Юпан 26-мӗшӗнче сехет йӗппине хӗллехи вӑхӑта юлашки хут куҫарӗҫ. Раҫҫейри чылай регионти ҫынсем ҫак кун ҫӗрлехи 2-ре сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫарӗҫ. Текех вара вӑхӑта улӑштармӗҫ.
Экспертсен шухӑшӗпе, ҫак кун ҫынсем 1 сехет ытлашши ҫывӑрнисӗр пуҫне хӗл валли вӑй-хал пухӗҫ. Олег Никифоров психотерапевт каланӑ тӑрӑх, хӗллехи вӑхӑт психологи тӗлӗшӗнчен лайӑхрах витӗм кӳрет-мӗн. Раштав уйӑхӗнче ирхи тӗттӗмре ача пахчине, шкула, ӗҫе виҫӗ эрне ҫеҫ ҫӳреме тивет-ҫке-ха. Кайран кун вӑрӑмланма тытӑнӗ.
Раҫҫейре пурӑнакан чылай ҫын халӗ стреспа аптӑрать-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулталӑкне икӗ хут сехет йӗппине куҫарни кирлӗ мар.
Ку экономика тӗлӗшӗнчен те лайӑх-мӗн. Ҫапла майпа электроэнерги сахал расхутланать. Экспертсен шухӑшӗпе, сехет йӗппине куҫарни ҫул ҫинчи аварисен шутне те чакарать. Ку ӗҫ хастарлӑхне те лайӑх витӗм кӳрет.
Хӑшӗ тӗрӗссипе тӗрӗс маррине сехет йӗппине куҫарсан курӑпӑр…
Раҫҫейре суккӑрсемпе хӑлхасӑррисен ҫыравне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫӗршывӑн Общество палатин сайтӗнче хыпарланӑ иккен.
Асӑннӑ палатӑн социаллӑ пулӑшу кӳрес енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Владимир Слепак пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсен асӑннӑ категорине пулӑшассипе никам та ятарласа ӗҫлемест. Вӗсене пулӑшу кирлине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тӳрӗ лини ирттернӗ чухне хускатнӑ. Ун хыҫҫӑн «Со-единение» фонд йӗркелеме тӗв тунӑ. Ҫӗршывра миҫе суккӑрпа хӑлхасӑр миҫе ҫын пурӑннине никам та путлӗн пӗлмест имӗш. Ҫавна май ҫырав ирттерес тенӗ. Ку ыйтӑва Общество палатинче паян сӳтсе явмалла.
Хӑлхасӑр тата суккӑр ачасемпе дактилологии тата пусмалли приборсемпе хутшӑнма пулать. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 19 уйӑхран илтме тата курма пӑрахнӑ Хелен Келлер аслӑ пӗлӳ илсе философи тухтӑрӗ пула тӑнӑ. СССРта вара пиллӗкре суккӑрланнӑ, 14-ра илтме пӑрахнӑ Ольга Скороходова ученӑй-дефектолог пулса тӑнӑ. Пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнисем паян та сахал мар.
Красноярск енӗн 80 ҫулхи юбилейне халалласа вӑл тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ. Ӑна чӑвашсемпе пӗрлех унта пурӑнакан вырӑссем, белоруссем, тутарсем, украинецсем, поляксем, хакассем, эстонецсем тата ытти халӑх ҫыннисем уявланӑ.
Ҫанталӑк сулхӑннине пӑхмасӑрах уява халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Унта Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн пайташӗсем Вероника Тимофеева ертӳҫӗпе пырса ҫитнӗ. Кунсӑр пуҫне Кемӗр, Томск облаҫӗсенчи, Чӑваш Енри, Хакас Республикинчи, Тыва Республикинчи чӑвашсем ҫитнӗ.
Мероприяти кӑнтӑрла пуҫланнӑ. Наци тумӗсене тӑхӑннӑскерсем вӑйӑ картине тӑнӑ, уява пухӑннисене те йыхравланӑ.
Уява ирттерме Красноярск крайӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн благочиннӑйӗ Иоанн Боев пилленӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем те пулнӑ. Сӑмахран, край кӗпӗрнаттӑрӗн общество ҫыхӑнӑвӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рашит Рафиков, Казачински район пуҫлӑхӗ Юрий Озерских, Козульски район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лариса Аксентий, Красноярск крайӗн Гражданла ассамблейин канашӗн ертӳҫи Алексей Менщиков, нацисем хушшинчи культура центрӗн пуҫлӑхӗ Валентина Зорина тата ыттисем саламланӑ.
