Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юманлăхра çапла пулнăÇăлтăрчăксемТутимĕрСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеХĕллехи каçсенчеКушкă ачиХĕн-хур айĕнче

Ирхине


Сир, анне, чӳрече каррине,

Кармашать кун çути тӳпене.

Ах, аннеçĕм-анне, кĕçĕр йăмăк çукран

Чĕлкĕм куç çĕрĕпе эп хупман.

Ах, пулманччĕ капла нихăçан, —

Йăмăк халь те килмен вăйăран.

 

Уç, анне, кантăка ик енне,

Çĕмĕрт кăчăк туртать хăй патне.

Ах, аннеçĕм-анне, мăшăрпа вăйăран

Йăмăк килчĕ киле — суя мар.

Ах, кĕмерĕ киле хапхаран,

Сывлăм çийĕн ик йĕр юнашар.

 

Тух, аннеçĕм, тух алăк умне,

Именет пуль çĕн мăшăр кĕме.

Ах, аннеçĕм-анне, йăмăка ан ятла,

Ыр сунса ыр кун-çул халалла...

Çил ачи сиксе шăпăр калать,

Шур сиренĕм туй çумĕ суйлать.

«Кӳренместĕп яшлăхăм иртнишĕн...»


Кӳренместĕп яшлăхăм иртнишĕн,

Яшлăха ăсатрам яш пулса.

Хушăран çеç

Васкаса кайнишĕн

Яшлăха илетĕп ятласа.

 

Яшлăхăм тепре килес пулсассăн,

Хăна тăвăп, — тетĕп, — сар пылпа.

Яшсемпе халь

Амăртма тăрсассăн,

Юнать ватлăх кукăр туяпа.

Чĕркуççи чĕтрет


Эпĕ купери вырăна вырнаçрăм кăна, апат çиме ларасшăнччĕ:

— Ырă каç пултăр! Манăн 9-мĕш вырăн, — тесе çамрăк хĕрарăм кĕчĕ.

— Ырă каç! Сирĕнпе пĕрле çул тытма хавас, — кĕтсе илтĕм çулçӳрев пускилне

Халĕ купе номерĕ хакланнă пирки пĕччен пуласран куляннăччĕ ĕнтĕ. Çук, манăн шăпи урăхларах пулчĕ — çул-çӳрев тусне пачех.

Çамрăк хĕрарăм васкамасăр саланчĕ. Эпĕ унăн хутаççисене, чемоданне кирлĕ вырăна хума пулăшрăм, Вăл вара, тĕкĕр çине пăхса илемленнĕ хыççăн ман çине тӳррĕн пăхрĕ те: — Мана Света теççĕ, сана мĕнле? — терĕ.

— Эпĕ Миша ятлă, — хуравларăм хăвăрт чипер хĕр çине пăхса.

Таса та йăлтăртатакан хăмăр куçĕ, илемлĕ сăрпа сăрланă куç харшипе хупаххи яка çамкине тата илемлетет. Кăшт сăрланă çӳçĕ атте-анне панă сăна урăхлатать пулин те, хăйне май тепĕр майлă илеме кăтартать.

— Эсир пур хĕре те çисе ярас пек кĕтсе илетĕр-и? — терĕ хĕр ман куçран хăтăлса.

Эпĕ пĕр самант ним калама та аптрарăм. Пуç малалла шухăшлама вăтанчĕ курăнать, чĕлхене пĕр сăмах та килмерĕ. Алли кăна васкамасăр апат-çимĕç хутаçран кăларчĕ. Аш-пăшне, çăкăрне каскаласа хунă хыççăн: «Атя апат çиер. Килте апат анмарĕ. Санпа апат анатех пулĕ тетĕп,»- терĕм. Хам та асăрхамарăм, кулса ятăм.

Малалла

«Çак ĕмĕр пĕтĕмпех хура та шурă...»


Юрий Сементере

 

Çак ĕмĕр пĕтĕмпех хура та шурă,

Тăратпăр акă ĕмĕр вĕçĕнче,

Тем-тем курса тем-тем чăтсан та, Юра,

Пире çапса хуçмарĕ çут тĕнче.

 

Хури — хурах. Çак çĕр çине килсессĕн

Сăпка юрри илтмерĕмĕр санпа —

Пире пăвса тăкас тесе çиллессĕн

Тăшман çуйхашрĕ урмăш сасăпа.

