Ку ҫухалнӑ ача Чӑваш Енрен мар. Ҫапах ӑна шыраса тупмашкӑн Чӑваш Енрен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Тӗрӗссипе, ача ҫухалман. Ӑна ашшӗ илсе кайнӑ. Ӑҫта? Никам та пӗлмест. Ашшӗ ачана Ленинград облаҫӗнче вӑрланӑ.
Арҫын ача Левицкий Михаил Романович ятлӑ. Вӑл 2011 ҫулта ҫуралнӑскер. Ӑна тӑван ашшӗ вӑрланӑ.
Арҫын ача 4 ҫулти пек курӑнать. Ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ кӑвак. 110 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫак арҫын ачапа ашшӗне курнисене (8352) 31-48-14, 30-60-99; (8352) 41-08-71 («шанӑҫ телефонӗ»), 8(812)332-98-24, 8(81370)20-388, 8(81370)24-068 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Республикӑра пурӑнакан ӗҫсӗр ҫынсене «Работа в России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) ваканси бази пулӑшать. Ку шухӑша Чӑваш Республикин правительствин эрнесерен иртекен планеркинче республикӑн ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев палӑртса хӑварнӑ.
Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерме республикӑра патшалӑх программи йышӑннӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртме пурӗ 494,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, вӗсенчен 271 миллионне — федераци хыснинчен. Кӑҫалхи вунӑ уйӑхра 349 миллион тенкӗпе усӑ курнӑ.
Программӑна кӑҫал 81 пин ҫын хутшӑнмалла. Паянхи кун тӗлне илес пулсан, 94,9 проценчӗ ку майпа усӑ курнӑ.
Программӑн тӗп тӗллевӗ — ӗҫсӗррисене вырӑн тупса парасси. Паянхи куна 39 пин ҫынна ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Кӑтарту пӗлтӗрхипе танлаштарсан пысӑкрах пулнине Сергей Димитриев «Работа в России» ваканси базине йӗркелесе янинче те курать-мӗн.
«Эксмо» издательство хӑйӗн сайтӗнче Раҫҫей пирки чи лайӑх каласа кӑтартакан кӗнекене палӑртма ыйтӑм йӗркеленӗ. Ыйтӑма Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Издательствӑн ыйтӑмне хутшӑннисен шучӗпе Раҫҫей пирки пуринчен лайӑх каласа кӑтартакан кӑларӑм — Лев Толстойӑн вилӗмсӗр «Война и мир» (чӑв. Вӑрҫӑ тата тӗнче) романӗ.
«Война и мир» роман-эпопейӑна хамӑр ҫершыври авторсен 25 ӗҫӗнчен суйласа илнӗ. Вӗсен хушшинче Николай Лесков, Михаил Салтыков-Щедрин, Лев Толстой, Федор Достоевский, Александр Пушкин, Борис Пастернак, Михаил Булгаков тата ытти классик хайлавӗсем пулнӑ. Сасӑлава 5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Михаил Шолоховӑн «Тихий Дон» (чӑв. Лӑпкӑ Дон) хайлавӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Николай Гоголӗн «Мертвые души» поэми.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра пӗрлехи йышӑну кунӗ иртет.
Ун чухне ҫынсемпе тӳре-шара ҫитес ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав ыйтӑвӗсене те сӳтсе явма тӗллев лартнӑ. Информаци ушкӑнӗсен пайташӗсем ӗҫ коллективӗсенче пушартан асӑрханас, кальян сиенӗ пирки ӑнлантарас, ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлес ыйтусене хускатма тӗллев лартнӑ. Пӗтӗм ҫӗршыври Пӗрлехи йышӑну кунӗнче харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе те йышӑнӗҫ.
Ҫак эрнере, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вара пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна кашни уйӑхӑн виҫҫӗмӗш юнкунӗнче ирттересси тахҫанах йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ятарласа палӑртнӑ ӗҫ ушкӑнӗсем республикӑри районсемпе хуласене ҫитсе вырӑнти халӑхпа тӗл пулса калаҫаҫҫӗ, Информаци кунӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ ыйтусемпе паллаштараҫҫӗ, ҫынсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Мускавра Патшалӑх Думипе Федераци Канашӗ пуху ирттернӗ. Унта юлашки вӑхӑтра тӗнчене хӑлха ҫине тӑратнӑ ыйтӑва — терроризма — сӳтсе явнӑ.
Пухура террористсене пуҫ касма сӗнӳ панӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри миграци юхӑмне пӗчӗклетмелли, патшалӑх чиккисене ҫирӗплетмелли, халӑх нумай пухӑннӑ вырӑнсене лайӑх сыхламалли пирки калаҫнӑ.
Алина Аршинова каланӑ тӑрӑх, вӑл икӗ эрне каялла шкулсенче, аслӑ шкулсенче тата училище-техникумсенче терроризмпа кӗрешекен курссем йӗркелес ыйтупа тухнӑ.
Пухура калаҫнӑ ыйтусене ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ сӳтсе явӗ. Унта Патшалӑх Думин депутачӗсем тата Федераци Канашӗн пайташӗсем кӗрӗҫ.
Терроризм тӗлӗшпе сисчӗвленмелли сӑлтавӗ те пур. Юпан 31-мӗшӗнче Египетра ӳкнӗ Раҫҫей самолетне сирпӗтсе яни ҫирӗпленнӗ, Парижра пӗр кунра теракт хыҫҫӑн теракт кӗрленӗ.
Нумаях пулмасть Патшалӑх Думи «Ветерансем ҫинчен» федераци саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ Таджикистанра 1992–1997 ҫулсенче ҫапӑҫнӑ ҫынсем те ҫар ҫапӑҫӑвӗсен ветеранӗсен статусне илме пултараҫҫӗ.
Статуса илсен, паллах, ыттисем пек ҫӑмӑллӑхсем те пулӗҫ. палӑртмалла: ку Раҫҫейри 23 пин ҫар ҫыннине пырса тивет. Вӗсем ку таранччен ветерансен категорине кӗмен, мӗншӗн тесен вӗсем ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннине ниҫта та ҫырса пыман.
Алена Аршинова палӑртнӑ тӑрӑх, ку ыйтупа ун патне чылай ҫын килнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енрисем те. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ: халӗ Таджикистанра ҫапӑҫнисем — ветерансем.
Алена Аршинова ку ыйтупа 2013 ҫултах РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу патне ҫитнӗ. 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Таджикистанра ҫапӑҫнисем ветеран удостоверенине илме пултарӗҫ.
Мускав тата пӗтӗм Руҫӗн патриархӗ Кирилл Байкал кӳлле сӑваплама шутлать. Ку сӗнӳпе ун патне Раҫҫейӗн Аслӑ арбитраж сучӗн председателӗн ҫумӗн вырӑнне йышӑннӑ Владимир Исайчев ҫулҫӳревҫӗ тухнӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх патриарх унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ.
«Байкал авалтанпах сӑваплӑ кӳлӗ шутланать. Вырӑнтисем ӑна тинӗс тесех калаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхра шамансемпе буддистсен йӑли-йӗркисем вӑйлӑ. Патриарх ҫакна ӑнланать, анчах та ун шучӗпе ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратмӗ. Байкала сӑваплани кӳлӗне сыхласа хӑварма хавал парӗ кӑна», — тенӗ ҫулҫӳревҫӗ. Кӳлле сӑваплассине патриарх Тухӑҫ Ҫӗпӗре ӗҫпе тухсан пурнӑҫлӗҫ.
Байкал — тӗнчери чи тарӑн кӳлӗ. Чӑвашла ун ячӗ «пуян кӳлӗ» пек куҫать.
Нумаях пулмасть Челепи хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри студентсен отрячӗсен слечӗ иртнӗ. Ӑна 56-мӗш ӗҫ семестрӗ вӗҫленнӗ ятпа ирттернӗ.
Пухӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 2000 ытла хастар хутшӑннӑ. Ҫав йышра крымрисем те пулнӑ. Унта ку юхӑм кӑҫал кӑна йӗркеленнӗ. Чӑваш Енрен 16 ҫамрӑк кайнӑ.
Слет «Трактор» пӑр керменӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ телеграммӑна вуланӑ.
Пухура пултарулӑх фестивалӗсем (унта регионсем ташӑсемпе тата юрӑсемпе паллаштарнӑ), спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ, ГТО нормисене панӑ. Ҫавӑн пекех чи лайӑх командирсене тата комиссарсене палӑртнӑ.
Кунсӑр пуҫне Пӗтӗм Раҫҫейри «Чи лайӑх педагогика отрячӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн республикӑна финалта «Камушки» (И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ) педотряд хӳтӗленӗ. Пирӗн ентешсем икӗ кунра пултарулӑх заданийӗсене пурнӑҫласа чи лайӑх пилӗк отрядсен йышне кӗнӗ.
Халӗ телеканалсен шучӗ те ҫук. Килӗсерен турилкке вырнаҫтараҫҫӗ, ҫавӑнпа «Перец» телеканал никамшӑн та ҫӗнӗлӗх мар. Нумаях пулмасть CTC Media ҫӗнӗ канал хута ярасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл «Перец» канал вырӑнӗнче пулӗ.
Куракансем «Перец» телеканал хупӑнасси пирки пӗлсен ӑна каялла тавӑрмашкӑн нумай ыйтнӑ. Вӑл 2011 ҫулта ДТВ телеканал вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Анчах куракан сахал пулнӑ.
2014 ҫулта «Перец» каналӑн тӗп дерикторӗн тивӗҫӗсене Рубен Оганесян пурнӑҫлама пуҫланӑ. Шӑпах вӑл телеканала ҫӗнӗ концепципе яма палӑртнӑ.
«Перец» кабельлӗ тата спутник сечӗсенче сарӑлнӑ. Ҫӗнӗ канал «Че» ятлӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци паракан комиссийӗн ҫӗнӗ тытӑмне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Консультаци комиссийӗн йышне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй ҫирӗплетнӗ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗ хӑйӗн хушӑвӗнче маларах асӑннӑ ҫав йыш ҫӗршыври субъектсен 20 ертӳҫине кӗртессине палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, Атӑлҫи федераци округӗнчен икӗ регион ертӳҫи ҫав списока лекнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуррине палӑртма кӑмӑллӑ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи федераци округӗнчен Тутарстан Президентне Рустам Минниханова кӗртнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Канашӗн консультаци комиссине президиумӑн ӗҫ планне кӗртнӗ ыйтусемпе пулӑшу парас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |