Иртнӗ ҫулӑн чӳк уйӑхӗнче бензинпа дизель топливин акцизӗсене ӳстермелли пирки Патшалӑх Думи саккун йышӑннӑччӗ. Халь вара ҫакна пула хаксем хӑҫан хӑпарасси паллӑ пулнӑ.
Бензиншӑн тата дизтопливошӑн ытларах пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӳлемелле пулӗ. Хаксем вӑтамран пӗр литршӑн 2 тенкӗ патнелле ӳсӗҫ. Пуринчен те ытларах хак 4-мӗш класлӑ бензиншӑн хӑпарӗ. Пӗр тоннӑшӑн 3200 тенкӗ ытларах тӳлеме тивӗ. Сӑмах май, ӑна утӑ уйӑхӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн сутма та пӑрахӗҫ-ха. 5-мӗш класлин акциз хакӗ 2 пин таран ӳсӗ. Дизтопливо акцизӗ 4150 тенкӗ таран (пӗр тоннӑшӑн) хӑпарнӑ.
Экспертсен шухӑшӗпе бензин хакӗ ытлашши «ҫыртмӗ». Кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗнче хак кӑшт чакма та пултарӗ. Ҫавах та куншӑн хӗпертемелле марри пирки пӗлтереҫҫӗ — ку пӗтӗмпех туянакансем сахал пулнипе ҫыхӑнӗ, апла пулсан экономикӑри лару-тӑру лайӑхах мар. Раҫҫейри топливо пӗрлӗхӗн президенчӗ Евгений Аркуша пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулталӑк тӑршшӗпе топливо хакӗ яланах вылять — кӗркуннепе хӗлле вӑл чакать, ҫуркуннепе ҫулла вара — хӑпарать. Кӑҫал та кун шучӗпе ҫакнашкалах пулӗ.