Хваттере е пӳлӗме тӳлевсӗр приватизацилемелли вӑхӑта каллех тӑсасшӑн. Хальхинче — 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен.
Паянхи саккунпа килӗшӳллӗн унӑн тапхӑрӗ кӑҫалхи пушӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Приватизаци тапхӑрне тӑсасшӑн ҫунакансен шучӗпе «обьективлӑ сӑлтава пула ҫынсем ҫурт-йӗре харпӑрлӑха куҫарса ӗлкӗреймеҫҫӗ». Сӑмах май, унччен те ҫавӑн пек йӳтӗмпе приватизаци тапхӑрне тӑснӑччӗ.
Приватизаци вӑхӑтне куҫарас текенсем кивӗ тата ишӗлекен ҫуртра пурӑнакансемшӗн уйрӑмах пӑшӑрханнӑ пек пулса тухать. Ара, хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма тесе вӗсем черетре тӑраҫҫӗ-ха, анчах черет ҫитнӗ ҫӗре приватизаци тапхӑрӗ вӗҫленет те хайхисен патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи хваттерпех ҫырлахма тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Пӗр ик эрне маларах вара приватизаци вӑхӑтне ҫынсен уйрӑм категорийӗшӗн тӑсас текенсем те пулнӑччӗ. Унта сӑмах тӗрмере ларакансем пирки пыратчӗ. Мӗншӗн вӗсене тӑсса парас тенине саккун сӗнекенсем хайхисем (тӗрмере ларакансем) «хисепе тивӗҫ сӑлтава пула» приватизацие хутшӑнаймассипе сӑлтавланӑччӗ.