Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври аслӑ шкулсен ректорӗсемпе тӗлпулнӑ. Съездра уйрӑмах историе пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Ректорсен канашӗ Президента шкултан вӗренсе тухакансене историпе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тыттарма сӗннӗ. Ӑна вырӑс чӗлхипе математика пек тӗп экзаменсен йышне кӗрттересшӗн. Кун пирки «Раҫҫей К» канал пӗлтерет.
— Кашни ҫын историе пӗлме, хӑйӗн ҫӗрне юратма тивӗҫ, — тенӗ Мускав патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий.
Съездра ҫӗршыври аслӑ пӗлӳ тытӑмне аталантарас ыйтӑва та хускатнӑ. Президент ҫак пӗлӳ шайне тиркекен те пуррине палӑртнӑ. Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансен диплом кӑна мар, пӗлӳ, ӗҫлеме пӗлни те пулмаллине каланӑ. Кунпа вара кашни аслӑ шкулах мухтанма пултараймасть-мӗн.