Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеСулпикепе Валĕм хунЮманлăхра çапла пулнăЫтла та вăрттăн юратуШевле çутиАча чухнехиÇамрăк ĕмĕт

«Шевлене»


Пире «Канаш» хаçат çуратрĕ,

Пĕрлешрĕмĕр халь «Шевлере».

Поэзи туйăмне вăратрĕ,

Пур проза пирĕн çемьере.

 

Васкар хастаррăн та хаваслăн,

Тус-йышлăхпа — çӳлте вĕçев.

Çынсемшĕн тăрăшса пурнасчĕ,

Çыраслăхра тупар телей.

Анне патне


Сывă-и, анне, халь йышăн эсĕ

Аякри ывăлунтан салам.

Çыру хыççăн çыру ятăм эпĕ,

Халь татах пăртак çырса ярам.

 

Ман калас килет, тăван аннеçĕм, —

Ман пирки пăрах куççуль тăкма.

Хурланма-йĕме те пăрахсамччĕ,

Ватăлса эс ан çунтар чунна.

 

Хам та эп туятăп, эп пĕлетĕп,

Урамра, яш-кĕрĕм хушшинче

Санăн ывăлна курас килет-тĕр,

Лăпкă, ăшă, уçă каçсенче.

 

Анлансам мана, тăван аннеçĕм,

Халь эп тăван çĕрĕн сыххинче.

Пысăк ĕç мана шанса параççĕ,

Çĕршыва сыхлап тăшмансенчен.

 

Кам пĕлет, хай, ваттисем каларĕш,

Лăпкă çилтен тăвăл пуçланать.

Вĕт пĕтмен, анне, тăшман таврашĕ, —

Тăван çĕр хушать сыхра тăма.

 

Халь сана эп тепĕр хут калатăп,

Ман пирки ан йĕр те ан хурлан.

Эпĕ сывă, лайăх пурăнатăп,

Хальлĕхе яратăп мăн салам.

 

Çулла, Корея, 1946.

«Глубокоуважаемый мана вĕрентнĕ Николай Иванович!..»


Эпĕ Сире пысăк салам яратăп.

Василий Егоровича Мускавра куртăм. Он передал мне, что Вы переехали в Казань. Конечно, для чуваш это хорошо. Но я опасаюсь — будет ли Вам удобно в Казани, сумеют ли чуваши достаточно оценить, сумеют ли окружить Вас достаточным вниманием. Сумеют ли прислушиваться к Вашему голосу, что для них очень было бы важно.

Кроме того, окажутся ли они достаточно внимательными обеспечить Вас и в отношении материальном.

В 1923 или 22 году я написал небольшую статью в редакцию газеты «Канаш», в которой предлагал безотлагательно начать печатать Ваш словарь и другие труды. Статью так и не напечатали. Темле, чăваш работникĕсем ĕçе широко пăхмаççĕ.

Я учусь в Москве, в первом МГУ, на этнологическом факультете, на литературном отделении, на третьем курсе. Вĕренме йывăртарах; тата в редакции газеты «Чăваш хресченĕ» служу корректором и переписчиком. Начартарах пурăнатăп. Николай Иванович! Сывă пулăр!

Ваш Илья Ефимов.

 

28.01.1927

Сĕреке


Хуть ĕнен,

Хуть ан ĕнен, —

Пире

Иртнĕ эрнере

Çеменпе иксĕмĕре

Çыхса пачĕ эрешмен

Сĕреке вĕт хĕлĕхрен.

Тăршшĕ унăн икĕ шит,

Урлăшĕ вара

Пĕр шит.

Унпа тытрăмăр паян

Чавса тăршшĕ виç çăрттан.

«Эй, мĕн чухлĕ чечек çĕр çинче...»


Эй, мĕн чухлĕ чечек çĕр çинче,

Эй, мĕн чухлĕ чечек!

Инçетри çăлтăрсен тĕнчинчен

Çимĕке аннă пек.

 

Уйăрса тăрам мар вĕсене —

Савăнса çех тăрам.

Уйăрса эп парам кашнине

Ăшă кăмăл-турам.

 

Тусăмсем, килĕр, иртĕр мала,

Юрлăр чун каниччен.

Тăвансен пурте тан пулмалла

Мĕн çĕре кĕриччен.

 

Улăхăм — тĕс кайман улача,

Тĕррисем — хантăсла.

...Ĕнтĕ çимĕк пĕрле те, анчах

Ăраскал ăрасна.

Хура вăрман çинче


Хура вăрман çинче епле алхапăл

Сиксе, сиксе куккукĕ авăтать.

Те пурăннă кунăмсене шутлать вăл,

Те пурăнас кунăмсене шутлать.

 

Ах, кайăк тусĕ — ытла та çăмăл,

Ах, кайăк савнăçĕ — ытла таса...

Тӳре пек хĕрхенӳсĕр вăхăт-тăвăл

Мана та ĕнтĕ кайĕ таптаса.

 

Çул хĕрринчи çеçкен тăрса юласчĕ

Сиксе, сиксе иртен кунăмсенчен.

