Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çамрăк ĕмĕтЙӳçĕ кулăĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Чакăл-туТанатаАтте пилĕХусан

Йытă тĕлĕкĕ


Çĕр çине çынсем вăхăтлăха пурăнма килеççĕ. Кашни хăй ĕмĕрне пурăнса ирттерсен вĕсен чунĕ Турă патне пырать. Çын чунĕ Турă умĕнче хăй ĕмĕрне мĕнле ирттерни çинчен каласа парать. Лайăх пурнăçпа пурăннă çынна Çӳлти Турă çăтмаха ярать, чунне тепĕр хут çуралакан çамрăк патне вĕрсе кĕртет, япăх пурнăçпа пурăннă этеме тамăка хăвалать. Юлашки вара урăх нихăçан та çут тĕнче илемне курма пултараймасть. Шел пулин те ун пеккисем те пур — вĕсем çынсене вĕлернĕ, хăрушă пурнăçпа пурăннă.

Тата тепĕр тĕрлĕ Турă этемĕ пур. Çăтмаха яма май çук, тамăка валли те çылăхĕ сахалтарах. Вара Çӳлти Турă çакăн пеккисен чунĕсене тĕрлĕ чĕр чун ăшне ярать. Кам ĕне чунĕпе, кам лаша, кам сурăх, кам йытă...

— Мĕншĕн мана Çӳлти Турă йытă тумне тăхăнтартрĕ-ши? Çынна çаратман, вĕлермен. Мĕн панă пурнăçа ĕçре ирттерсе. Çылăхсем пулса-ха, анчах та йытă тумне тăхăнтартмалăхах-ши?

Куршанак ятлă йытă шухăшла-шăхăшла çывăрсах кайрĕ... Акă вăл пĕчĕк ача. Ачалăх. Ашшĕ çуралнă кун пĕр хутаç премĕк илсе парать. Вăл çак парнене пĕчченех çисе ярать. Юнашар тăракан икĕ йăмăкпа виçĕ шăллĕне тутанса пăхма нимĕн те памасть. Çисе ярсан вара кулса чĕлхине кăтартать. Çӳлти Турă çакна курса пĕрремĕш хут ачана асăрхаттарать. Виçĕ эрне чĕлхере çăпан чирĕ ачана макăрттарать. Шкул пĕтерсе аттестат илнĕ хыççăн пĕр пускил хĕр ачипе, лешĕ вун пиллĕк те тултарман, пĕр пахчана хăяр вăрлама каяççĕ. Хăярĕ качки, вăл çак хĕре çĕр улми анинче юратма пуçлать, унăн сĕткенне тутанать. Турри çак Славика хытă вăрçасшăнччĕ, хĕр ачи хăй ирĕкпе килĕшнине кура каçарать. Славик-куршанак ĕç професси илет. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Нумай çĕрте çын пулăшнипе усă курать. Хăй никама та пулăшмасть. Пулăшмасть мар, килен çынна шыв та ярса памасть. Пĕррехинче ун патне пĕр ял механикĕ комбайн валли ремень ыйтма килет. Вăл ăна çĕнни вырăнне киввине парать. Тепрехинче тепĕр ял тĕп инженерĕ трактор ремонт тăвасси пирки кирлĕ хут илсе пырать — вăл ăна икĕ хут хаклă хакпа ремонт туса парать. Çулланнă арçын пулнă çĕре пĕр ĕçе те парнесĕр тума пăрахать. Парни хаклăран та хаклă пулса пырать. Малтан çур литр, кайран литр, коньяк шайне те çитет, кăшт каярах чей сервисĕ, кавир, укçа: ал тенкĕ, çĕр, ик çĕр...

Малалла

Çунать çурта


Асаттесен «хули» ял хĕрринче.

Йĕс чан сассиллĕ çимĕк кунĕнче

Юманпала çăка сулхăнĕнче

Çавра та ешĕл тĕмеске çинче

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Çӳлте, çут тӳпере, пуç тăрринче,

Тытса-ши сар хĕвелĕн çиппинчен

Ытла та, ман хăраххăм, пĕр-пĕччен

Пĕр пуçласа вĕçне те пĕлмиччен,

Те хăй çинчен, те ман шăпа çинчен

Юрлать тăри.

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Кайри Çырман сĕвек çыранĕнче

Çăлкуç тапса тухать çĕр тĕпĕнчен.

Кĕркке хитрен вылять ун шывĕнче.

Çырма ик енĕ — йывăç та чечек —

Хур-кăвакалшăн ырлăхлă тĕнче.

Шăнкăртатса ир пуçласа ирччен

Тапать çăлкуç.

Юрлать тăри.

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Çук, çук, ял-йыш, эп тăлăха юлман.

Ман çухатас-и хамăн шанчăка? —

Аттеçĕм пулса тăчĕ яш юман,

Аннеçĕм пулса тăчĕ сар çăка.

Пĕрин сасси — тăри юрланинче,

Теприн сасси — çăлкуç янравĕнче.

Ан кăларах, çĕршывăм, çич юта.

...Çунать çурта.

Тымар сĕткенĕ


Эпир — çĕртен, шывран та сывлăшран.

Эпир — хĕн-асапран, йăл кулăран,

Эпир — кĕвĕçӳрен; юратуран,

Эпир — тăнăçлăхран, çапăçуран.

Эпир — пит аякри аваллăхран.

 

Тымар сĕткенĕ пĕтĕмпех упрать:

Манра — ман несĕл хурлăхĕ-ыратăвĕ,

Манра — ун çутă шанчăкĕ-юратăвĕ,

Манра — ун чăнлăхшăн çӳннин пăлханăвĕ.

Ман несĕл чунĕ-кăмăлĕ — манра.

 

Килет çак аслă пурнăç тымартан.

Ман ывăлра та — ман таса сăпайлăхăм,

Ман ывăлра та — манăн курайманлăхăм.

Эппин, пуласлăхра та сĕм аваллăхăн

Кăварĕ сӳнмĕ.

Пĕл çавна, тăшман!

Парне


Тачка пĕлĕт хуплать тӳпене,

Сарă çулçă ӳкет çĕр çине.

Шăнкăрч хăйĕн хăма вĕллине

Хĕл каçма парнелет çерçие:

 

— Кил-ха, йăмăкăм,

Çакă çуртра

Пурăнма ыр сунатăп сана.

Кивĕрех те кăштах,

Кăшт лутра.

Ан тирке пĕчĕккишĕн

Ăна.

 

Сивĕре вут хутса ăшăнма

Кăмака юсавлах,

Чиперех.

Ĕçлесе ĕшенсессĕн канма

Тĕк тӳшекĕм те пур —

Сарнипех.

 

Çыру çыр эс хăш чух кăнтăра,

Хăв çинчен пĕлтерсех тăр вара.

 

Парнелерĕ çапла вĕллине,

Вĕçрĕ пăр-р-р!

Тусĕ чĕннĕ енне,

 

— Чим!

— Тăхта! —

Хыпаланчĕ çерçи,

Шăнкăрча тем каласшăн пулса,

Чăрмантарчĕ ăна çил ачи,

Хăлхинчен ши! те ши! шăхăрса.

Автан


— Кунсерен ӳссе пыратăп, —

Эп ӳссен кам пек пулатăп? —

Ыйтрĕ чĕпĕ автанран.

— Эс-и? —

Тет ăна автан, —

Ман пекех, паллах, пулан:

Кăкăр урлă шӳлкемеллĕ,

Çырла тĕслĕ тупетейлĕ,

Кăлтăрмач пек шур хӳреллĕ,

Çĕр чавма —

Çинçе чĕрнеллĕ...

Ӳс-ха,

Ӳс-ха эс,

Петюк.

Кăт-кăт-кăт,

Кукуруку-у-ук!

Пирĕн йăли çавнашкал


Вăрăм çултан таврăннă хыççăн, машинă çинчен анса, хăвăртрах кантура кĕрсе пĕлтерме Сапатаров пĕр-ик утăм çеç тунăччĕ, ăна хирĕç кантур картлашкипе анакан хĕрарăм ун еннелле пуçне çĕклесе пăхрĕ те уттине хăвăртлатрĕ. «Мĕн пулнă вара Акаçа?» — вĕлтлетсе илчĕ шухăш Сапатаров пуçĕнче. Акаç сăнран-питрен те хуйха ӳкнĕ пек туйăнчĕ ăна. Пĕр-пĕрин умне çывхарсан, Сапатаров хĕрарăмăн куççульне асăрхăрĕ. Çавăнпа чарăнса тăмах тиврĕ.

— Чирĕ нимĕн чухлĕ те иртмен унăн. Санаторисем те пулăшаймарĕç,— ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ Акаç.

Ним ыйтса пĕлме те ĕлкĕреймерĕ Сапатаров, лешĕ, çын умĕнче йĕме аван маррине туйса пулас, пăрăнса, хăй çулĕпе васкарĕ. Вăл тĕл пулнă-пулманах мĕн пĕлтерсе хăварни Сапатарова та пăшăрхантарса пăрахрĕ. Талматин санаторирен килсе çитнĕ пуль ĕнтĕ. Арăмĕ куççульпех йĕни сăлтавсăр марах. Ĕçсем япăхран çапла-тăр. Акаç епле утса кайнине пăхса юлма та йывăр Сапатарова. Çӳллĕ кăна кĕлетки те хĕрарăмăн лутраланнă пек туйăнчĕ. Халиччен кирек мĕнле платйĕ те ун çинче килĕшӳллĕн курăнаканччĕ. Паян ун пек мар — шалпаррăн вĕçкелет.

