РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Павел Астахов ачасен пурнӑҫӗшӗн ӑнӑҫлӑ регионсене палӑртнӑ. Тӳрех калар: унта Чӑваш Ен те кӗнӗ.
— Пирвайхи икӗ ҫулта Раҫҫейри пур региона та инспекци тӗрӗслевӗсемпе ҫитрӗмӗр, виҫӗ пин ытла учреждени пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр. Ҫапла майпа кашни субъектра ачасем мӗнле пурӑннине калама пултаратпӑр, — тенӗ Павел Астахов ТАСС агентствӑна.
Ӑнӑҫлӑ регионсен йышне Тутарстан, Чечня, Пушкӑртстан, Краснодар крайӗ, Воронеж, Ленинград, Калуга, Тӗмен облаҫӗсем, Ханты-Манси автономи округӗ те кӗнӗ. Байкал тӑрӑхӗнче, Ярославль, Иркутск, Амур облаҫӗсенче, Хакасире, Якутире, Тверь облаҫӗнче тата Дагестанра ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн.
Рейтинга хатӗрленӗ чухне специалистсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй аппаратне килнӗ ыйтусене шута илнӗ.