 

Шурри — шурах. Хĕвеллĕ ăраскалăн

Пире валли те çитрĕ ыр хĕлхем —

Хăйсем пĕтсен те, йăх юнне тăсмалăх

Пире çăлса хăварчĕç аттесем.

 

Кайран санпа ăнлантăмăр - тĕнчемĕр

Хура та шурă çеç те мар иккен.

Курма пĕлсен — пĕр вĕçсĕр ун илемĕ:

Кăвак та ешĕл, йăмăх та кĕрен...

 

Курма, илтме пĕлсессĕн çутçанталăк —

Пин çутăллă, пин кĕвĕллĕ илем,

Çавна куллен çынна астутармалăх,

Çав илемпе чуна савăнтармалăх

Çут тĕнчене килеççĕ поэтсем.

Юратăр тĕнчене


Валерий Яновлева

 

Куç умĕнче те çын чун-чĕринче

Нихçан никам ăнланайми тĕнче,

Самант пире телей илсе килет те,

Самант çав телеех туртса илет.

 

Кулатпăр-и куççулĕ тухиччен,

Йĕретпĕр-и куççулĕ юлмиччен,

Турри пире темле шăпа пӳрсен те

Вăл панă ĕмĕр пит кĕске иккен!

 

Тавах кун-çулăма, тавах, тавах,

Тем-тем курса ăнлантăм эп хамах —

Тĕнче хитре. Çак тĕнчене юратăр,

Ыр çынсене юратăр уйрăмах.

 

Тĕнче хитре хĕвел кулса тăрсан,

Тĕнче хитре чун канăçлă пулсан.

Чăвашăмсем, пĕрне-пĕри каçарăр,

Пĕрне-пĕри ыр сунăр кăмăлтан.

 

Çак ĕмĕр тăрăх утăр юрăпа,

Тус-тантăшпа та савнă мăшăрпа,

Пĕрне-пĕри вăй парăр, вут хыптарăр

Юратупа та ăшă сăмахпа.

 

Тавах, тăванăмсем, тавах сире,

Эсир — кашни пĕри — ман чĕрере.

Шăп сирĕнпе пулма Турри çырнишĕн

Телейлĕ тетĕп хамăн ĕмĕре.

Хунав


Хунав тĕреке — тымарта.

Тымаршăн савнăçĕ —

Хунавра.

Ытла та ырă, кăмăллă — чунра.

Утса кĕретĕп те сада.

Тымар çул тыттăр тарăна.

Вăл патварлантăр-и

Сĕткен илме?

Хунав çĕклентĕр ши! кăна

Памашкăн çимĕç те

Илем кӳме.

Хурт уйăрни


Хĕвел кăвар пек.

Шăрăх, пăчă.

Сад çийĕн вĕçсĕр хĕвĕшсе,

Вылять çеç пăнчă хыççăн пăнчă,

Кам тырă сăвăрать хĕрсе?

Кил картишне чупса кĕретĕп

Ача-пăча ушкăнĕнчен.

Атте ăшталанса çӳрет тек,

Хурт уйăрать.

Ав мĕн иккен.

Тарса ан кайтăрччĕ,

Тытасчĕ!

Атте хуллен шăпăрпалан

Шыв сирпĕтет.

Хуртсем туяççĕ:

Ăш çумăр килнĕ пек çапла.

Хуртсем, хуртсем...

Эх! явăнаççĕ

Вĕç-хĕрсĕр ирĕк сывлăшра,

Каяс килмест тăван çуртран,

Мĕн тăвăн —

Вăхăт! —

Уйрăлаççĕ,

Йăмра çине пуçтарăнаççĕ,

Турачĕ усăнсах пырать.

Атте мана пурак тыттарчĕ,

Типтерлĕ сетка пуçăмра.

Атте кĕç турата силлет те —

Хуртсем ӳкеççĕ пурака.

Эп — шĕпĕн — чĕтресе илетĕп:

Самай вăл маншăн йывăр-ха...

Хурт пуракне пырса итлетĕп —

Тăнлатăп «тĕттĕм путвала».

Тин сунă сĕт сĕрĕлтетет пек,

Йӳçет пек кăрчама çапла.

Каç пуличчен, хуртсем,

Шăп ларăр!

