Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 «Ăçта васкатăн ир-ирех, Наçтук кума?
«Праски патне каятăп.»
«Мĕн тума?»
«Килте пĕр чĕлĕ çук — ыйтма.»
«Тĕлĕнтеретĕн эс, кума,
Кĕлетунте шур çăнăх лăк тулли
Ан пул-ха çын кулли.»
«Ах-х...»
«Ан хуйхăр кăлăхах,
Пĕçер-ха çăкăрнă хăвах.»
«Çĕпре пĕр чĕптĕм çук.»
«Ил лавккаран.»
«Мĕнпе илес укçийĕ пулмасан.»
«Татах тĕлĕнтерен, Наçтук.
Мĕнле-ха çук?
Ĕнер çеç сутрăн çĕрулми пĕр лав.»
«Тав Çӳлтине, пит пысăк тав,
Анчах укçийĕ çук.»
«Ăçта вара?»
«Банкра.
Унта куçарчĕ ман упăшкам — Ваççук.»
«Тĕлĕнтерен, кума, çаплах тĕлĕнтерен:
Ил укçуна çынна култариччен.»
«Илесчĕ те ăна — хуçи вĕт эпĕ мар...»
«Ах, Турăçăм. Наçтук...
Ну, юрĕ, пыр, уттар.»
Çак çутă тĕнчере эпир пурнатпăр:
Мул-пурлăх пур çинчех кӳрше ыйтма каятпăр.
 Ирхи йăлтăр шевле вылямасть нумай хушă:
Хĕвел умĕн килет те каять хĕвелпе...
Савăнатăп, сар хĕр, çĕр çинче эсĕ пуршăн,
Эсĕ маншăн — сӳнсен те — сӳнми çут шевле.
Çил ачи пекех эс — вĕлтер-вĕл сапаланчăк,
Кăмăлушăн чуну — вĕç-тăррисĕр инçет!
Капăра ăмсанан куçусем те вылянчăк —
Çут тĕнче илемне ăнланатăн тин çеç.
Уçă кăмăллăскер, чун-чĕрӳ те яр уçă.
Кам иленмĕ сана, йăлтăр ирĕк шевле?
Анчах темшĕн вăрах вылямасть ирхи шуçăм:
Хĕвел умĕн килет те, каять хĕвелпе.
 Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çӳренĕ,
Анчах темме капла асăрхаман.
Выляс-кулас пулсан, калаçнăçемĕн,
Ыттисемпе сăмах-юмахчĕ ман.
Каç-каç сана ăсатакан пулсассăн
Эп марччĕ юнашар утаканни.
Ют каччăпа институтран тухаттăн,
Кӳрентерместчĕ такампа кайни.
Санпа пĕрле пулма та шутламанччĕ,
Куçран пăхса та пĕртте калаçман,
Анчах мана такам асăрхаттарчĕ:
— Вăл вĕçĕмсĕр сăнать сана, ан ман!
Пĕрле вĕреннĕ, пĕр йышра çӳренĕ,
Анчах темме хальччен асăрхаман...
Иксĕмĕре, хăй кĕвĕçсе кӳреннĕн,
Пĕр мăшăр терĕ чăнласах такам.
 Хĕлле. Сивĕ. Туссемпе шкула çӳретпĕр. Паян пĕрремĕш урок — музыка урокĕ.
«Эх, пĕр-пĕр юмах геройĕ урока хăнана килинччĕ», — тесе шутласа лараттăм кăна, класа Пĕлменкке кĕрсе тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаларĕ те манпа юнашар кĕрсе ларчĕ. Пĕчĕкскер, юрлама та пĕлмест иккен.
Ытти уроксенче те пирĕнпе пĕрлех ларчĕ. Киле каймалли вăхăт çитсен Пĕлменкке манран юласшăн пулмарĕ.
— Мана юрлама вĕрент-ха, — ӳкĕтлеме пуçларĕ.
— Сăмах памастăп лайăх юрлама вĕрентетĕп тесе, анчах та тăрăшса пăхма юрать, — хавхалантартăм Пĕлменккене.
Çулпа пынă чух ăна тĕрлĕ юрă шăрантарса патăм, вăл вара ман хыççăн ĕнĕрлесе пычĕ. Чим-ха, чим, темшĕн ман сасă çĕте пуçларĕ, унтан çĕтсех ларчĕ. Юрлайми пултăм. Йĕрсех ятăм.