Паян ирхине Камчаткӑри Жупанов вулканӗ кӗл кӑларма тытӑннӑ иккен — вӑл 8 000 ҫӳллӗше ҫитнӗ. Кун пирки Камчатка енӗн ИӖМ управленийӗ пӗлтерет.
«Ҫил ӑҫталла вӗрнине шута илсе кӗл йӗрӗ ҫурҫӗр-тухӑҫ еннеле вулканран 20 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Кроноц кӳлмекӗ еннелле куҫать», — тесе пӗлтернӗ.
Кӗл вӗҫекен ҫул ҫинче ял-хула ҫук. Туристсен ушкӑнӗсем те вӑл вырӑналла пулмалла мар — унталла каясси пирки никам та пӗлтермен имӗш.
Жупанов вулканӗ Петропавловск-Камчатскран 100 ҫухрӑмра ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Ун ҫӳллӗшӗ 2 958 метрпа танлашать. Унччен вӑл 1956–1957 ҫулсенче тата пӗлтӗр кӗл-хӗм кӑларнӑ. Хӑй вулкан 50 пин ҫул каялла йӗркеленме пуҫланӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Юпан 11-мӗшӗнче Тӗменре чӑваш культурин кунӗсем уҫӑлнӑ. Вӑл «Раҫҫее ӗненсе, Чӑваш Ене юратса» ятлӑ.
Чӑваш диаспори пилӗк кунра Тӗмен облаҫӗнчи ҫынсене тата хӑнасене тӑван культурӑпа, наци йӑли-йӗркипе паллаштарӗ. Уяв «Строитель» наци культурисен керменӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Чӑвашсем ҫак кун «Кӗр пуянлӑхӗ» уява паллӑ тунӑ. Кӗрхи ӗҫсем вӗҫленсен чӑвашсем уяв валли ҫӗнӗ тыр-пултан ҫӑкӑр пӗҫернӗ, сӑра вӗретнӗ. Унӑн тымарӗ — «Кӗр сӑри» ӗлӗкхи йӑла.
Уяв мероприятийӗсем Исет тата Заводоуковск районӗсенче иртӗ. Алӗҫӗсен куравне йӗркелӗҫ, чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисене хӑтлӗҫ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсем тата халӑх юррипе ташшисене юрлакан-ташлакансем валли ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ.
Юпан 13-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗнчи Д.И.Менделеев ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче кӗнеке куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн культура, ӑслӑлӑх, литература ӗҫченӗсене халаллӗҫ.
РФ Вӗренӳ министерстви аслӑ шкулсенче ачасене пӑхмалли ятарлӑ пӳлӗмсем уҫӑсшӑн. Ку программӑна ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле йышӑнасшӑн.
Ҫакна ҫамрӑк амӑшӗсене тата ашшӗсене пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ара, вӗсен те вӗренмелле, профессие алла илмелле. Кун пек майпа вара вӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ. Чылай ача ҫуратнӑ студент академи отпускне кайни е ӗҫлеме пӑрахни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Няня тытма укҫа хӗсӗкрех. Кунашкал ясли вара лекцисем, зачетсем, экзаменсем вӑхӑтӗнче ӗҫлӗ.
Кун пек ясли хӑш-пӗр аслӑ шкулта пур-мӗн. Анчах хальлӗхе чиновниксем ясли мӗн хак пулни пирки калаҫса татӑлаймаҫҫӗ. Пӗрисем кӑна патшалӑх хысни саплаштармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Теприсем ашшӗ-амӑшӗпе аслӑ шкул хушшинче килӗшӳ пулмалла тесе палӑртать.
Ҫак кунсенче Адыгейӑри Майкоп хулинче Нумай куна тӑсӑлакан пӗтӗм тӗнчери велочупу иртнӗ. «Кавказ турӗ» ят панӑскер пиллӗк куна тӑсӑлнӑ. Унта Молдава, Австри, Белоруҫ, Украина тата Раҫҫей спортсменӗсем хутшӑннӑ. Пиллӗк кунта вӗсен Адыгейӑри ҫулсене пӗтӗмпе 570 километр тӑршшӗ парӑнтарма тивнӗ.
