Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чакăл-туЯл калавĕСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеЫлтăн вăчăраÇавал сарăлсанÇич çунатлă куракÇамрăк ĕмĕт

Пепке çуралсан...


1

Йăмраллă ялăн хыçалти урамĕнче пăхса ытармалла мар ултă кĕтеслĕ çĕнĕ çурт куç хупса иличчен ӳссе ларчĕ. Хуçисем çап-çамрăк çав, вăйпитти çынсем. Тĕрĕсех, çемьене йĕркеллĕ пурăнма селĕм пӳрт кирлех. Илтимĕр Карлин çакна вунçиччĕрех ăнланнă. Тытăннă ĕмĕтленме. Унăн шучĕпе, тĕллеве пурнăçлама икĕ япала кирлĕ: укçа тата тирпейлĕ чипер арăм. Иккĕшне те шырамалла, тупсан алăран вĕçертмĕ.

Илтимĕр шухăшне Турă илтнĕ-тĕр, çав пулăшрĕ ахăр. Йĕркеллĕ иртрĕ унăн çар хĕсмечĕ. Срок тухсан киле каймарĕ вăл, çар карапĕ çинчех юлчĕ, укçаллă службăна. Амăшĕ вара ывăлне мар, çыру çеç кĕтсе илчĕ. Ах, тарăхрĕ вăл. Мăкăртатрĕ. Çын килте те питĕ кирлĕччĕ, ара, сахал-и арçын тытса тумалли ĕç. Хирĕлнĕ кăмăлне кӳршĕ-аршăпа пуплесе пусаркаларĕ вара майĕпен. Каярахпа, кăмăлĕ çаврăнсан, Илтимĕр амăшĕ, Минепи кинемей, ывăлĕ пирки мăнаçланма тытăнчĕ.

Пур ял-йышра лĕкĕрчĕксем. Илтимĕре çĕн ят тупса пачĕç — Мичман. Кам чĕлхинчен вĕçерĕннĕ-тĕр ку? Паллă мар. Путех флотра пулнă морякăн ĕçĕ. Пур вĕсем, темиçе те. Çак таврари сывлăш сиплĕ-тĕр. Ахальтен мар маттур яш-кĕрĕм çитĕнет. Ун йышшисем, паллах, флота юрăхлă. Унтан таврăнсан çӳреççĕ вара çиçтерсе морякăн илĕртӳллĕ тумĕпе пикесен чунĕсене хускатса. Вĕçкĕнленĕçин. Вĕсем тивĕçлĕ. Тиркеме никам та хăяймĕ.

Малалла

Атте шинелĕ


Хăрушă, юнлă вăрçăра

Кивелнĕ симĕс шинельне

Атте усрать-ха арчарах.

Тем сăлтавпа час-час вара

Кивелнĕ симĕс шинельне

Илсе пăхать вăл арчаран.

 

Сывлать хаш кашнинчех атте

Илсессĕн симĕс шинельне:

— Кĕве çиет, шинель пĕтет...

— Эс ан кулян, аттем.

Пĕлсем: Эс тунă паттăр ĕçсене

Çиеймĕç вăхăт кĕвисем.

«Кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн...»


Кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн

Шухăшра пĕр эс кăна.

Ыр ĕнен сап-сарă çăвĕн

Ирĕлсе кĕрен чуна.

 

Санпала таçта та кайăп,

Каламастăп-çке юри.

Ман пулман-ши пĕр-пĕр кайăк

Шăратма чĕре юрри.

 

Тепĕр чух куратăп тĕлĕк:

Тĕртрĕн шурă катан пир.

Йăли пур — хăть халь, хăть ĕлĕк

Кĕтнĕ шилĕк туй эпир.

 

Сан çинче пек çĕнĕ çĕлĕк,

Ман çинче пек ал шăлли.

Ай, хăçан-ши çавă тĕлĕк

Чăн пулать пире валли?

«Пĕлейместĕп: тăлăх ӳснĕрен-ши...»


Пĕлейместĕп: тăлăх ӳснĕрен-ши

Кутамас юман пек лутака?

Тен, ачалăх йывăр

килнĕрен-ши

Тулли ӳт кĕмерĕ шăм-шака?

 

Çавăнпах-и вăкăр пек эп чĕмсĕр,

Упа евĕр кутăн та чăкраш.

Хăш чухне туятăп

катăк йĕмсĕр

Чупакан ача пек пит йăваш.

 

Эп çапах та пурпĕр — этем чунĕ.

Ман телей те, чыс та ĕмĕт пур.

Элекпе ултавçăн хура юнĕ

Ăшра çук тумлам та — уçса кур.

Юрату сукмакĕ


Çил-тăман вĕçтерчĕ хĕлĕпех.

Сан йĕрпе çӳрерĕм, сан йĕрпех.

 

Эс каланăн туйăнчĕ «ан юл,

Ан çухалтăр пирĕн утма çул».

