Мускаври Капотня текен районти общежитире нумай пулмасть пысӑк ушкӑнлӑ хирӗҫ-тӑру пулса иртнӗ. Ҫапӑҫни пирки каҫхи сакӑр сехет ҫурӑсенче ҫынсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрлӗ подряд организацийӗнче ӗҫлекен рабочисем пурӑнакан общежитине 30 ытла ҫамрӑк пырса ҫитнӗ. Вӗсем Мускавра регистрациленмесӗр пурӑнакансене палӑртма тӗллев лартнӑ пулать имӗш. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче регистрацисӗр кун кунлакан пӗр ҫын травматика пӑшалне туртса кӑларнӑ, унпа пенӗ. Тӗрӗссипе, хӗҫ-пӑшала тытма унӑн лицензи те пулман иккен.
Вырӑна пырса ҫитнӗ полицейскисем 60 ҫынна илсе кайнӑ, ҫав шутран 47-шӗ общежитире пурӑнакан рабочисем ҫакланнӑ иккен.
Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев шучӗпе регионсене хавхалантарас тытӑма лайӑхлатмалла тесе шухӑшлать. Вырӑна укҫа-тенкӗ илӗртме пултаракан федераци субъекчӗсене ҫӗршыв влаҫӗсен те ытларах пулӑшмалла. Укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илекенсене кӗмӗле сахалтарах пани тӗрӗс мар.
Ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра конкуренцие аталантармаллин регионти стандартне йӗркелемелле. Регионсене инвестици илӗртме пулӑшма вара ятарлӑ агентство йӗркелемелле. Юлашкинчен асӑнни «пӗр чӳрече» текен тытӑма ҫаврӑнмалла.
Раҫҫейӗн Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи 100 пин ҫамрӑк наркотика пула вилет. Пӗлтӗр наркотик йышӑнакан 50 пин ытла ҫынна тытса чарнӑ. Маларах асӑннӑ служба пӗлтернӗ тӑрӑх, наркотик туса кӑларасси юлашки ҫулсенче 44 хут ӳснӗ. Усал ҫав наркӑмӑш пирӗн пата Афганистанран тата Вӑтам Азинчен килет.
Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, айӑплансан та наркотик дилерӗсем айӑпланнӑ патшалӑх служащийӗсенчен те ҫӑмӑлрах условие лекеҫҫӗ-мӗн.
Тепӗр япӑх ен — наркопреступленисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне уҫса парайманни. Ушкӑнпа тунӑ преступленисенчен 80 процентне уҫса параҫҫӗ. Ҫапах та ку вӑл лӑпланмалли сӑлтав мар. Иртнӗ ҫул ҫӗршывра тӗпченӗ 141 пин тенкӗрен 13 пин тӗлӗшпе кӑна ушкӑнпа тунин сӗмӗ пуррине палӑртнӑ. Раҫҫейӗн генпрокурорӗ Юрий Чайка шучӗпе наркотик контрбанди енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменнине те палӑртнӑ.
2013 ҫулта пирӗн ҫӗршывра миллиардерсен шучӗ унчченхи ҫулхинчен 12 процент чакнӑ. Ку вӑл вӗсен 422 ҫынтан 371 ҫын таран юлнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ кӑҫалхи деклараци кампанине пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Федерацин налук служби.
361 ҫын ҫулталӑкри тупӑш 1 миллиардран пуҫласа 10 миллиард тенкӗ тесе кӑтратнӑ. Унчченхи ҫул ҫавӑн йышшисем 409-ӑн пулнӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах 10 миллиард тенкӗрен ытла тупӑш илнисен шучӗ те чакнӑ. Унччен вӗсем 13-ӗн пулнӑ, халӗ — 10-ӑн.