«Эпĕ сан сассуна кам вăрланине пĕлетĕп. Кӳлĕри пулă, — терĕ Пĕлменкке. — Вăл калаçма пултараймасть, çавăнпа хытă кулянатчĕ, камăнне те пулин сассине вăрласси пирки ĕмĕтленсе пурăнатчĕ. Санăнне вăрланă та ĕнтĕ вăл!»
Çапла ман сасса вăрланă пулла шырама кайрăмăр. Кӳлĕ хĕррине çитсен Пĕлменкке шыва кĕрсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ, шывран пĕр пулă йăтса тухрĕ: «Тытрăм! Тытрăм! Çак пулă çын чĕлхипе калаçать! Сан сассупа! — хаваслăн кăшкăра пуçларĕ вăл. Эпĕ пулла хамăн сасса тавăрса пама ыйтрăм.
Малалла
 Пĕр аслă вăрманта
(Хăш-чух шăв-шав та пулкалать унта)
Хĕл сиввинчен тухса кĕрсен ăшша
Вăрман халăхĕсем
Пĕр ĕç тума кӳлеççĕ пар лаша.
Канашласа пăхаççĕ те вĕсем
Тилхепене шанса параççĕ Упана.
«Асту», — тесе
Калаççĕ вĕрентсе, —
Асăрханса пĕр тикĕс тыт ăна,
Унта-кунта карт-карт ан турткала.
Сулăнчăкра тӳнсе ан кайтăр лав.»
«Ан пăшăрханăр, — тет Упа,
Хăпартланса мăн сасăпа, —
Тилхепене тытас ĕç кăткăс мар
Явкалса илсессĕн — яра пар...
Каç пуласпа
Тулли лавпа
Кĕтеççĕ Упана.
Вăл çук та çук. Паллах, пăшăрхану:
«Ах, çул çинче тем пулнă-ши ăна?
Каяççĕ шырама. Кураççĕ (ну и ну):
Йăваннă тулли лав. Арканнă урапа.
Кăшт леререх ларать Упа.
Ăна курсан каларĕ халăх:
«Тилхепене тытма кирлех ăсталăх».
 Каска çинче лараççĕ чĕрчунсем:
Куян, Пакша, тин çеç вăраннă Чĕрĕп.
Сăмах çăмхи сӳтеççĕ ватăсем.
Çанталăк ăшă, кирлĕ мар çăм кĕрĕк.
«Эсир вара илтмен-и», — тет Куян.
«Илтмен-çке, — тет Пакша, —
Ăçта-ши мĕн арканнă?»
«Пĕлетĕр-и, леш Кашкăр — кашаман...»
«Мĕн тунă вăл тата?»
«Вăл капкăна çакланнă.»
«Ай-уй! Ан тĕлĕнтер! Чăнах-и ку?»
«Чăнах.
Пĕр витерен вăл сĕтĕрнĕ, тет, сурăх.»
«Тавах Турра, тин пĕтнĕ вăр-хурах,
Чĕрчунсене шар кăтартаймĕ урăх.»
«Эй, кăлăхах ларатăн савăнса, —
Çăвар уçать чĕнмесĕр ларнă Чĕрĕп, —
Ак курăр-ха, вăл тухĕ хăтăлса
Çав капкăнран сиен курмасăр, чĕррĕн.
Чăнах,
Çав Кашкăра эрне иртсессĕн курнă
Васканине ял еннелле хир урлă.
Сас-чӳ пур вăрманта — вăрман хăлхаллă:
Вăл туслă Упапа. Ытти — сăмахсăр паллă.
Кĕтсе илеймерĕç ăна ял-йышсем.
— Килетĕп, атте-анне…, — терĕ.
Каллех симĕсленчĕç кунти йăмрасем.
Пахча çĕн кĕпе-ши тĕрлерĕрĕ?
Çыру пек, шап-шур хурăнсем,
Урам ик айкки капăрланнă.
Ем-ешĕл чемчем курăксем
Йăмра тăрринчен çĕре аннăн.
Хитре эрешленĕ пӳртсем, хапхасем,
Чăваш кăмăлне асилтерчĕ.
Пурнаççĕ кунта тарават чăвашсем,
Çак сăнлăх туйтарчĕ, пĕлтерчĕ.
Çуратнă ку ен тĕнчене паттăра,
Çап-çамрăк кăна кăйкăра.
Ирех çунма тивнĕ инкеклĕ вутра,
Ах, мĕншĕн! ах, мĕншĕн! ах, мĕншĕн ютра!
Тӳпе паттăрсен ячĕпе хĕрелет,
Ирпе, хăш чухне — каçхине.
Илтсем, салтак амăш йĕрет
Кĕтсе хăй тăван ывăлне.