Тӳлеккĕн пытăр калаçу.

Çĕн вĕллене вара яратпăр

Çурт хатĕр,

Хатĕр çĕнĕ çурт!

Чунри хĕвел


I

Паян Настя каллех шурă хурăн патнелле утрĕ. Чунĕ темшĕн унтах туртрĕ. Куçĕсем шывланнă Настьăн. Çитсен, савнине ыталанă пек, çамрăк хурăна çупăрларĕ хĕр. Унăн куçĕ умне Вовăпа çӳренĕ кунсем тухса тăчĕç. Мĕнле телейлĕччĕ вĕсем! Шкулта та, çуллахи ăшă каçсенче те ялан пĕрлеччĕ çамрăксем. Анчах тем пулчĕ каччăна — хулана вĕренме тухса кайрĕ те пачах манса кайрĕ Настя çинчен. Халь йĕкĕт Шупашкар хĕрĕпе çӳрет, яла сайра хутра çеç килсе каять. Урамра курсан та, ним пулман пекех сывлăх сунать те малалла хăйĕн çулĕпе утать. Настя вара ниепле те манаймасть Вовăна. Çак шурă хурăн çеç хĕр чĕрине лăплантарать.

Настя кăçал вуннăмĕш класс пĕтерет. Çуркуннепе чĕрĕлнĕ çанталăк çынсен чун-чĕрисене те сиплет, çĕнĕ вăй-хăват парать. Пĕррехинче хĕр шухăша кайса шкул коридорĕпе утнă чухне хирĕç пĕр каччă килнине асăрхарĕ. Вăл ниепле те куçĕсене ун çинчен илеймерĕ. Йĕкĕт утать, Настя çине ăшă куçсемпе, ăшă кулăпа пăхать. Темле чуна тыткăнлакан çутă сарăлать каччăран. Унăн пайăркисем хĕре хăйсен хăвачĕпе тĕлĕнтерсе, хумхантарса ячĕç. Хĕвел куçа йăмăхтарса ялтăртатма тытăнчĕ тейĕн, пĕтĕм тавра асамлă çутăпа çиçме тытăнчĕ. Чĕрере çав тери ырă пулса кайрĕ Настьăн — утса мар, вĕçсе тухрĕ шкултан. Вăл урамра та çак туйăм тыткăнĕнчен хăтăлаймарĕ, ешĕл симĕс тум тăхăннă хурăнсем çине темччен çухалса кайса пăхса тăчĕ. Кайран çеç хĕр аса илчĕ: ку каччă — Николай Сивелин, кăçал 11-мĕш класс пĕтерет.

Малалла

Чăваш сăмахĕ


Тăван сăмах, яту сан юлĕ

Чул çинче мар, халăхăмрах!

Чĕлхӳ кăварлăн, хĕмлĕн пулĕ,

Кăна куратпăр хамăрах.

Куç умĕнчех вăл чĕрĕлет,

Тĕтре карри ав сирĕлет…

Пуçа таям-и несĕл пуçĕн

Мăнаçлăхне халь мухтаса.

Анчах çак хак ытла та йӳçĕ —

Çĕр пичĕ упрĕ пытарса:

Сăмахлăх юлнă тĕнчене,

Вăл куçнă ылтăн-ĕнчĕне.

Кур: хулара-и е ялта

Чăваш сăмахĕ янрасан,

Чĕрем çинче вылять ялтра

Чунри сӳнми хĕвел пулса.

«Чăвашах пуласчĕ ман...»


Чăвашах пуласчĕ ман:

Çак чĕлхе асамлăхне,

Çут тĕнче асаматне

Ерçӳ пур шав мухтама.

Иксĕлми çăл куç шарлакĕн

Шăнкăртат, тăван чĕлхем.

Хурласа пĕр çын шарламĕ,

Чĕлхемрен тухать хĕлхем.

Ун пуласлăхне ĕненнĕ

Ыр çынсем телей сунса,

Çут малашлăх пехилленĕ

Юратса, сума суса.

Мухтанам, чăваш пулнишĕн,

Чăвашах пулса юлнишĕн,

Çепĕç-çепĕç уç сассишĕн,

Акăш-макăш пур юрришĕн…

■ Страницăсем: 1... 478 479 480 481 482 483 484 485 486 ... 796