Пӗтӗм тӗнчери велотурта Чӑваш Республикинчен хутшӑннӑ Дмитрий Игнатеьв юлашки тапхӑрти ӑмӑртура ҫӗнтернӗ. Юлашки тапхӑрта спортсменсем Каменмостский тата Победа поселоксем хушшинчи 10 километра парӑнтарнӑ. Ҫавӑн йышши рельефлӑ ӑмӑртура Дмитрий кӑтартӑвӗ — чи лайӑххи.
Пӗтӗмӗшле зачетра вӑл 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Оборона енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Алексей Журавлев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти) ҫара ҫулталӑкра пӗр хутчен кӑна илсе кайма сӗнет иккен. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫавӑн йышши саккун проектне хатӗрлет-мӗн.
Призыв вӑхӑтне ҫулталӑкра пӗрре кӑна йӗркелени ҫарта ҫамрӑксене аслисем хӗсӗрлессинчен сыхлама пулӑшать тата призывпа тӑкакланассине чакарать имӗш.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ҫара ҫуркунне тата кӗркунне илсе каяҫҫӗ. Унта 18-тан пуҫласа 28-а ҫитичченхисене пухаҫҫӗ. Служба вӑхӑчӗ — ҫулталӑк. Ку йӗркене 2008 ҫулта йышӑнчӗҫ. Ҫар прокуратури пӗлтернӗ ӑрӑх, уставпа пӑхман хутшӑнусен шучӗ ҫулсерен 15–20 процент чакать.
Маларах асӑннӑ комитетӑн тепӗр пайташӗн, Вячеслав Тетекинӑн (Коммунистсен партийӗ) шучӗпе кун пек саккун кӑларни укҫана перекетлеме кӑна пулӑшӗ. Либерал демократсен партийӗн комитечӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Жигарев вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗпе пӗр шухӑшлӑ.
Анчах та ку шухӑш хальлӗхе «тытман упа тирне сӳмеҫҫӗ» ваттисен сӑмахӗпе пӗр килет темелле пулӗ. Ку ыйтӑва РФ Патшалӑх Думин Ӗҫ комитетне кӑларнӑ. Унта вара ку темӑпа ҫавра сӗтел ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Эрнере тӑватӑ кун ӗҫлеттерес шухӑша Ӗҫ енӗпе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери организаци сӗннӗ иккен. Унтисем ҫапла туни ӗҫ вырӑнӗсен шутне ӳстерме, ҫынсен сывлӑхӗпе тӑван тавралӑха ырӑ витӗм кӳрет тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
РФ Патшалӑх Думин маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи Андрей Исаев шучӗпе эрнери кунсен хисепӗ мар, ӗҫ сехечӗ миҫе пулни пӗлтерӗшлӗ. Кашни кун вуншар сехет ӗҫлесен тӑватӑ кунта 40 сехет пулать те. Исаев ӗҫ укҫине упраса хӑварса 36 сехетлӗ ӗҫ эрни тума сӗнет иккен.
Тӑватӑ кунлӑ ӗҫ эрни ҫине куҫас тесен ӑна конвенци евӗр ҫирӗплетмелле. Хӑш-пӗр эксперт шучӗпе, пирӗн патра ун пеккине йышӑнас ҫук.
Ачасене ятарлӑ ларкӑчсӑр илсе ҫӳрекен таксистсене 50 пин тенкӗлӗх штрафлама тата правасӑр ҫур ҫул хӑварма сӗнеҫҫӗ. Патшалӑх Думи ку саккун проектне иккӗмӗш вулавра пӑхса тухӗ.
Ҫакна аварире чылай ача шар курнине пула йышӑнасшӑн. Анчах кунта йывӑрлӑх сиксе тухать: хальлӗхе кирек мӗнле ачана та каякан ларкӑч ҫук.
Хулара ачана илсе ҫӳремелли ятарлӑ такси пулмасси пирки пӑшӑрханмалла маррине пӗлтерет «Раҫҫей хаҫачӗ». Таксопарк компанийӗ виҫӗ кресло туянма, ӑна машинӑна вырнаҫтарма пултаратех.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |