Сысна уявĕ
Кĕрхи йĕпе-сапасем тапрансанах манăн пыр ярăнма пуçлать. Эх, шелмă, юмăçран та хаярскер вăл, ытла та катарине систерет.Хăшĕ-пĕрисем, пырĕ ярăнсан, тепрер икĕ-виçĕ сехетренех сыпмалли тупăнать имĕш. Кунашаллисене ăмсанмастăп. Сăмса вĕçĕнчине çерçи те курать, катарине вара... кунта çăхан сисĕмĕ кирлĕ.
Малтанхи хут пыр ярăнсан, эпĕ асаттерен тăрса юлнă хулăн та шĕвĕр вĕçлĕ çĕççе хăйăрма тытăнатăп. Тепĕр эрнерен уяв ситет: çĕр шăннă, юр та ӳкнĕ. Вăл кун эпĕ паяльнăй лампăна бензин яратăп (ку шĕвеке хăшпĕр шофёртан тепĕр шĕвек сыптарса малтанах тупса хума пулать). Хам вара тăтăшах урамри чӳречене пырса пăхатăп: кам ченме килет-ши?
Манăн сысна уявне Карачăм карчăкки пуçаркан. Вал яланах мана пустарать, ма тесен ун ни тăванĕ, ни пĕтенĕ, ни кӳрши, ни арши — йăлтах тӳр пилĕксем. То учитель, то врач, то бухгалтер... Папка та портфель кана йăтса утаççĕ, хресчен ĕçĕпе вара ни мăшик, ни пăшик. Кам патне каймалла, кама тархасламалла, мана пулмасан?
Мĕншĕн, тетĕр-и? Калам, эппин. Ăрачĕ пирĕн чаплă. Манăн атте пĕррехинче, тавлашса, перле тытнă хĕрĕх йĕкĕне кăкăрĕ умĕнче шат çеç хуçнă. Унпа тавлашаканни çакна çур литр эрех илсе панă, вăл вара çак тур шывне кĕленче тутинченех çăварне силленĕ. Ку атте пирки-ха. Мĕн вăл ĕлĕкхи çын? Вăл ахаль сăрапа та ӳсĕрĕлнĕ. Мана ураран ӳкрме «Московская особая водка» текенни виçĕ кĕленче кирлĕ. Тата мĕнле лару-тăрура-ха вăл. Енчен ĕçиччен çур кĕрепенкке услам çу персе лартрăм пулсан, унпа та ӳкместĕп. Леш ăпăр-тапăр «аншарлине» виçме хăнăхман. Çĕрулминчен тунине четверчĕпех яратăп. Халь сахăртан тума вĕренчĕç тата. Ку «особая» тенинчен те хаяр. Шеремет патшалăхĕ, епле кăна сахăр кăларса çитерет, хăшпĕр лаçсем эрех завочĕсемпе пĕрех ĕçлеççĕ.
Эпĕ тата ăста. Ялта пур-ха ăстасем, çук мар, анчах вĕсем манран çичĕ çухрăм катара. Пĕри — Курак Куçми. Унăн алли çăмăл теççĕ. Çăмăл-и, çăмăл мар-и — виçсе курман. Пухать çак мужик пĕтĕм кӳршĕ-арша, месерле пăрахнă çуна çине темиçе пăт таякан сыснана çавăрса хуртарать. Чĕтрекен аллисемпе пуçлать йăкăрлатма сысна мăйĕнчен, сурăх пуснă еек. Сысни Чăваш республики илтмелле çухăрать. Çынсем тӳрех пĕлеççĕ: Курак Куçми нуша кăтартатъ. Куракăн тата унăн хăй юрри: кун пек пуссан юнĕ йăлтах юхса тухать имĕш, ашĕ те, шӳрпи те тутлă-мĕн. Анчах Куçмана пулăшма виçĕ-тăватă çын кирлĕ. Тирпе вĕтме те вăл çăка вучĕ хурсах вĕтет, пусмалли техника ун аллă çул каяллиех. Çапах та ăна пустаракан ухмахсем тупăнаççĕ.
Кăçал манăн пырăн сисĕмлĕхĕ тата ӳсрĕ. Малтанах пыр ярăннăранпа вунă кун та иртрĕ. Йăпăх-япăх кĕрхи çанталăк мана çеç мар, колхоз председательне те йăлăхтарса çитерчĕ пуль. Ни тухса çӳреме, ни урапа кӳлме. Унашкал çанталăка тӳсме пулать-и-ха. Чӳрече умне бригадир пымасть, арăм та ĕçе каймастăн тесе ятлаçмасть. Ирхине вырăн çинче пĕрре куçна уçса тутлăн анаслатăн, унтан, канакан министр пек, тепĕр аяк çине васкамасăр çăврăнса куçа хупатăн. Харлаттаран тепре. Тулĕк пыр ярăнни çеç шăмшака çӳçентерет те, канлĕн-канлĕн шухăшлаттарать: хăçан шăнтать-ши эсремет çанталăкĕ?