 

Çинçерех пулсассăн та пăртак,

Çухалмарĕ пурпĕр çав сукмак.

 

...Çуркунне халь çитрĕ, çуркунне...

Ирĕлтерчĕ пирĕн çулсене.

 

Те куççуль пек пулчĕ шурă юр.

Ăçталла саланчĕ çав шыв-шур.

 

Çавăнпа хурланчĕ ман чĕре.

Ах, мĕнле тупам-ши сан йĕре?..

Тав сăмахĕ


Илĕртӳллĕ çу пуçламăшĕн илемĕпе çиçекен тавралăха киленсе сăнакан, çуралнă енĕн пархатарлă сывлăшĕпе рехетленсе сывлакан Алюш кăнтăрла тĕлнелле аслă çултан пăрăнса Кăрмăш ялне пырса кĕчĕ. Тинтерех кăна çирĕм тултарнă каччă чĕри савăнăçпа тулнă, пичĕ-куçĕ телейпе çиçет. Ара, салтакран таврăнать мар-и? Икĕ çул пулман вĕт тăван тăрăхра, икĕ çул хушши курман мĕн ачаран чĕрене кĕрсе вырнаçнă ытарайми çак кĕтесе. Кăрмăш — Алюш çуралнă ял мар-ха. Тăван Кирпĕчкассине çитес тесен тата икĕ çухрăм майлă утмалла. Пĕрех Алюшшăн çак ял тăванран-тăван туйăнчĕ. Хăюлăхĕ çитес тĕк: «Акă эпĕ çитрĕм!» — тесе кăшкăрма та хатĕр вăл халь. Кашнийĕнпех ăшшăн калаçас, хăйĕн савăнăçне тĕл пулаканнине-пĕрне валеçсе парас килек пек йĕкĕтĕн. Чăнах, чĕрене шăнăçайми савăнăçа пĕччен епле йăтсе çӳрĕн ăна? Акă пĕр туяллă кинемей килет. Тӳсеймерĕ Алюш: «Ырă кун пултăр, асанне», — терĕ хаваслăн чарăнса тăмасăрах. Карчăк тĕлĕннипе тăпланса тăчĕ, куçне хĕвелтен аллипе картларĕ те: «Кам ачи пултăн-ха, паллаймарăм, — терĕ хăйĕнчен хăй ыйтнăн. — Салтакран килетĕн тем».

— Салтакран, асанне, салтакран, — малалла утса кайма ĕлкĕрнĕскер, кулкаласа каялла çаврăнчĕ Алюш. — Кирпĕчкассисем эп, паллаймастăн пуль.

Малалла

Тар тумламĕ — тыр пĕрчи


Эп çуркунне хĕрӳ ĕçлерĕм

Тăван çĕршыв уй-хирĕнче,

Ывăннине пĕртте пĕлмерĕм —

Мĕн чул тар юхрĕ ман çинчен!

 

Кĕр çитеспе хире эп тухрăм,

Пуçтартăм ылтăн пек тырра.

Хам акнă тумлама эп тупрăм

Хирти сулмаклă пучахра.

Сана эп куртăм


Сана эп куртăм, савнă тусăм, ăнсăртран,

Ун чух юр юрласа анаттăнччĕ сăртран.

Çак çĕр çинчи мĕнпур шеп чечексен илемĕ,

Çӳл тӳпери çут çăлтăрсен ачаш хĕлхемĕ,

Ирхи чĕр сывлăм шывĕн сăнĕпе тасалăхĕ,

Чи чĕвĕл кайăксен пит чаплă янăравлăхĕ

Санра упраннине эп куртăм ăнсăртран

Эс аннă чух юр юрласа сĕвек сăртран.

«Тăкăнать сар çулçă...»


Тăкăнать сар çулçă,

Çаралать вăрман.

Сапăнать йĕкелĕ —

Ватăлать юман.

Эп хĕлле çуралнă —

Шартлама хĕлле.

Менелник тăватăп

Çĕн çулпа пĕрле.

Пурпĕрех, мĕн-ма-ши,

Ĕмĕр иртнине

Çивĕчрех туятăп

Сарă кĕркунне.

Телей саманчĕ


Эп сана тĕл пултăм ăнсăртран —

Умăма сасартăк çăлтăр аннăн.

Халь пĕрмай куç умĕнче тăран,

Калăн çав —

чăнах та эсĕ манăн.

Эс çиçсе çухалтăн хăш енне?

Пĕтĕрĕнет кун-çулăн авăрĕ...

Илтейĕн-ши шăпам кĕл тунине:

«Ăна хăçан тепре Тур çавăрĕ?..»

 

Куртăм.

Пĕлтĕм.

Халиччен пĕлмен.

Саманта эп кунашкал савманччĕ.

Ĕмĕрлĕх самант та пур иккен.

Тавтапуç сана,

Телей саманчĕ!

■ Страницăсем: 1... 482 483 484 485 486 487 488 489 490 ... 796