Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кунта эп халĕ тин — хăна кăна...
Мĕскер курма çавра уçланкăна
Кĕпĕрленсе тухаççĕ чечексем —
Пĕлĕтпеле вăрман хĕрачисем?
Астăвăмăр, ах тур, ытла кĕске, —
Ара, паян хĕвеллĕ çимĕк-çке!..
Вăй картине яш-кĕрĕм тухмалла,
Çут çăлтăр юррине юрламалла.
Куçран пăхать, пăхать кăвак çеçке,
Мана мĕскер каласшăн вăл, мĕскер?
Çур ахрăм пĕр каять те пĕр килет,
Ăна пĕччен итлетĕп эп — поэт.
Чун юхăмĕ пулса хускалнă çил
Уçса пăхать çăка çулçисене:
Мĕн каласа ытарлăн çырнă-ши
Чăваш шăпи пирки вĕсем çине?..
Аттил чухнехи анлă Атăл умра,
Митта чухнехи пĕлĕтсем саланаççĕ.
Чарса чарăнми ирĕкри юхăмра
Шывпа пĕлĕт мар — ĕмĕрсем ăсанаççĕ.
Мĕнле йăхсенче халь вылять тихалла
Аттилăн пăлхавăрлă юнĕ?
Ăçта капланса юхса çитнĕ, кала,
Миттан вĕресе тăнă кунĕ?
Тăратăп кăшт катăлнă кăмăлпала,
Чунра — чун тытмалăх сайхалăх.
Ниме пăхăнман аслă Атăл, кала:
Ăçта кайса кĕчĕ вăй-халăм?
Текех инçете чĕнекен тӳпене
Касса уçаймасть çут çунатăм.
Яш вăхăт таçта хĕмлене-хĕмлене
Çунса çухалнишĕн çунатăп.
Халь урăх ăру «Юрату сăмсахне»1
Чарлан чĕпписем пек иленнĕ.
Халь урăх ăру юрату сăмсахне
Гранит карлăкра чĕрмеленĕ.
Шеллев туйăмне çутçанталăк пĕлмест:
Туйра та вилет паттăр каччă2...
Аттила, епле хĕрĕх тăххăрта эс
Тĕнче тытакан утаманччĕ!
Шеллев туйăмне çут çанталăк пĕлмест;
Таптаннă та ваннă настурци...
Тăванăм, Митта, хĕрĕх тăххăрта эс
Епле поэтла пит маттурччĕ!
Малалла
Пин енлĕ пин çул, пурте вĕçсĕр инçе,
Çапах та пĕр ĕмĕр пурне те вĕçлет.
Кăлт турĕ чĕре ĕмĕрсен сыппинче —
Уксах сехетле тикĕс мар вăл ĕçлет.
Мĕн тăвăн — хĕвел те анать анăçа,
Анать те — пире хăварать тăлăха.
Епле манăçми те юлать манăçа,
Çурта-мĕн çутни те вара кăлăхах.
Çак пурнăç хакне кăлармашкăн мĕнле,
Мĕнле пурăнсан лайăхрах, кам — калать?
Тупма тăрăшатăн та çын кăмăлне,
Ик хаклăх, виç хаклăх хам кăмăл юлать.
Элле уссăрах-ши эпир çаплалла
Çунса пурăнни, ӳкĕнни, савăнни...
Мĕн илтнĕ, мĕн курнă — йăлтах манмалла,
Йăлтах манмалла-мĕн сана та, савни...
 Хăюллă, вăйлă ĕçлерĕн эсĕ совет ĕçĕнче, чăваш литературинче, пирĕн пичетре. Октябрь революцийĕ çуратса ӳстернĕ культурăшăн эсĕ те чунтан тăрăшни сахал мар. Ленин-Сталин ĕçĕсем тĕнчипе чаплăланса, ӳссе, пĕтĕм тĕнче ĕç халăхне коммунистсен партийĕ тавра тăратнă вăхăтра эсĕ чирлесе çамрăкла вилни — йывăр хуйхă. Тăпру çăмăл пултăр сан. Чăваш совет литературишĕн, революци культуришĕн, Совет Союзĕн çирĕплĕхĕшĕн, унăн чаплă пурнçĕшĕн килти икĕ питлĕ тăшмансемпе, империализм-фашизмăн хăрушă ĕçĕсемпе хам пурнăçа хĕрхенмесĕр кĕрешме сăмах паратăп эпĕ те сана çĕре пытарнă вăхăтра.
Çемен Фомич тăванĕсем, хурăнташĕсем! Çемен Фомич арăмĕ, ачисем! Сире пысăк хуйхă пулчĕ. Ытла пит ан кулянăр, ан хурланăр. Совет патшалăхĕнче социализм вăхăтĕнче партипе правительствăн сире те пур енчен те пулăшма иксĕлми тахат-хăват мĕн тери вăйлине асрах тытса тăрăр. Вара сирĕн хуйхă çăмăллансах пырĕ.
И. Тăхти
 Асамат çине хăпартăм,
Пĕлтĕм унăн асамне.
Хĕвелпе пĕрле эп лартăм,
Сисрĕм ăшă туйăмне.
Уйăха куçпа сăнарăм,
Куртăм йăл-йăл куллине.
Çынсемпе курса калаçрăм,
Илтрĕм тĕплĕ сăмахне.
Савнине чунран юратрăм,
Шантăм туслăх пуррине.
Пурнăçа пĕлсе юрларăм,
Юратса ăна ырларăм.
Çамкуна пустуй пĕретĕн,
Пурнăç,
Тимĕр урапу
Таптас çук пĕрех.
Тĕрекĕм —
Ĕмĕт, шанăç, юрату.
Кăшăллать чуна каç сĕмĕ,
Тӳсĕм — хĕлĕх пек çинçе.
Вăранать çапах та ĕмĕт —
Чĕпĕ евĕр — ир çинче.
Пĕринче,
Сӳнсессĕн анăç,
Уксахларĕ те тивлет,
Унтанпа хистевлĕ шанăç
Каçăхсах ăна сиплет.
Кӳлĕмри чĕре хавхаллă,
Тунсăх кайтăр-и çама,
Юрату — умри каçалăк,
Ман тупас пулать çавна.
Суяран явмастăп карăм,
Юптармастăп куçкĕрет.
Хам валли хамах хайларăм
Чĕремрен эп виç тĕрек.
Çавăнпа тек хăратмасть те,
Пурнăç, тимĕр урапу.
Ун айне пулма памаççĕ
Ĕмĕт, шанăç, юрату.
Лĕпĕш вĕлтĕртетнĕ пек çыратăр,
Шухăшсăр та çăмăллăн, хитре.
Кĕç акатăр тата выратăр,
Тар тăкса курмасăр уй-хирте.
Хĕр çинчен тĕрлетĕр ярăм-ярăм:
«Шăлĕ тикĕс, пĕвĕ тайăн мар...»
Мур илесшĕ, лаша мар хĕрарăм,
Вулакан улшуçă чикан мар.
Сиршĕн пурнăç — вĕçĕмсĕр уяв-тăр,
Çăлтăрсем, чечек те юрату...
Пахчари сар кайăк пек юрлатăр,
Çĕр çинче çук тейĕн ырату.
Сăввăрсем, мĕн калăн, вуланаççĕ,
Пыл пекех пылак сăмахăрсем.
Пĕр çитменлĕх: хăвăрт хупланаççĕ
Манăçу тусанĕпе вĕсем.
Е нухрат, е шухăш иксĕлсессĕн,
Тăлмача куçатăр вăр-варах.
Çылăха пĕлмесĕр, пĕр тесессĕн,
Майăклатăр мĕскĕн автора.
Пĕр-пĕрне каçса кайсах мухтатăр,
Гение тухатăр черетпе...
Турткăш та, хӳре сарсассăн, капăр,
Вĕçевре танлашмĕ пĕрхĕтпе.
 Чĕкеç чĕлхиллĕ пуласчĕ ман паян Сире салам калама. Шăпчăкла шукăль юрласчĕ паянхи куна савса, савăнса вуласа Сирĕн хальхи кун-çула чăн та тивĕçлипе хисеплесе мухтама.
Чĕкеç пек чипер мар, шăпчăк пек шукăль мар пулин те, çапах Сире паян виç сăмах ырă кăмăлтан каланăшăн ан ятласамăрччĕ мана. Пирĕн орденлă республикăн халăх поэчĕ Н.И. Полоруссов-Шелепи юлташ, Эсир чăваш литератури ĕçĕнче ĕçлеме тапратни 30 çул тултарнине асăнса ирттерекен чаплă юбилей кунĕ чĕререн салам, пысăк салам Сире. Чăвашсен совет поэзинче малашне тата хăватлă, большевикла ĕçлеме сывлăх, вăрăм кун-çул пултăр Сире, хисеплĕ юлташ Шелепи.
И. Тăхти
Нина çăмăл калакпа
Шыв юххи уçмашкăн тухрĕ.
Шăнкăр-шăнкăр сасăпа
Шыв хаваслăн хăвăрт юхрĕ.
Чăтаймарĕ Нина та,
Вăл ун хыççăнах чуптарчĕ.
Юхрĕ, юхрĕ те
Таçта
Шыв чуппийĕ пач çухалчĕ.
Тĕлĕнсе те хурланса
Нина ун-кун пăхкаларĕ,
Юр çинче путса утса,
Вăл ăна шыра пуçларĕ.
Путăк пулчĕ.
Мĕнешкел
Шыв унта пырса капланчĕ!
Йăлтăр пĕчĕкçĕ хĕвел
Нина халĕ пулчĕ тăчĕ.
 Павăл çитрĕ хуларан,
Аякри Шупашкартан.
Тахçанах курман ялне
Тата ватă амăшне.
Пуçĕ çинче шĕлепке,
Вĕл! вĕçет кăтри çилпе.
Çӳлкĕлеллĕ пушмакне
Вăл чикмест ял пылчăкне.
Хирĕç пулсан ыр сунмасть,
Ял-йыша та палламасть,
Вырăсла перкелешет:
«Я, городской», — текелет.
Хирĕç пулчĕ кинемей,
Вăл ăна каларĕ: «Эй, —
Гте мой пывший том кунта?
Не бывал тавно ялта!»
Çав вăхăтра пĕр ури
Шуса кайрĕ йăр-яри!
Павăл ӳкрĕ хăма пек,
Вырăс мар ĕнтĕ вăл тек.
Вулаканăм, эс тăнла,
Ялта пулсам хамăрла.
■ Страницăсем: 1... 475 476 477 478 479 480 481 482 483 ... 796
1 Атăл хĕрринчи çамрăксен юратнă кĕтесĕ 2 Аттила хăйĕн туйĕнче вилнĕ
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...