Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнчи канмалли куна раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине куҫарасси пирки саккун проектне Патшалӑх Думине тӑратнӑ. Ӑна ЛДПР фракци депутачӗсем пуҫарнӑ.
Унта каланӑ тӑрӑх, чылайӑшне раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлемелли кун пулни канӑҫсӑрлантарать. Ҫак кун пурте Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ, ун пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫак кун ӗҫре ларма тивет-мӗн. Тӗрӗссипе, пысӑк ӗҫсене ун чухне урӑх куна куҫараҫҫӗ. Либерал-демократсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ӗҫ хастарлӑхӗ ҫав кун питӗ пӗчӗк.
Вӗсен шухӑшӗпе, раштавӑн 31-мӗшне официаллӑ мелпе канмалли кун вырӑнне йышӑнсан уява хатӗрленес ӗҫ самаях ҫӑмӑлланать.
Канмалли кунпа уяв пӗр куна лексен Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн ӑна урӑх куна куҫарӗҫ. Ҫапла майпа Раҫҫей ҫыннисен 9 кун та канма май пулӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен.
Саккун проектне йышӑнсан вӑл ҫитес ҫул вӑя кӗрӗ.