Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатин спикерӗ Валентина Матвиенко хушӑвӗпе килӗшӳллӗн аппарата вӑхӑтлӑха пӗрремӗш ҫумӗ Валерьян Викторов ертсе пырӗ.
Валерьян Николаевич 1951 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче Канаш хулинче ҫуралнӑ, патшалӑх ӗҫченӗн карьерине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тытӑннӑ. 1993 ҫулта вӑл Федераци Канашне суйланнӑ, ӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорӗпе Лев Кураковпа пӗрле депутата суйланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вице-президент кандидачӗпе Леонид Прокопьевпа пӗрле Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри калаҫнӑ тӑрӑх, суйлав умӗн Валерьян Николаевич чӑваш чӗлхине вӗренме тытӑннӑ. Хӑй халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл чӗлхене юрӑхлӑ пӗлет. Пӗрремӗш турта Викторов сасӑсен 18% пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ (Николай Федоровпа Лев Кураков хыҫҫӑн). Иккӗмӗш турта Элтепӗр вырӑнне Николай Федорова (халӗ РФ ял-хуҫалӑх министрӗ) суйланӑ.
Ҫак тапхӑр хыҫҫӑн Валрьян Викторовӑн «Мускав» страници пуҫланнӑ. 1994 ҫулта Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. 1996 ҫулта РФ Президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ҫав ҫулах РФ Президенчӗ ҫумӗнчи сусӑрсемпе ӗҫлекен канаш председательне ларнӑ. 2014 ҫулхи нарӑсчен Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Валерьян Николаевич ҫемьеллӗ, унӑн виҫӗ ача.
Agabazar // 1522.85.7901
2014.02.26 14:49 | |
Апла мар пуль ĕнтĕ!!!!
Федераци канашĕн аппарачĕн ертӳçи темелле пуль.