Кив сăввăмсем патне ман таврăнасчĕ,

Куккукăм, сан çунаттусем çинче.

 

Пӳрне хуçса пырас — пӳрне çитеймĕ,

Ытла нумай, тен, авăтан, куккук?

Пурнас кунра мĕн килĕ, мĕм килеймĕ —

Чикан та каласа параяс çук.

 

Ир еннелле тĕлленнĕ тĕлек пек-и

Е каç юрланă çаврăм юрă пĕк? —

Чăпар куккукăн авăк-авăк тĕкĕ

Вĕçсе анать уçланкă çумĕпе...

Атăл урлă кĕпер хывнă иккен...


Ĕмĕр иртет, тăван, кун юлать,

Сарă хĕвел вăлтса йăл кулать:

Эпир йӳтесе те вилме выртсан,

Ку тĕнчене кун мар — чун юлать.

 

Ватăласпа пĕр ĕç ик алла:

Туя тытса сĕнксе лармалла.

Мĕншĕн йĕм тĕп çĕре перĕниччен

Пурăнмалла тунă çаплалла.

 

Çакă юррăм пултăр умсăмах,

Юрлас юррăм пултăр хыçсăмах.

Вăйпитти те вăхăта асаилсен,

Анне юрри килет асăма:

 

«Атăл урлă кĕпер хывнă иккен,

Эпир каçаймасăр юлнă иккен,

Çамрăк ĕмĕр иртсе кайнă иккен,

Эпир сисеймесĕр юлнă иккен».

 

Эпир сисеймесĕр юлнă иккен,

Кĕперрине сӳтсе кайнă иккен.

Эпир хут вĕренсе те чап илнĕ чух

Пурнăçĕ те иртсе кайнă иккен.

 

Ах такăр мар килчĕ утма çул,

Утмăл кукăр килчĕ утмăл çул.

Анне пиллĕхĕпе те, Тур çырнипе

Пуçăм сывă паян, кăмăл — çу.

 

Хĕвел тухать ĕмĕр тухăçран,

Тĕксĕмленсе килет анăçран.

Апла пурăнтăм-и эп, капла-и, —

Усси пултăр çакă пурнăçран:

 

Мăнуксене парам вак укçа,

Малалла

Пăрлă шыври хĕвел пайăрки


Юратуçăм! Пĕр сана шыратăп

Эс ăçта çӳретĕн çак таран?

Эп вилсен те пурпĕрех юратăп,

Сан патах-çке пырăп тупăкран

Григорий Илепер.

 

I

— Марина, эпĕ йăмăк патне кайса килес тетĕп-ха, — терĕм тантăшăма ĕç пĕтерсе радио çуртĕнчен тухсан.

— Мана пăрахса хăварасшăн-и вара? — куçне вылятрĕ тусăм.

— Пуçра та пулман унашкал шухăш. Пĕрлех каятпăр, — аллинчен тытрăм ăна.

Эпир троллейбуссем чарăнакан тĕле утрăмăр. Пире кирлĕ транспорт часах чарăнчĕ те, салона кĕтĕмĕр. Темшĕн пĕтĕмĕшĕ, ватти те вĕтти те, куçĕсемпе тӳрех манăн чĕркуççинчен чылай çӳлерехри юбка айĕнчен курăнакан çара урасем çине тăрăннăн туйăнса кайрĕ те, пите хĕрлĕ сăн çапнине сисрĕм. «Ах ку кĕске юбкăна! Мĕншĕн тăхăнатăп-ши ăна пĕрех хут?» — тарăхрăм хама-хам. Марина мана айăкран чавсипе çын сисмелле мар кăлт тĕкрĕ те:

— Люба, сана хыçалти кĕтесри каччăсем куçĕсемпе çисех яраççĕ, — терĕ.

Малалла

Ачалăхри хурсем


Тĕк пек хурсем ирпе туп-тӳррĕн

Сĕнксе утаççĕ уй-хире.

Вĕсем пекех эп хам та сӳрĕк,

Ир сулхăнĕ çӳçентерет.

 

Эп хурсене илсе çӳретĕп

Аял кастарнă хăмăлпа.

Хĕвел мăран.

Васкаччĕ, тетĕп.

Выляс килет ман юлташпа.

 

Хĕвел анать. Вут пек хĕралчĕ,

Ки-как, ки-как текелесе,

Тайкаланса утса килеççĕ

Мăн пĕсехеллĕ шур хурсем.

Мăшăр


Юрататăп чунтан мăшăра

Чĕресем юнашар тапнăран.

Çĕр çинче ăруран ăрăва

Хунав янă этем мăшăртан,

 

Чĕртнĕ вутă сӳнмест мăшăрпа,

Мăшăрпа йывăç-курăк хăрмасть.

Юрату тутăхмасть мăшăрпа,

Мăшăрпа чун-чĕре ватăлмастъ.

 

Çавăнпах пуль, эппин, кĕркунне:

— Пул ман мăшăр, — тет каччă хĕрне.

Çавăнпах пуль, ара, асанне

Чуп тăвать асатте сухалне.

■ Страницăсем: 1... 477 478 479 480 481 482 483 484 485 ... 796