Старовайтов депутат РФ ШӖМне ҫыру янӑ. Унта вӑл ачасене автомобильпе илсе ҫӳремелли йӗркесене улӑштарма ыйтнӑ.
Унӑн шухӑшӗпе, ҫӳллӗ ачасене, вӗсем 12 ҫултан кӗҫӗнрех пулсан та, автомашинӑра креслӑпа илсе ҫӳремелле мар. Ку меллӗ, хӑрушсӑр мар-мӗн. Депутат 150 сантиметртан ҫӳллӗрех ачасене креслӑсӑр ҫӳреме май туса парасшӑн. Е вӑл 10 ҫултан кӗҫӗнреххисене ҫеҫ кресло ҫине ларттарасшӑн.
Халӗ йӗркепе килӗшӳллӗн 12 ҫултан кӗҫӗнрех ачасен автомашинӑра креслӑсӑр ҫӳреме юрамасть. Е вӗсен ятарлӑ тытакан хатӗрпе усӑ курмалла. Анчах ача хӑйӗнпе пӗрле ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство илсе ҫӳремесен те пуларать, ҫавӑнпа унӑн ӳсӗмне тӗрӗсленӗ чухне йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Депутат сӗннӗ пек ҫӳллӗшне кура креслӑпа усӑ курмалли йӗркене пурнӑҫа кӗртсен ҫакна тӗрӗслемешкӗн рулетка ҫеҫ кирлӗ.
РФ ШӖМӗ депутатран ҫыру илнине ҫирӗплетнӗ, анчах кун пирки хальлӗхе нимӗн те каламан.
Ӗнер Раҫҫей правительстви тӗнчерен хупӑнас тӗлӗшпе тепӗр утӑм тунӑ — Future Leaders Exchange (FLEX) калӑпӑшлӑ вӗренӳ программинчен тухнӑ иккен. Вӑл программӑпа килӗшӳллӗн Раҫҫей шкул ачисем АПШ-ра тӳлевсӗр вӗреннӗ, пурӑннӑ. Правительство ҫак утӑма программӑна хутшӑннӑ пӗр ача АПШ-ра юлни пирки, «АПШ влаҫӗ ачана опекӑна илни» пирки тунӑ пулать.
FLEX программӑна АПШ Конгресӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ, унпа усӑ курса СССР-а кӗнӗ патшалӑх ачисем АПШ пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашма пултарнӑ, америка ачисен те хӑнасен пурнӑҫне лайӑхран ӑнланма май пулнӑ. Программӑна 8–10 класра вӗренекен ачасем хутшӑнайнӑ. Вӗсен ятарлӑ экзамен тытмалла пулнӑ, ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн вӗсем ҫулталӑк хушши АПШ-ри «вӑтам пурлӑхлӑ» ҫемьере пурӑнма тата шкула ҫӳреме пултарнӑ. Программӑна пурӗ 22 пин ача хутшӑннӑ, вӗсенчен 8 пинӗ — Раҫҫейрен.
FLEX программӑна хутшӑнас тесе Чӑваш Ен шкул ачисем те тӑрӑшса пӑхнӑ. Экзаменсем 4-мӗш лицейра иртнӗ. Хӑшӗ-пӗрисем ҫӗнтерсе АПШ-ра вӗренсе-пурӑнса та курнӑ пулинех.
Мускавра диагональпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем хута кайнӑ. Сӑнав тӑвас тӗллевпе юпан 1-мӗшӗнче ҫул хӗресленнӗ 10 вырӑна ҫакнашкал тӑвӗҫ. Унтан пӗтӗмлетӗҫ: кунашкал ҫул урлӑ каҫмаллисене ытти хулара малалла пурнӑҫа кӗртмелле-и?
Диагональлӗ «зебрӑна» термопластикпа ӳкереҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене 250 вариантран суйланӑ. Вӗсен ҫак ыйтусене тивӗҫтермелле пулнӑ:
- Транспорт нумай ҫӳремен вырӑн пулмалла.
- Ҫав вырӑнта ҫутӑ лайӑх пулмалла.
- Транспортсене пур еннелле ҫӳреме чаракан светофор ӗҫлемелле.