…Афган çĕрĕнчи типнĕ хăйăр çинче
Вăл выртнă канма пĕр кана.
Тăван –хурăнташ-ши курăнать куçĕнче,
Е мирлĕ кишлак вутланать.
«Ытла хаяр пулчĕ кунта тытăçу
Тусем урлă выртнă çул тăрăх…»
Эс — ĕмĕрлĕх! Сан пурнăçу.
Çынсем, пĕр самант шăппăн тăрăр.
Пĕрене çине тухса ларатчĕ
Çу ăшшисем килсе çитсен
Петĕр тете. Юмах яратчĕ,
Кун кĕскелетчĕ итлесен.
Чикарккине хуллен чĕртетчĕ
Сăмах-калав пуçланă май:
— Я воевал в трех войнах, — тетчĕ,
Калаçнă чух вара пĕрмай.
Ун уринче, ав, сăран атă,
Кĕрнеклĕ çынччĕ çакă ватă…
Ачалăхри чăн аксакал, —
Ман асăмрах шап-шур сухал.
Вăл виçĕ вăрçă вутне кĕнĕ…
Çӳренĕ çулăм айĕнче.
Саманисем сахал-и йĕртнĕ,
Лăп мар паян та ав, тĕнче.
Кăшт кичемленнĕ пек урам та,
Вăл çуккă халь — вăл тĕлĕрет…
Эп асăмрах ăна упрам-ха,
Пур асилӳ те тĕрленет:
…Тимурçăсем хĕрсе ĕçлетчĕç
Пĕрре ват çыннăн пахчинче.
Тавра çуй-кулăпа кĕрлетчĕ.
Хĕвел шевли — питсем çинче.
— Чавни çитет-ха, халь канатпăр,
Ларар-ха курăк ырлăхне, —
Каларĕ ватă. Савăнатпăр.
Çитетпĕр Одер тăрăхне.
Мучишĕн кĕреçи — винтовка.
— В атаку, — терĕ вырăсла, —
Ак туянатăр вилĕм, тото!
Çич ют, килмешкĕн ан ăсла…
Мучи лăш ларчĕ, тем шуйттанĕ
Малалла
 Пĕррехинче юлташпа çурутрав çине çул тытрăмăр. Утрав çинче питех те интереслĕ, тĕрлĕ йывăç, тĕрлĕрен ӳсен-тăран, илемлĕ чечексем ешереççĕ. Пуричен те хитри — çичĕ çеçкеллĕ чечек. Кашни çеçки хăйне евĕрлĕ, кашни тĕрлĕ тĕслĕ. Чечеке асăрханса татса илтĕмĕр. «Мĕн ыйтса илес-ши?» — шутлатăп ăшăмра. Тинĕс айĕнче ишсе çӳрекен кимĕ ыйтса илтĕм. Манăн тусăм самолет ыйтса илчĕ. Пирĕн ĕмĕт çийĕнчех пурнăçланчĕ.
Чечекĕн юлашки çеçкисене киле илсе килтĕмĕр. Халĕ пирĕн килте çакăн пек çичĕ çеçкеллĕ чечексем питех те нумай!
Çитмĕлти çынна çичĕ çулти ача ăсĕ кĕрет теççĕ,
Халăх сăмахĕ
Тав сăмахне кама каламалла
Ачалăха тухас пулсан калла?
Иртнисене аса иле-иле
Килсе те çитрĕм ак тăван киле.
Аван-и, пахчаран пуçа чиксе
Урамалла пăхан шур чечексем?
Ик чӳрече мана пахча енчен
Анне лек куç илмесĕр кĕтрĕç, тен...
Хура кăпчанкăран ал туйине
Хурса эп хăварам хапха умне —
Хам çулсенчен катсассăн ик сумне,
Чупсах хăпарăп картлашка çине.
Эй, çурт хуçи, эй, шурă пирĕшти,
Атте каларăш, ырă килĕшпи,
Кил вучахне эс сӳнтермерĕн-и,
Кĕлне çилпе эс вĕçтермерĕн-и?..
Ачалăх иртнĕ вырăн тĕлĕпе
Асаилӳ вĕçет сар лĕпĕш пек:
Унта ларать кăштах, кунта ларать,
Чи тутлă, пыллă вăхăт пуçтарать.
Путек хырса пĕтернĕ кăмака
Усрать иккен кĕслеçĕ-шăрчăка.
Ахаль-и асатте — кĕсле ăсти
Унта хуратчĕ кăшт кăвас чусти.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 472 473 474 475 476 477 478 479 480 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...