Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Экономика

Кун пирки ҫирӗплетсе калама иртерех-ха, ҫапах та ҫывӑх вӑхӑтра ку ыйтӑва татса парасси пирки иккӗленмелле мар.

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Ҫӗр кодексӗн 395 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен саккуна алӑ пуснӑ. Асӑннӑ документра сӑмах нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирки сӑмах пырать.

Аса илтеретпӗр, виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене пӳрт тума, пахча е дача вырӑнне усӑ курма ҫӗр пама патшалӑх шайӗнче йышӑннӑччӗ. Путин нумаях пулмасть алӑ пуснӑ ҫӗнӗ саккун ҫӗр вырӑнне социаллӑ урӑх пулӑшу кӳме ирӗк парать.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра ку ыйтӑва епле татса парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре

Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин судпа айӑпланнӑ виҫӗ ҫынна каҫарма йышӑннӑ. Раҫҫее ертсе пыракан шелленнисен йышӗнче Чӑваш Енри арҫын та пур.

Путин Хушӑвӗпе 82-ри Александр Груданова, 51-ри Валерий Гудникова тата 32-ри Антон Ануфриенкона каҫарнӑ. Малтанхи иккӗшӗ айӑплава тимӗр решетке хыҫӗнче ирттернӗ, Ануфриенкӑна ӗҫлесе юсанмалла тунӑ.

Паян сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ мучие 2012 ҫулта Ҫӗмӗрле район сучӗ ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. ТАСС информаци агентсви пӗлтернинче мучие мӗншӗн решетке хыҫне ӑсатнине каламан.

Путин Хушӑвӗ вунӑ кунтан пурнӑҫа кӗмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tass.ru/politika/1692031
 

Раҫҫейре

Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ЗАГС органӗсем регистрацилекен актсен хакӗ ӳснӗ. РФ Налук кодексне кун пирки ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ.

Малашне пӗрлешес текенсен патшалӑх регистрацийӗшӗн 350 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тата мӑшӑрсен килӗшӗвӗпе уйрӑлмашкӑн 650 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Мӑшартан пӗри уйрӑлас тесен (тепри паллӑ мар сӑлтава пула суда пымасан, 3 ҫултан ытларах айӑплансан) те ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.

Ашшӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн — 350 тенкӗ. Хушамата, ята, ашшӗн ятне улӑштарма шухӑшланисен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Акта улшӑнусем кӗртес текенсен кӗсйи 650 тенкӗлӗх пушанӗ.

Архив справкине илмешкӗн 200 тенкӗ кирлӗ. Апостиль лартмашкӑн кашни документшӑн 2500 тенкӗ тӳлемелле. Ют патшалӑхри кашни документа тӗрӗслемешкӗн те 350 тенкӗ.

 

Раҫҫейре

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа йывӑҫа пырса тивекен ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ. Ӑна кирек мӗнле транспортпа та ятарлӑ документ пур пулсан кӑна турттарма юрать.

РФ Вӑрман кодексӗн 50.4 статйин 1 тата 2-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн малашне йывӑҫ турттарма ятарлӑ документ кирлӗ. Ӑна йывӑҫ «хуҫисен» юридици сӑпачӗсем, усламҫӑсем ҫырса параҫҫӗ.

Йӗркене пӑсакансене административлӑ штраф тӳлеттерӗҫ. Должноҫри ҫынсене — 30-50 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсене — 500–700 пин тенкӗ. Йывӑҫа тата транспорта туртса илӗҫ.

Палӑртмалла: ҫакнашкал йӗркене пӑсни пирки протоколсене ШӖМ ӗҫченӗсем те ҫырма пултараҫҫӗ.

 

Тӗнче тетелӗ

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫейре юридици пӗлтерӗшлӗ корреспонденци валли электрон форматпа ятарлӑ тытӑм ӗҫлесе каймалла.

Вӑл пӗлтерӗшлӗ документсемшӗн хӑйне евӗр e-mail. Унпа организацисем те, ҫынсем те усӑ курма пултарӗҫ. Унпа усӑ курнӑ чухне электрон мелпе алӑ пусӗҫ. Вӑл тулли документ шутланӗ. Тӗслӗхрен, унпа судра та усӑ курма пултарӗҫ.

Ҫапла майпа ҫынсене тӗрлӗ документ ярса пама май пулӗ: суда каймалли повестка, штраф пирки пӗлтерни тата ытти те. Ҫыру ҫыннӑн харпӑр электрон пӳлӗмне килӗ.

Тытӑма Роскомнадзор тӗрӗслесе тӑрӗ. Электрон ҫырусене вара Раҫҫей Почти илсе ҫитерӗ. Тытӑма патшалӑх сайчӗсемпе ҫыхӑнтарӗҫ.

Проекта нарӑс уйӑхӗнче пуҫарма шутлаҫҫӗ. Ӑна халӗ тӗрӗсленӗ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр япалана ҫеҫ тумалли юлнӑ. Раҫҫей Почти кун валли 1 уйӑха яхӑн ҫеҫ кирлӗ тесе шутлать.

 

Раҫҫейре interfax.ru тунӑ сӑн
interfax.ru тунӑ сӑн

Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, паян, Раҫҫейре ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн йӗркене пӑснӑ мигрантсен Раҫҫее килме юрамасть.

Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, мигрант пирӗн ҫӗршывра 120 кунран ытларах пурӑнсан ӑна кун хыҫҫӑн 3 ҫул кунта кӗртмеҫҫӗ. 270 кунран ытларах тӑк Раҫҫее 5 ҫул кӗреймӗ.