- Ҫул ҫинче транспорт 4-ран ытларах еннелле каймалла мар.
Ҫакнашкал диагональлӗ «зебрӑсене» пула ҫуран ҫӳрекенсен симӗс ҫутӑ ҫутӑласа икӗ хут кӗтмелле мар.
«Ведомости» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, «Росавтодор» тата «РТ-инвест транспортные системы» килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен 2 тоннӑран ытла таякан йывӑр тиевлӗ урапасен федераци ҫулӗпе ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлеме тивӗ.
Тариф — 1 ҫухрӑмшӑн 3,7 тенкӗ. Анчах ку хисепе кашни ҫулах инфляцие кура шутлӗҫ. Пухнӑ укҫа ҫул-йӗр фондне кайӗ.
Килӗшӗве конкурс ирттермесӗрех алӑ пуснӑ. Компани ют ҫӗршыв опытӗнчен пӑрӑнмасть, анчах унпа локализаци условинче ҫеҫ усӑ курӗҫ.
«Росатомфлот» туристсене Арктикӑна илсе тухма пӑрахас шухӑшлине систернӗ иккен. Ун пирки асӑннӑ компани пуҫлӑхӗ Вячеслав Рукша каланӑ.
Рукша пӗлтернӗ тӑрӑх хакласан, ҫывӑх вӑхӑтра пӑрҫӗмренсем ҫывӑх вӑхӑтра Аркитикӑна туристсене турттарма чарӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакна вӑл тӗп ӗҫ нумайланнипе ҫыхӑнтарнӑ. Апла тӑк туристсене ярӑнтарса ҫӳреме вӑхӑт хӗсӗкленӗ.
Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе карапсене илсе ҫӳрекен ҫав компанин пӑр ҫӗмренӗсем тӗпчев ӗҫне те хутшӑнаҫҫӗ, ытти карапсене те юсаҫҫӗ. Туризм маршручӗсене тепӗр 2-3 ҫултан пачах пӗтерме пултараҫҫӗ.
«Ведомости» хаҫат Мускав департаменчӗ транспортсене хулана тӳлевлӗ кӗртес ыйтӑва пӑхса тухнине пӗлтерет. Хальлӗхе тӳлевлӗ кӗмелли вариантсене тишкереҫҫӗ.
Ҫулталӑк вӗҫнелле концепци туса Мускаври ҫул ҫаврине (МКАД) тата Виҫҫӗмӗш транспорт ҫул ҫаврине тӳлевлӗ кӗртмелли варианта пӑхса тухӗҫ.
Халӗ транспортсене хӑш-пӗр района тӳлевлӗ кӗртекен пысӑк хуласене тишкереҫҫӗ. Автомобилистсен шухӑш-кӑмӑлне те тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем хӑш-пӗр вырӑна тӳлевлӗ кӗме, общество транспорчӗпе усӑ курма хатӗр-и?
2015 ҫулта влаҫ проекта тӗрӗслемешкӗн хута ярасшӑн. Транспортсене тӳлевлӗ кӗртни трафик лару-тӑрӑвне лайӑхлатать тӑк 2016 ҫултанпа ҫак проекта пуҫӗпех хута ярасшӑн.
Раҫҫейри топ-500 шкул йышне Чӑваш Енри 6 шкул кӗнӗ. Вӗсем 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗсенче палӑрнӑ: ППЭ-ре тата олимпиадӑсенче.
Шупашкарти 3-мӗш лицей 485-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 5-мӗш гимнази — 486-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази 487-мӗш вырӑна тухнӑ, 4-мӗш лицей — 488-мӗш. 4-мӗш гимнази 489-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Шупашкарти 1-мӗш гимнази — списокра 490-мӗш.
Шупашкарти 3-мӗш лицей Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкулсен йышӗнче 22-мӗш вырӑна тухнӑ. Кунта Шупашкарти 6-мӗш гимнази тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази лекнӗ. Ку танлашӑма (рейтинга) предмет оимпиадин кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫак списока ялти шкулсем те кӗнӗ: Элӗкри И.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Виталий Золочевский хӑйне евӗр саккун проекчӗ тӑратнӑ. Нормативлӑ хутӑн проектӗнче вӑл ҫынсем хӑйсен хваттерне (пӳлӗмне) теприсене тара яриччен кӳршӗ-аршӑран ирӗк ыйттарасшӑн. Раҫҫей шайӗнчи «халӑх тарҫин» шучӗпе ҫыннӑн хӑйӗн кампа тачка пускил пулассине пӗлме ирӗк пур.
Теприсен шучӗпе кун пек саккунӑн тӳнтерлӗхӗ те ҫук мар. Ҫапӑҫса-вӑрҫса, кӑшкӑрашса-янӑрашса пурӑнакан кӳршӗсенчен хӳтӗленес тени аван-ха. Анчах енчен ырӑ ҫынсене те тара яма ирӗк памасан? Юри, кӳрши хӑйӗн хваттерне тара ярса пурӑннине юратмасӑр кутӑнлашсан?
Хӑй вӑхӑтӗнче ун пек программа пурнӑҫланнине хӑшӗсем ас тӑваҫҫӗ пулӗ. Вӑл 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса 2011 ҫулхи ҫӗртмеччен тӑсӑлнӑччӗ. Халӗ ҫак уйӑхран ку программа ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ҫулталӑк вӗҫлениччен пырӗ. Кун пирки Раҫҫейӗн промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Хальхи программӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — вӑл ултӑ ҫултан аслӑрах машинӑсене пырса тивни. Темиҫе ҫул каяллахинче 10 ҫултан аслӑраххисене кӑна утилизацилеме ирӗк панӑччӗ. Ҫӑмӑллӑх мӗнпур йышши машинӑсене лекнине кура грузовиксемпе автобуссене те «ярӑнтарма» май килӗ.
Утилизаци программине кӗрсен ҫӑмӑл машинӑшӑн 40 пин тенкӗ компенсаци тӳлӗҫ, грузовикшӑн — 350 пин тенкӗ таран. Машина хуҫи кивӗ автомашинӑна ҫӗннипе ылмаштарас тесен ҫӑмӑл автомобильшӗн компенсаци виҫи ҫавӑн пекех пулӗ, грузовикшӑн — 350 пин тенкӗ таран.
Программӑна пурнӑҫа кӗртме 10 миллирад тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. программа пурнӑҫланнӑ вӑхӑтра правительство тӗрлӗ класлӑ 170 пин автомобиль сутасшӑн.
Росстат ҫырава ирӗксӗрлесе хутшӑнтарма йышӑннӑ иккен. Енчен те кам та кам ҫырав ирттерекене кӗртмест пулсан е хӑй пирки йӑнӑш даннӑйсем парать пулсан — укҫа тӳллетерӗҫ. Вырӑнта ҫук тӑванӗсем пирки пӗлтерме килешменнишӗн те «кӗмӗл» кӑларса хума тивӗ. Хальлӗхе штрафӗ пысӑках мар — 100–300 тенкӗ кӑна.
Асилтеретпӗр, юлашки хут ҫырав 2010 ҫулта иртнӗччӗ. Теприне 2020-мӗшӗнче йӗркелесшӗн. Ҫырав кӑҫал та пулӗ, анчах Раҫҫейӗн «ҫӗнӗ лаптӑкӗсенче» — Крымра тата Севастопольте. Вӑл юпан 14-мӗшпе 25-мӗшӗсенче иртмелле. Ҫӗнӗ саккунпа унта усӑ курӗҫ е ҫук хальлӗхе паллӑ мар-ха.
2010 ҫулхи ҫырава пӗтӗмлетнӗ май Росстат 1 миллион ҫын унта хутшӑнма кӑмӑл туманни пирки асӑннӑ, тепӗр 2,6 миллион ҫынна килте кӗтсе илеймен пулать. Вӗсем ҫине даннӑйсене туллин тултарма май килмен иккен — администрацисенче мӗн пуррипе кӑна ҫырлахайнӑ. Статистсен тепӗр пысӑк хуйхӑ — ҫынсем хӑйсем пирки тулли информаци пама килӗшменни. Тӗслӗхрен мӗнле пӗлӳ илни пирки 3,5 миллион ҫын хуравлама кӑмӑл туман, 4 миллион — тупӑш ҫӑлкуҫӗ ҫинчен каламан.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |