Раҫҫейре 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласен уҫӑ даннӑйӗсен аудитне ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Танлаштарӑма Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗсем те лекнӗ. Пӗтӗмпе администрацисен 166 сайтне тишкернӗ. Вӗсенчен 73-шӗ ҫеҫ уҫӑ даннӑйсене пичетлет-мӗн.
Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗсем танлаштарӑмра 72-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна хатӗрленӗ чухне специалистсем темиҫе саманта шута илнӗ: муниципалитет технологи лапамӗсене йӗркеленӗ чухне требованисене пӑхӑннипе пӑхӑнманнине, уҫӑ даннӑйсен тытӑмӗнче право акчӗпе усӑ курнипе курманнине, сообществӑпа сарӑм хатӗрлекенсем ӗҫленипе ӗҫлеменнине.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чылай администраци уҫӑ даннӑйсене пичетлемест.