РФ ял хуҫалӑх министрӗн Николай Федоровӑн пуканне Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Ткачев йышӑнма пултарасси пирки халь кӑна пӗлтернӗччӗ. Краснодар крайӗн саккун кӑларакан пухӑвӗ вара депутатсене Александр Ткачев РФ ял хуҫалӑх министрӗн должноҫне куҫасси пирки пӗлтернӗ. Ун вырӑнне вара Вениамин Кондратьев йышӑнмалла-мӗн.
Ку хыпара федераци правительствине паян Краснодар карайӗн спикерӗ Владимир Бекетов пӗлтернӗ. Бекетов Ткачев пирки каланӑ май ку информацие анлӑ ыран, акан 22-мӗшӗнче, пӗлтерессине систернӗ. Краснодар крайӗнчи влаҫпа ҫывӑх ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, Ткачев юлашки вӑхӑтра Мускава калаҫусене нумай ҫӳренӗ, кӗҫех вӑл унта ял хуҫалӑх министрӗн должноҫӗнче юлмалла-мӗн.
Ткачевӑн пресс-секретарӗ Галина Жукова вара куҫарасси пирки официаллӑ дукумент ҫуккине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паян кӗпӗрнаттӑр Краснодартах пулнӑ, хӑй вырӑнӗнчех ӗҫленӗ. Ткачев каяссине депутатсемпе сӳтсе явманнине те пӗлтернӗ пресс-службӑра.
Кремле ҫывӑх ҫӑлкуҫ вара Николай Федоров пуканне пушатас ыйтӑва татса панине хыпарлать. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех ӑна Ткачев йышӑнӗ. Анчах правительство пресс-службинче ку хыпара тӑватӑ кун хирӗҫленӗ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ палӑртнӑ тӑрӑх, Федоров кун хыҫҫӑн Кремле каять, президентӑн канашлуҫи пулать. Федоров та, Ткачев та хӑйсен должноҫӗнчен каясшӑн пулман имӗш. Федоровӑн пӗлӗшӗ каланӑ тӑрӑх, министра кӑрлач вӗҫӗнчех отставкӑна ярасшӑн пулнӑ, анчах ун чухне вӑл пуканне сыхласа хӑварма пултарнӑ. Министр ҫывӑх организацисемпе ҫыхӑну йӗркелеймен имӗш.