Ҫулталӑкра 1 миллион тенкӗрен пуҫласа 10 миллион тенкӗ тупӑш илнисен йышӗ вара 21,3 процент хушӑннӑ. Ун пеккисем ҫӗршывӗпе пурӗ 443 196 ҫын. 10–100 миллионлисем — 25,3 пин ҫын (хайхисен йышӗ 0,8 процент чакнӑ); 100–500 миллионлисем — 3,8 пин ҫын (5,12 процент сахалрах); 500 миллион тенкӗрен пуҫласа 1 миллиард таран тупӑш илнисем — 528-ӑн (14,84 процент чакнӑ).
Мускавра Патшалӑхӑн хӳтӗлев наци центрне тума палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫитес ҫул вӗҫне туса пӗтерме шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ центра вӑрҫӑ тухас-тӑвас пулсан валли тесе хатӗрлесшӗн иккен. Кун пирки ҫӗршывӑн ҫар хӳтӗлевӗн министрӗ Сергей Шойгу журналистсене пӗлтернӗ.
Центра тӗп хулари Фрунзе ҫырма хӗрри ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Сухопутнӑй ҫарсен тӗп командованийӗн ҫуртӗнче йӗркелӗҫ. «Унта эпир Оборона министерствин тӗп офисене тӑвасшӑн. Анчах вӑл пӳлӗмсен шучӗшӗн тата вӗсен пахалӑхӗшӗн тӗп шутланмӗ, хӑйӗн ӗҫ тӑвас енӗпе тӗп пулса тӑрӗ», — тенӗ Шойгу. Унта ядерлӑ вӑй-хӑват управленине, ҫар управленине тата хӗҫпӑшаллӑ ҫарсен кулленхи ӗҫне йӗркелесе тӑракан ценртсем вырнаҫмалла-мӗн.
Патшалӑхӑн хӳтӗлев наци центрӗ ҫӗршывӑн ытти хӑҫ-пӑшаллӑ вӑйсен центрсен ӗҫне те йӗркелесе тӑмалла. Центра хальхи вӑхӑтри компьютер оборудованийӗпе тата программӑсемпе тивӗҫтермелле. Кунсӑр пуҫне унта вертолет лартмалли вырӑн та пулӗ.
Америка ҫыннисене Раҫҫейри тӑлӑхсене усрава парас мар тесе федераци шайӗнче йышӑну тунӑччӗ-ха. Кемӗр облаҫӗн депутачӗсем вара хӑйсен тӑлӑхӗсене Америка ҫыннисене кӑна мар, ытти ют ҫӗршывсене те парас мар тесе палӑртнӑ.
Унти депутатсен шучӗпе «ку ыйту — Раҫҫейӗн шалти ӗҫӗ». Ют ҫӗршыва лекнӗ ачасен правине пурпӗрех пӑсаҫҫӗ тесе шухӑшлани вӗсене ҫапла йышӑну тума хистенӗ-мӗн. Пӗчӗкскерсен тӳсме тивекен йывӑрлӑхсен шутне унти «халӑх тарҫисенчен» пӗри, облаҫӑн саккун кӑларакан влаҫӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Галина Соловьева, ачасем ют ҫӗршыв чӗлхине пӗлменнине те кӗртнӗ.
Беринг тинӗс пырӗ урлӑ ишсе каҫассипе ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери эстафетӑлла ишев йӗркеленӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Александрова та хутшӑннӑ. Вӑл ушкӑнри 64 экстремал-ишевҫӗ хушшинчи 11 хӗрарӑмран пӗри пулнӑ.
86 ҫухрӑма вӗсен гидрокостюм тӑхӑнмасӑр ишсе каҫма тивнӗ. Экстремалсем 20 минутшер виҫшерӗн ишнӗ. Вӗсене тухтӑрсем пӑхса тӑнӑ. Малтанхи икӗ кун хумсем вӑйлӑ пулнӑ, алӑ хытӑ шӑннӑ иккен. Кайранхи тепӗр икӗ кунӗнче шыв ӑшӑ, ишме те ҫӑмӑлрах пулнӑ.
Ишевҫӗсене кунне тӑватӑ хутчен вӑйлӑ апатлантарнӑ, саунӑра ӑшӑннӑ. Ҫыран патне ҫитес умӗн 10 минут ишевҫӗсем ялав тытса ишнӗ. Тӗрӗсрех. Ишмен-мӗн-ха, ӑшӑх вырӑн пирки унта утнӑ.
Чӑваш, Мӑкшӑ, Мари Эл республикисен тата Чулхула облаҫӗн инкекрен хӑтаракансен колонни иртнӗ кунсенче Инҫет Хӗвелтухӑҫри инкекрен хӑтарма инҫе ҫула тухса кайнӑ. Кун ҫинчен ҫурлан 20-мӗшӗнче республикӑри ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ.
Отряда ҫурлан 15-мӗшӗнче йышӑннӑ хушупе килешӳллӗн йӗркеленӗ пулнӑ. Тепӗр кунне 3 республика колонни Чулхулара, пӗрлешӳллӗ пунктра пуҫтарӑннӑ, ӗнер вара вӗсем самолётпа Инҫет Хӗвелтухӑҫа тухса вӗҫнӗ.
Подразделени ушкӑнне пӗчӗк караппа ӗҫлекен 32 патшалӑх инспекторӗ, вӗсен шутӗнче пирӗн ентешсем те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне инҫетри тӑрӑха пирӗн тӑрӑхран прицеплӑ ишмелли 16 кимӗ илсе кайнӑ. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн ентешсем Инҫет Хӗвелтухӑҫра унти лару-тӑру лайхӑланниченех ӗҫлӗҫ.
Раҫҫейӗн Инҫет Хӗвелтухӑҫ тӑрӑхне утӑ уйӑхӗнче шыв илме пуҫланӑ — инкеклӗ лару-тӑру паянхи куна Хабаровск, Амур тата Магадан облаҫӗсене сарӑлнӑ. Еврейсен автономи облаҫне те пырса тивнӗ. РФ ял-хуҫалӑх министерстви хакланӑ тӑрӑх ҫак инкекре хуҫалӑхсем 8,58 миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ.
«Тӑван Ен» хыпар телеканалӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Алтайра Каменски районӗнче ҫак кунсенче 19 ӗмӗрти ҫи-пуҫа тата куллен усӑ куракан япаласене тупнӑ. Япаласем вара чӑваш, ҫармӑс, нимӗҫ, украин халӑхӗн тесе палӑртнӑ.
Каменски районӗн пресс службинче пӗлтернӗ тӑрӑх экспедици вӑхӑтӗнче экспедиторсем 10 яла кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн пурӗ 100 яхӑн тӗрлӗ япала пуҫтарнӑ. Вӗсемпе вара «Алтай — пӗтӗм Раҫҫейӗ» ятпа уҫнӑ куравра паллашма пулать.
Паянхи ҫанталӑк кӗркуннехи пек ӑмӑрлӑ пулин те пирӗн спортсменкӑсене ку пулӑм пӗрре те кулянтармсть, ара ҫитес кунсенче пысӑк ӑмӑрту иртмелле, ҫавӑнпа та хуйхӑрма вӑхӑт ҫук — старта хатӗрленес пулать.
Нумай та пулмасть Мускавра ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Ун пирки эпир маларах хыпарланаччӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мускаври тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне йӗркеленӗ. Ушкӑна вара пирӗн 6 ентеш кӗни савӑнтарать.
Тӗнче первенствин пӗрремӗш кунхине, ҫурлан 10-мӗшӗнче марафон трассине 3 чӑваш спортсменки — Алевтина Биктимирова (Комсомольски районӗ), Альбина Майорова тата Татьяна Арясова тухать. Пурне те вӗсене ӑнӑҫу сунас килет.
Аса илтеретпӗр, ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнче чемпионачӗ Мускавра ҫурлан 10–18-мӗшсенче иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |