куҫарасси пирки официаллӑ дукумент ҫуккине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паян кӗпӗрнаттӑр Краснодартах пулнӑ, хӑй вырӑнӗнчех ӗҫленӗ. Ткачев каяссине депутатсемпе сӳтсе явманнине те пӗлтернӗ пресс-службӑра.
Кремле ҫывӑх ҫӑлкуҫ вара Николай Федоров пуканне пушатас ыйтӑва татса панине хыпарлать. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех ӑна Ткачев йышӑнӗ.
Влаҫ органӗсенче ҫӳрекен сас-хура тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Николай Фёдоров иккен министр пуканне пушатма пултарать. Кун пирки Интерфакс информаци агентсвине икӗ ҫынран кая мар пӗлтернӗ имӗш. Вӑл вырӑна кам йышӑнасси пирки те ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтермелле-мӗн, паян-ыран тесен те йӑнӑш мар.
Кандидатсенчен пӗри — Краснодар енӗн кӗпернаттӑрӗ Александр Ткачев мӗн. Ҫавӑн пекех Новгород облаҫӗн кӗпернаттӑрне Сергей Митина та пӑхаҫҫӗ имӗш. Виҫҫӗмӗш ҫын — маларах Ставрополь енӗн кӗпернатторӗ пулнӑ Валерий Гаевский (пуш уйӑхӗнче ӑна Николай Фёдоровӑн ҫумне лартнӑ).
Александр Ткачев 1960 ҫулта ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Краснодар енӗнчи Выселки станцӑри комбикорм савутне ертсе пыма тытӑннӑ. Тӳрех политикӑна кӗме пуҫланӑ. малтан вырӑнти саккун кӑларакан пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, кайран — Патшалӑх Думине. Краснодар енӗн кӗпернатторӗн вырӑнне 2000 ҫулта йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн Президенчӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май тӗрмере ларакансенчен хӑшӗсене ирӗке кӑларма шухӑшлать. Йышӑну проекчӗсене РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫи вӑтам тата пысӑк мар йывӑрлӑхлӑ преступлени тунисене каҫарма шухӑшлать. Тӗрмерен тухас тесен вӗсен ҫӗршыв умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсем туни кирлӗ. Кунта, тӗслӗхрен, Афганистанри, Чечен Республикинчи тата Ҫурҫӗр Кавказ регионӗсенчи хирӗҫтӑрусене хутшӑнни кӗрет. Чернобыльти инкеке сирме хутшӑнни те амнистие лекме пулӑшайӗ. Ҫул ҫитменнисем, пӗчӗк ачаллӑ е сусӑр ачаллӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын-хӗрарӑмсем, ҫул ҫитмен ачасене пӗччен ӳстерекен арҫынсем, 50 ҫултан иртнӗ хӗрарӑмсемпе 55 ҫултан иртнӗ арҫынсем, I тата II ушкӑн сусӑрӗсем те амнисти пирки ӗмӗтленме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне йывӑр чирлисене те амнистипе кӑларассине палӑртнӑ.
Халӑх тетелӗнче ларакансем тата электрон ҫыру, мессенджер (Агент.Mail.ru, ICQ) урлӑ тата блог-платформӑсенче пӗр-пӗрин патне мӗн шӑрҫаланине вулама пуҫлӗ. Кун пек ирӗке асӑннӑ ведомствӑна РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев кӑларнӑ йышӑнупа панӑ.
Ҫак йышӑнӑва Раҫҫей ҫыннисене терроризмран хӳтӗлес тӗллевпе йышӑннӑ пулать.
Ҫӗршывӑн Правительствин йышӑнӑвӗ Роскомнадзора ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗн пирки сӑмахланнине пӗлсе тӑма ҫул уҫӗ. Информацие саракан ресурсӗсене те хайхин пӑхса тӑма тата сӑнама ирӗк пулӗ.
Ҫапах та тӗрӗслеве Роскомнадзор правӑна сыхлакан органсем ыйтсан кӑна ирттерейӗ. Мӗн ҫырнине икӗ хутчен тӗрӗслеме палӑртаҫҫӗ. Иккӗмӗш хутне – 60 кун иртсен тепре.
Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем ку ҫӗнӗлӗх тивӗҫтерменни пирки официаллӑ протокол хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Вӗсен шучӗпе вӑрттӑнлӑхра пулмалли информаци тепӗр ҫын аллине ним мар лекме пултарать.
Раҫҫейӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн Социологи департаменчӗ ҫӗршыври чи пуян хуласене палӑртнӑ. Чи тулӑххи Владивосток иккен. Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хули Мускав иккӗмӗш вырӑнта пырать. Пуянлӑх енчен виҫҫӗмӗш — Екатеринбург.
Чи чухӑн хуласем — Тольятти, Аҫтӑрхан тата Пенза.
Танлаштарӑва ҫынсенчен ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх хатӗрленӗ. Унта 18–30 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсене явӑҫтарнӑ. Вӗсен хӑйсен тупӑшне хаклама тивнӗ май хуравсенчен ҫаксене суйлама лекнӗ: укҫа апат ҫиме те аран ҫитсе пырать, укҫа апат валли тата уйрӑмах кирлӗ япала илме ҫеҫ саплашӑнать, пысӑк техника (сивӗтӗш, кӗпе ҫумалли машина) туянайратпӑр, ҫӗнӗ автомашина илейретпӑр, укҫа тем валли те (ҫав шутра хваттер е ҫурт илме те) ҫитет.
Тӗпчеве 500 ҫынтан кая мар йышлӑ хуласенче пӗлтӗр ирттернӗ.
Пурнӑҫра кирлӗ эмелсен йышне кӗрекен препаратсене малашне хаклӑрахпа сутлӑха кӑларма тытӑнӗҫ. Кун пирки Раҫҫейӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ТАСС ирттернӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ списока кӗрекен эмелсен чи йӳнӗ хакӗ хальлӗхе 50 тенкӗрен йӳнӗрех, вӑтам хаклисем — 50 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӑраҫҫӗ.
«Улшӑнӑва ҫирӗплетнӗ, тивӗҫлӗ саккуна кӑларнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра правительство йышӑну кӑлармалла. Чи пӗчӗк хаклисем 30 процент таран хӑпармалла, вӑтам сегмента кӗрекеннисем — 11,4 процент», — ӑнлантарнӑ сывлӑх министрӗ.
Пурнӑҫра кирлӗ эмелсен переченьне кӗрекен эмелсене кӑларасси хальхи вӑхӑтра тӑкаклине кура вӗсене пачах та кӑларма пӑрахӑҫласран шикленнипе хака ӳстерме йышӑннӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |