Чӑвашла чей ӗҫеҫҫӗ тени килӗшӳллӗнех янӑрамасть пулӗ те (ара, пирӗн халӑхӑмӑр кӑпӑклӑ сӑра вӗретессипе мӗн авалтан ӑста пулнӑ-ҫке), ҫапах та Питӗрте чӑвашла чей ӗҫнӗ. Кун пирки асӑннӑ хулари чӑвашсен ассоциацийӗ те, «Росбалт» информаци агентстви те хыпарлаҫҫӗ.
Проекта асӑннӑ информагентство йӗркелесе янӑ. «Питӗр сӑнӗсем» ят панӑскерӗн тӗллевӗ ҫамрӑксене ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр тӗп хулинче тата Раҫҫейре тӗрлӗ халӑх ҫынни пурӑннине кӑтартасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Проект девизне те шухӑшласа тупнӑ. Вӑл ҫапларах янӑрать: «Расна пулин те пӗрле пурӑнар».
Чей ӗҫме йӳтӗмпе пухӑнакан мероприятие кашни эрнере тӗрлӗ халӑх ҫыннисене йыхравлаҫҫӗ иккен. Иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче, ав, чӑвашсене чӗннӗ.
Санкт-Петербургри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Владимир Живовпа пырса ҫитнӗ чӑвашсем чей ӗҫме пухӑннӑ аслӑ классенчи шкул ачисемпе журналистсене тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарнӑ. Сӗтел ҫинче чейпе пӗрлех хуплу пулнӑ.
Сӑнсем (2)