Вунпĕрмĕш кунĕнче, хам йăраланкаласа тăнă çĕре, Карачăм карчăкĕ кăштăртатса çитрĕ.
— Е-е, Шăнкăрч килтех-ха. Ман килес, ыр кун пултăр, — текелесе кинеми çĕлĕкне хывса хул хушшине хĕстерчĕ. Карачăм карчăкне курсанах манăн пыр яла илтĕнмелле ярăнчĕ: — янкăрр! янкăрр! янкăрр!
— Килте пулмасан ăçта пултăр вăл кахал, — салтса ярать чараксăр чĕлхине арăм.
— Кин, ун пек ан кӳрентер-ха. Шăнкăрчăн алли ылтăн ун... — ман хута кĕрет кинеми.
— Мĕн ылтăнĕ пултăр? Пуртă аври лартайман арçын арçын-и вăл? Ял кулли! Пăрлешнĕ те, ача-пăчаллă пулнă та, пурнас пулать.
— Кĕçĕ ернĕ чĕлхӳне сысна çĕççипех татса ывăтатăп ак, — çилленсех кайрăм эп. Хĕрарăм та çав: унăн яланах çын умĕнче упăшкине намăслантармалла, ăс памалла.
— Шăнкăрч, мĕнле, паян пусса параймăн-ши? — çине тăрать кинеми.
— Ненай! Çав хурт çимен чĕлхе килтине пустарасшăн та, — тинкеретĕп эп арăм енне куç хӳрипе.
— Пусса парах. Шӳрпе çиме лавкка эрехĕ те илтĕм, — хистет çаплах Карачăм карчăкки.
Шӳрпе тесен тата ман ăша шуйттан кĕрсе ларать пуль. Ирех юрлас килет. Ача пек йăлттă-ялттă сиккелеме те хатĕр.
Утатпăр тухса. Çитсенех кинеми сыснине валашкана апат ярса паратăп, пуртă тăршшипе икĕ хăлха хушшинчен самаях вăйлă танклаттаратăп. Палт! кайса ӳкет сысна. Мăшăлт та тумастъ выльăх, ним сас-чĕвĕ те кăлармасть. Эп Курак Куçми мар, нушалантармастăп.
Карачăм карчăкки пулăшнипе сыснана сарай каштинчен çакса хуратăп. Халь ирĕлтермелли лампа ĕçе кĕрет, вăл сăхма хатĕрленнĕ çĕлен пек чашлама пуçлать. Малтан çăмĕсене çунтарса тухатăп, унтан вĕтме пуçлатăп. Тапса тухатъ кукар шăрши — хăть халех ташла! Малтан тирĕ хăп-хăмăр пулса лариччен ĕнтетĕп, вара шыв сапса хырса тăкатăп. Тирĕ услам çу пек сап-сарă пулса ларать. Хырма мĕнле çĕçĕпе хырнинчен те килет, çивĕччипе таса пулать, мăкараххипе — шăрчĕ юлма пултарать. Кам патĕнче ĕçлетен, пĕр сăмахпа: интеллигент патĕнче тасарах тăватăн, Карачăм карчăкне пырать ăна. Пĕлетпĕр ăçта епле ĕçлемеллине, паян çеç пурăнман тĕнчере.
Вĕтсе пĕтерсенех хăлхисене, урисене касса паратăп, ăшне кăларатăп: хуран çак та пĕçер шӳрпе. Ыхрапа лавр çулçи яма ан ман. Юнне ăна тултармăш тунă ĕнтĕ, вăл — чи малтанхи закуска, мана ĕç пĕтерессе кĕтсе ларать. Сысна ăшне кăларсан, сивĕ шывпа çăватăп, малти хул тăрринчен çурăмне касса хĕреслетĕп. Каснă вырăн тăрăх сысна сали мĕн хулăнăшне пĕлме пулать. Кинеми сыснин икĕ пӳрне пек кăна, ялти пекарньăра ĕçлекен Трихванăн вара ал лаппинчен те сарлака. Ун сыснинче хура аш тупаймăн. Паллă: бесплат çăкăр, кӳптер те кӳптер.
Сыснана çĕклесе çенĕке кĕретĕп, стропил каштинчен çакса паратăп. Халь алла çума юрать, сĕтел çинче «особая» мана кĕтсе йăл! кулать. Карчăк вăр-вар-ха: вĕреюен хурантан юн тултармăшĕ кăларса парать. Эрех патĕнче çеç вăл мĕшĕлти, юрать-ха пăккине хам уçса паратăп. Кинеми сăра стаканĕ çине ярса ваттисене асăнать, стаканри эрехне сĕтел çине тумлатать. Ваттисене çапла асăнмалла-и? Мĕншĕн эрехе сая ямалла, пĕлместĕп: вилĕ çын сĕтел патне пырса çуллас çук. Хайхи-майхи ватсупнă тинех тутанса пăхать, «çакна мĕнле ĕçеççĕ» тесе пуçне суллать. Ĕçесси вăл — сысна пусасси мар. Хама тулли тултарса панă стакана вашт! çеç çавăрса хуратăп та çиме пикенетĕп. Акă ăçта вăл тĕнчери ырлăх! Эрех юн тăрăх вăшăл-вăшăл, пăшăл-пăшăл туса чупать, тултармăш пăслансах çиме ыйтать.
— Шăнкăрч, эс хăвах ярса ĕç-ха, эп шӳрпипе айланам, — текелет карчăк.
Мана çак кăна кирлĕ те. Юлашки эрехне, тултарса хаплаттаратăп, çийĕнчен тепĕр виçĕ стакан кăрчамапа тăрлатăп. Пăхаттир халь эп! Ăшра ш тăкăнса вĕрет. Тухса утап килелле. Каçчен килти сыснана пусса хуратăп, вара, арăма çавăтса, — Карачăм карчăкки патне шӳрпене. Тăванĕ-пĕтенĕсене пухать вăл, эрехĕ те пур, кăрчами те. Пуçланать сысна уявĕ. Акă ăçта вăл ырлăх!
Ирхине ирех Карачăм карчăкĕ патне çитсе мухмăр уçатăп, унтан теприн патне — сысна пусма.
Анчах кăçал эп тухаçлах ĕçлеймерĕм. Ял Совет председателĕ Сухăр Пурхили пĕтерчĕ мана. Хут çинче ăна Порфирий Петрович Серов теççĕ-ха та, эп Сухăр Пурхилиех тетĕп.
Шăнтсан тăваттăмĕш куннеччĕ пулас, кăнтăрлачченех кĕтсе лартăм килте. Темĕн, пуема чĕнекен пулмарĕ. Вара тухса утрăм Трихван пекарь патне. Кашни çулах ун сыснине эп пусса панă.
Çенĕке кĕрсенех куратап: пуснă сысна çакăнса тăрать. Чĕрем карт! сиксе сылтăма куçса ларчĕ.
— Э, халь ялта сысна пусакансем пуй, — терĕ Трихвăн арăмĕ, селĕпскер, эп тĕлĕннине курсан. — Ял Советне кайса пĕй тенкĕ тӳлетĕн те, Пойфийий Петйович туххăмйа çынсене яйса пайать.
— Камсене?
— Айа, леш аш-пăш комбинатĕнче ĕçленĕ Сааипа Енĕш Йăванĕ тата тепĕй çичĕ-сакай çын пусаççĕ. Шӳйпе те çитейесси çук вĕсене, кунне иккĕн вуншай сысна майлаççĕ теççĕ. Ялта халь пустайман выльăх та юлмайĕ пуль.
Ма хурт çимест санăн селĕп чĕлхӳне?!
Тухса утрăм колхоз правленине. Октябрь уйăхĕнче ĕçленĕ укçана илсен, шăпах виçĕ кĕленче «особая» тенине туянма çитрĕ. Сысна шӳрписĕр салху та кичем. Тарăхнипе киле çитсе автан урине персе хуçрăм, арăма шӳрпе пĕçерттерсе çирĕм. Тинех лăпланчĕ чун.
* * *
Ку историе район больницинче выртнă чух пĕр хĕрĕхсене çывхаракан Шăнкарч ятлă çын каласа панăччĕ. Ултă пăта яхăн таякан патвар арçын хăйне врачсем выльăхăн темле йывăр ятлă чирĕпе чирлетĕн тесен те ĕненместчĕ, сысна юнне чĕрĕллех ĕçни сывлăхшăн пысăк усăллă пулнă пирки сăмах ваклатчĕ. Хăйне вăл пĕр-пĕр пысăк ĕç тăвакан паттăр пекех хăюллă тыткалатчĕ, намăсĕ-симĕсĕ çукрахчĕ ун. Пур-çке кашни ялтах çавăн пек çын-и, е çынсем-и: вĕсем ырă ĕç тунипе мар, ĕçкĕпе чапа тухнă, вĕсем колхозра миçе кун ĕçленипе мар, миçе кун ĕçнипе мухтанаççĕ. Сывă чухне кунашкал лăпăр-лапăр историсене итлеместĕн те. Анчах мĕнпе ирттерĕн-ха палатăри кичем вăхăта?
Кăçалхи хĕл пуçламăшĕнче манăн татах больницăра выртма тиврĕ. Сывалса тухас кун Шăнкăрча каллех тиесе килчĕç. Шӳрпе çисе ытлашши ĕçнĕ те, килне те çитеймен, шеремет. Çĕр каçиччен урамрах шăнса хытнă.
Мĕн тăвăн: сысна уявĕ... Шӳрпене ĕçкĕсĕр çимеççĕ.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...