Таврари ешĕл çуллан савăнăçлă илемĕпе киленсе иртекен çынсем хуйхăллă Акаçа асăрхамаççĕ те. Сапатаровăн та нимле мар пулса тухрĕ-ха. Сăмах уçса ĕлкĕреймерĕ Акаç умĕнче. Камăн маларах ун инкекне ăша илмелле? Маçтăрăн — Сапатаровăн. Пĕтĕм сменă кĕтекен пултаруллă рабочи Талматин çаплах чиртен сывалаймасть...

Малалла

Тупра


Хум хăвалать уй-хир пусси,

Пучах тулса тĕшĕленет.

Çӳл тӳпере хĕвел куски

Уй анлăшпе ĕштеленет.

Сап-сарă кĕмĕл шевлипе

Сăрлать хирти пур пĕрчĕне.

Хĕвел тĕррийĕ — шевлепи

Çĕн сăвă хыврĕ чĕрене.

Юрлать чĕрем çунатланса

Паян тăрипеле танах.

Итлекене, чăнах, ансат,

Ансат та мар — юрлакана.

Кашни тимлетĕр вăй хурса

Çут хĕвелтен хĕрӳ илсе…

Кĕр уй-хире, хĕрес хывса

Ана çине, кунта килсен.

Çĕр-аннене хисеплесе

Ыр ĕçпеле пиелесен,

Кӳрет рехет хура тăпра,

Унран пухатăн эс тупра.

Юман


Ĕмĕрхи кашлавлă вăрмантан

Манăн ал тӳнтерчĕ ват юман.

Çамрăк йывăçсем те ӳсчĕр теп —

Çак юманшăн лартрăм виçĕ тĕп.

 

Юманран эп турăм çĕн вĕлле.

Сап-сарах вăл — сăрă кирлĕ мар.

Çамрăк хурт амин çемйи сĕрлет.

Пыл пухма вĕçеç хуртсем вăр-вар.

Каялла килеççĕ пит сулмак.

 

Çĕн пылран шерпет туса лартсан,

Вуник кăшăл пичкине тапса,

Вĕллери хуртсем пек сĕрлесе,

Йӳçрĕ кăрчама. Пăхар ĕçсе!

 

Туй халăхĕсем ташша çапма

Хатĕр. Хатĕр такмак калама.

Ырă йăлапа ĕлĕкхилле

Асатте пире чунтан пиллет:

Вĕллери хурт пек килĕштерсе

Пурăнсамăр. Ачăр-пăчăрсем

Ӳсчĕр юмаха асилтерсе.

Учитель


Шкулта урок учитель ирттеретчĕ,

Илместĕмĕр вуншар куç ун çинчен:

Хура хирте шап-шур мулкач сикетчĕ,

Йĕрлеттĕмĕр эпир ун хыçĕнчен.

 

Эпир вĕреннĕ косинус е синус...

Учитель калани: вĕрен, пул çын эс —

Асрах.

Ăс-тăнăмăр шкул хыçĕнчен

Туптанчĕ институт сакки çинче.

 

Шкулта урок эп халĕ ирттеретĕп.

Каймасть вуншар куç ман çинчен.

Хура хирте шап-шур мулкач сикет тек.

Вуншар ача йĕрлет ун хыçĕнчен.

Тӳпе хĕвелпе кăна çиçтĕр


Ан пултăр вăрçă нихăçан,

Тӳпе хĕвелпе кăна çиçтĕр!

Телейлĕ, мирлĕ пурнăçа

Чăнах, тата мĕнех-ха çиттĕр.

Уй-хир хумхантăр тыр-пулпа,

Парка пучах куçа шартайтăр.

Хресчен ĕçри йăл кулăпа

Çĕн çăкăр умĕнче пуç тайтăр.

Ĕç юххипе шăрантăр чун.

Пулинччĕ пурнăçăмăр тулăх.

Хĕвеллĕ пултăрччĕ сар кун,

Ешертĕр, чĕнтĕр ешĕл улăх.

Çăлкуç шаркатăр вашмăкра,

Шерпечĕ çынсене сип кӳтĕр.

Телей тупаймăн шаймăкра,

Ырмарлăхпа тĕнче ан кӳттĕр.

Юратупа кун-çул тату,

Ыратупа чĕре ан суртăр.

Çĕршыв, çĕклентĕр хăвату —

Мăнаçлăхна пур çын та куртăр.

■ Страницăсем: 1... 480 481 482 483 484 485 486 487 488 ... 796