Паян инҫетри Калининградра (унта ҫитес тесен машинпа талӑк ытла каймалла) халӑх пухӑвӗ ирнӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх митинга 700 ытла ҫын пухӑннӑ (йӗркелӳҫӗсем 2500 ҫын пирки калаҫаҫҫӗ). Халӑха митинга опозициллӗ партисемпе обществӑллӑ юхӑмсем пуҫтарнӑ — Раҫҫей коммунисчӗсем, «Раҫҫей патриочӗсем», «Яблоко», «Содидарность», «Урӑх Раҫҫей». Пуху Калинин проспектӗнче вырнаҫнӑ Кӑнтӑр паркра иртнӗ.
Маларах халӑх Георгий Бооса Калининград облаҫӗн ертӳҫи вырӑнӗнчен кӑлармалли шухӑша пӗлтересшӗн пулнӑ, анчах та унӑн ячӗ кӗпернатор вырӑнне лартмаллисен йышӗнче ҫуккине кура йӗркелӳҫӗсем лозунгсене улӑштарнӑ. Хальхинче вӗсем Д.Медведьев президента премьер-министр ӗҫӗнчен Владимир Путина хӑтарма, тата ҫавӑн пекех кӗпернаттӑрсене халӑх суйлассине тавӑрма ыйтнӑ.
Раҫҫей регионӗсен пуҫлӑхӗсене 2004 ҫултанпа суйламаҫҫӗ — вырӑнти парламентра ыттисенче нумайрах вырӑн йышӑнакан парти виҫӗ ҫынна сӗнет, Раҫҫей президенчӗ пӗрине суйлать те ӑна вырӑнти парламентарисем ырланӑ хыҫҫӑн вӑл регион пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Левада-центр» ирттернӗ ыйтӑмпа килӗшӳллӗн халӑхӑн ҫурри ытла тӳрӗ суйлавшӑн.
Паян, 5 сехет ирхине, хурахсем Кабардин-Балкар республикинче вырнаҫнӑ Баксан ГЭСне сирпӗтнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ӗҫлемест.
«Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх хурахсем электростанцие ирхи 4 сехетре лекнӗ, вӗсен аллинчен 2 хуралҫӑ аманнӑ, иккӗшӗ вилнӗ. 05:20 вӑхӑтра пӗрремӗш сирпӗнӳ пулса иртнӗ. 6 сехетре тепӗр тӗлте сирпӗннӗ, пӗр гидроагрегачӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫапла вара 6:14 тӗлне ГЭС ӗҫне чарнӑ. Пурӗ 4 сирпӗнӳ пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Хурахсем 3 гидроагрегатран иккӗшне ҫӗмӗрнӗ теҫҫӗ.
Владимир Путин паянах ГЭСри юсав ӗҫӗсен планне хатӗрлеме Игорь Сечина хушнӑ. Ҫитес вӑхӑтра вице-премьер министерствӑсемпе ведомствӑсен хушшинче канашлу ирттерме палӑртнӑ, унта «РусГидро» компани представителӗсем те хутшӑнмалла. Вӗсем лару-тӑрӑва пӑхса тухмалла тата халӑха электричествӑпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе электроэнерги юхӑмӗсен ҫулӗсене палӑртмалла пулӗ. Ҫавӑн пекех Энергоминра оперативлӑ штаб туса хунӑ, ун ертӳҫи — министр ҫумӗ Андрей Шишкин.
Баксан ГЭСне 1930-1936 ҫулсенче тунӑ. Станцире 3 гидрогенератор, пӗтӗмешле вӗсем ҫулталӑкне 108 миллион киловатт-сехет электроэнерги кӑлараҫҫӗ.
«Хыпар» РИА пӗлтернӗ тӑрӑх Чечня Республикин Аслӑ сучӗ паян, ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче, 2006 ҫулта 62 кӗнекен тухнӑ Пысӑк энциклопедин статьинче экстремизм пуррине ҫирӗплетнӗ. Маларах кӑна Грозный хулин Савут район (Заводской район) сучӗ йышӑннӑччӗ.
Чечня Республикин Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗ вӑя кӗнӗ, ҫапла май «Терра» издательство кӑларнӑ энциклопедин 58-мӗш томне (чеченсене вӑл томри «Чеченская республика» статья килӗшмен) ҫитес вӑхӑтра федерацири экстремизмлӑ материалсен списокне кӗртмелле пулать. Сутлӑхран та кӑларса илме тивет. Издательство ҫавах та ал усасшӑн мар, малалла сутласасшӑн.
Пысӑк энциклопедин тӗп редакторӗ Сергей Кондратов ку суд ӗҫне политикӑллӑ тесе шутлать, статьяна ҫырнӑ чухне авторитетлӑ ҫалкуҫсемпе ҫеҫ усӑ курнӑ тесе пӗлтерет.
Пысӑк энциклопедие «Терра» 2006 ҫулта 150 пин экземплярпа кӑларнӑ. Ӑна актуаллӑха ҫухатнӑ Пысӑк совет энциклопедине улаштарма хатӗрленӗ тесе пӗлтернӗ.
Ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче Волгоград хулинче ҫӗнӗ кӗпере хупма тивнӗ — те вӑйлӑ ҫиле пула, те расчетсем тунӑ чухне йӑнӑшсене пула кӗпер хумханма тытӑннӑ. «Вести 24» инҫекурав каналӗпе кӑтарнӑ хыпарта хумсен ҫӳллӗшӗ пӗр метра ҫитни курӑнать.
Кӗпер хумханӑвӗ пирки Раҫҫей президенчӗ патне те ҫитернӗ, Дмитрий Медведев кӗпере кам проекланине, мӗнле хӑпартнине тата усӑ курнине тӗрӗслеме хушнӑ.
Кӗпере пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫнӑ пулнӑ. Уҫнӑ чухне Раҫҫейри федераллӑ ҫул-йӗр агентсвин пуҫлӑхӗ Сергей Потапов кӗпере пысӑк хак панӑ: «По качеству работ, использованным технологиям, готовности объекта к вводу в эксплуатацию волгоградский мост – лучший из 4-х мостов, которые будут в ближайшее время введены в строй в России. Волгоградский мост выполнен на «отлично» (Хальхи вӑхӑтра хута кӗртме палӑртнӑ Раҫҫейри 4 кӗпере илсен пахалӑхӗпе, усӑ курнӑ технологисемпе, хута кӗртме хатӗрлесе ҫитерни тӗлӗшӗпе Волгоградри кӗпер — чи лайӑххи. Волгоградри кӗпере «чаплӑ» паллӑ пама юрать).
Кунашкал чи паллӑ пӑтӑрмах 1940 ҫулта Такома-Нэрроуз кӗперпе пулса иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |