Чапшăн пурăнмастпăр
С (Чув.) 2
Е60
Емельянов А. Чапшăн пурăнмастпăр: Повеçсем, калавсем. — Шупашкар: Чăваш АССР кĕнеке издательстви, 1971. — 208 с.
Анатолий Емельянов произведенийĕсене вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем хаçат-журналсенче те, уйрăмшар кĕнекен те сахал мар пичетленнĕ.
Писатель пултарулăхĕ çулран-çул ӳссе пырать, вăл çĕнĕрен те çĕнĕ проблемăсем хускатать. «Чапшăн пурăнмастпăр» повеçех илер, акă. Пур-ха Михатайкин пек кăра кăмăллă председательсем хăшпĕр колхозсенче. Пĕр енчен илсен, калама çук нумăй вăй хунă вĕсем япăхса кайнă колхозсен хуçалăхĕсене çĕклеме, малтисен шайне çитерме. Çавăнпа вĕсем мухтава та тивĕçлĕ. Тепĕр енчен, чап тени чипер çыннах иртĕхтерсе яма пултарать, вара малтан хăйсене йĕркеллĕ тытнă председательсемех улпутсем евĕр хăтланма, колхозниксене хĕсĕрлеме пуçлаççĕ. Çавăн пек çынна, Михатайкина, хытă лектерет автор ку повеçре. Тепĕр повеçĕнче А. Емельянов колхозри партком секретарьне, тин çеç суйланă çыннăн малтанхи утăмĕсене кăтартса панă. Кунта вара автор юрату темине анлăн хускатать. Тĕрĕссипе илсен, ку тема ытлашширех те пек повеçре. Вулакана ан хумхантартăр ку, мĕншĕн тесен «Пĕр уйăх» виçĕ пайран тăракан «Шăнкрав курăкĕ» повеçĕн пĕр пайĕ çеç-ха. Тепĕр икĕ кĕнекине каярахпа вулăпăр, ун чухне ку кĕнекере паллашнă партком секретарĕ çинчен ытларах пĕлĕпĕр.
Ытти виçĕ калавĕ те — «Тикĕс килмен ĕмĕр», «Менелник умĕн», «Сысна уявĕ» — пысăк шухăш çуратакан произведенисем.
Тупмалли
- Сысна уявĕ | Калав | 8 749
- Тикĕс килмен ĕмĕр | Калав | 33 027
- Менелник умĕн | Калав | 30 237
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...