Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмаха ҫакланнисене тӳлевлӗ курссенче вӗрентме тытӑнтарасшӑн. Курсра аварире айӑплисем кӑна мар, унта лекнисен те вӗренме тивӗ-мӗн. Ҫавна май ҫулсем хӑрушсӑртарах пулӗҫ. Ҫапла ҫирӗплетет транспорт комитечӗн элчи Александр Васильев.
Курссене автошкулсенче йӗркелесшӗн. Унта водительсене ҪҪХПИрен ярӗҫ. Курсра теорипе практика занятийӗсем ирттересшӗн. Курса каяс теменнисенчен, ахӑртнех, права туртса илӗҫ. Курс мӗн хак пулнине патшалӑх палӑртӗ. Проекта ҫитес вӑхӑтра Координаци канашӗнче сӳтсе явӗҫ.
Чылайӑшӗ ку ыйтӑва тӗрлӗрен йышӑннӑ. Пӗрисем курсра аварире айӑплин ҫеҫ вӗренмелле тесе шухӑшлать. Теприсем автошкулсенче коррупци аталанасран шикленет. Ара, укҫа парсан курс витӗр тухнӑ тесе палӑртма пулать-ҫке-ха.
Аса илтерер: 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен правасӑр юлнисен ӑна илес тесен тепӗр хут экзамен тытма тивет.