Ку кӑна мар. Раҫҫейре 360 кунран ытларах пурӑнакан мигранта 10 ҫул кӗртмӗҫ. Ҫапла майпа миллион ытла ют граждансем Раҫҫее 10 ҫултан кӑна килейӗҫ.

Халӗ пирӗн ҫӗршывра йӗркене пӑснӑ 3 миллиона яхӑн мигрант пурӑнать. Вӗсем 90 талӑк Раҫҫейре саккунсӑр майпа пурӑнаҫҫӗ. 734 мигрант 270 талӑкран ытларах кун кунлать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75119
 

Экономика

Пурлӑха регистрацилеме кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хакланнӑ. Уйрӑм ҫынсен унччен 1 пин тенкӗ тӳлемелле пулнӑ тӑк, халӗ вӗсен 2 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Организацисемшӗн те хак хӑпарнӑ: 15 пин тенкӗрен 20 пине ҫитнӗ.

Саккун кӑларакансем патшалӑх пошлинине хӑпартнипе пӗрле ҫӑмӑллӑхсем те пӑхса хӑварнӑ. Регистрацилеме тӗнче тетелӗ урлӑ заявлени парсан хак пӗрре виҫҫӗмӗш пай чухлӗ йӳнӗрех ларӗ. Пурлӑха регистрацилени пирки ҫӗнӗ йышши свидетельство пама тытӑнасси пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ.

 

Раҫҫейре

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Раҫҫей Правительстви икӗ тарфилӑ счетчиксемшӗн вӗсен хуҫисене тӳлеттермелле мари пирки йышӑну кӑларнӑ. Тӗрӗсрех каласан, сехет ылмашнине кура ҫавсене йӗркене кӗртнишӗн кама тӳлеттересси пирки.

Ҫутӑна икӗ тарифпа — каҫхине пӗр хакпа, кӑнтӑрла — тепринпе — тӳлеме май паракан шутлав хатӗрӗсене вӑхӑта хӗллехи ҫине ылмаштарнӑ хыҫҫӑн йӗркене кӗртмелле-ҫке. Тепӗр майлӑ каласан, юпан 26-мӗшӗнчен вӗсем Раҫҫейӗн саккунӗсемпе килӗшсе тӑма пӑрахнӑ пек пулса тухнӑ темелле. Правительство йышӑнвӗнче счетчиксене управляющи компанисен хӑйсен шучӗпе тӳрлетмеллине каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.pnp.ru/news/detail/74446
 

Раҫҫейре

Пӗр-пӗр пурлӑха патшалӑх регистрацийӗ тутарнине ӗнентерекен хутсем кӑҫалтан тӗрлӗ тӗслӗ пулма пӑрахӗҫ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче вӗсене урӑхларах ҫирӗплетнӗ. Ҫав хута Росреестрӑн официаллӑ бланкӗ ҫинче пичетлӗҫ, унта ҫӗршыв гербне вырнаҫтарнӑ.

«2015 ҫулта тӗрлӗ тӗслӗ хутлӑ свидетельствӑсем пама пӑрахӑпӑр. Ун пеккисем иртнӗ вӑхӑта тӑрса юлӗҫ, — тенӗ Росреестрӑн Чӑваш Енти управленийӗн ертӳҫи Екатерина Карпеева. — Куҫман пурлӑха патшалӑх регистрацийӗ тума ыйтса ҫырнӑ, анчах хутне илсе ӗлкӗрейменнисене вӑл тӗрлӗ тӗслиех лекӗ. Ҫӗнӗрен регистрацилекенсене Росреестрӑн бланкӗ ҫине ҫырса парӑпӑр».

 

Чӑвашлӑх

Нумаях пулмасть «Каҫхи Мускав» редакцинче Мускаври халӑхсен фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ халӑх ҫынни пуҫтарӑннӑ.

Раҫҫейре 160 ытла халӑх пурӑнать. Пурин те тенӗ пекех Мускавра элчисем пур. СНГ, СССР патшалӑхӗсене шута илсен вара… пушшех те нумай.

«Каҫхи Мускав» вулакансене ҫулталӑк тӑршшӗпе Мускавра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ. Ҫак проекта туслӑха, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетес тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Сӑмах май, 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Мускаври чӑвашсен делегацийӗ Леонид Волковпа пӗрле «Мускав халӑхӗсем» телекӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл тӳрӗ эфирта 4 сехет пынӑ. Чӑваш делегацийӗ куракансене чӑваш халӑх историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе, тӗррипе паллаштарнӑ.

Раҫҫей халӑхӗсен фестивальне официаллӑ элчесем хутшӑннӑ: ҫӗршыв посолӗсем, регионсен Мускаври тулли праваллӑ элчисем, Тутарстанри, Мӑкшӑ, Чӑваш, Пушкӑрт, Карели республикисенчи, Арменири, Азербайджанри, Беларуҫри, Сербири, Узбекистанри, Украинӑри наци хореографи ушкӑнӗсем.

Пирӗн республикӑшӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Мускаври чӑваш наци культурин автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев пулнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, [89], 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑр пӗлмен ӗҫе пуҫӑнма сӗнмеҫҫӗ. Информаци ҫителӗксӗрри тата кирлӗ опыт ҫукки палӑртнине ҫӗнсе илме чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Хальхи вӑхӑтра асӑрханулӑх - ӗҫри чи лайӑх канашҫӑ.

Утӑ, 15

1918
107
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1969
56
Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем